Corpus of the Chuvash language

New

Ун вырӑнне аслӑ пӗлӳ илнисене те чиперех ертсе пырас ӑсталӑх пур!

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Хӑ-ӑ, аслӑ пӗлӳ ҫук имӗш, ҫук пулин тата!

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Лерен те, инспектора лартнӑ-тӑк, тапранас ҫукчӗ, анчах унӑнни пек пултарулӑхпа запасри учительте ҫӳремелле марах.

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ара-ҫке, Лапухина, ҫутӗҫ пайӗнче вӑй хураканскере, инструктора мар, тӳрех иккӗмӗш секретаре илмелле марччӗ-им?

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Галя Ивановӑна зоотехникран ирӗксӗрлесех тенӗ пек кӑларса кунта куҫарчӗҫ.

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Лапухин пурнӑҫа, ҫынсене пӗлмест мар ӗнтӗ, анчах та ак ҫакна ниепле те ӑнланаймасть: мӗншӗн-ха ӑна хӑпартмаҫҫӗ?

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ҫавӑнпа Валерий иртнӗ пленумра сике-сике тӑни, ҫакӑ парти райкомӗн пӗрремӗш секретарьне Леснова, обком секретарьне Петракова килӗшсех кайманни ӑна питӗ савӑнтарчӗ: ку-рӑр, эсир кама секретарь тӑвасшӑн?

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Иванова иккӗмӗш секретарьтен кӗҫ-вӗҫ каяссине, ун вырӑнне Пантикова хатӗрленине Лапухин пӗлет.

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Каярахпа вӑл та тӳрех алӑ пусма тытӑнӗ ак.

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Лапухин пӗлсех тӑрать: Лариса ҫавсене кунӗпех вуласа ларать ӗнтӗ, кӑтартма парти райкомне те ҫитет.

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Хӑй, чӑн та, справкӑсене вуламасӑрах алӑ пусма тытӑннӑччӗ.

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

«Лайӑх справка — райком ӗҫӗн аллӑ пӗр проценчӗ», — текелетчӗ Ямщиков.

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ытлашши юрамасть: республикӑри пленум-активсенче доклад тунӑ чух тӗслӗхшӗн асӑнма пултараҫҫӗ.

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Малта пыракан «Шуҫӑм», «Марксист» колхозсенчи звеносене ырласа ҫыратӑн, начартарах хуҫалӑхсене пӑртак тиркетӗн.

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Унсӑрӑн райком тӑрӑшулӑхӗ пӗлтӗрхинчен самай чакнӑ пек курӑнать.

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ирӗксӗрех мӗнпур кукуруза уйӗсене комсомолецсемпе ҫамрӑксен звенисем пӑхса ӳстернӗ тесе кӑтартатӑн.

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Статистика инспекцийӗ тӑратнӑ хутсене мӗнле кӑна ҫавӑрса пӑхма тивмест пуль?

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Справка ҫырасси ҫӑмӑл ӗҫ мар.

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ялхуҫалӑх министерстви ку енӗпе мӗн тума пултарать?

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Райком шучӗпе, обкомран мӗнле пулӑшу кирлӗ?

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed