New
Чӑн та, «экстра сантехниках» (юлташӗсем ӑна ҫапла калаҫҫӗ, хӑй те хирӗҫлемест) тӑмлӑ-чуллӑ ҫӗре састӑппа чавтарнӑшӑн кӑмӑлсӑрччӗ вӑл, анчах куна ӗҫре систермерӗ, ыттисемпе танах тар кӑларчӗ, Виссарион Даниловпа пӗрле участока ҫутӑ кӗртнӗ чухне вара кӑмӑлӗ ҫӗкленчӗ.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Иваҫ Ивашов нихҫан та «ят ярасси» патне ҫитмӗ.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Пит кирлӗрен яраҫ пуль…» — ҫак сӑмахсем, Элис анне ӑна Тылыма ӑсатнӑ чух каланӑскерсем, вӑхӑт иртнӗҫемӗн пушшех хыт янӑранӑн туйӑнчӗҫ.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Шутлап та кӑвак ҫӳҫлӗ пуҫӑмпа — сире ахальтенех таҫта ҫити ямаҫ пуль тетӗп.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Кунта лайӑх пурӑнаттӑн, лере те ятна ан яр…
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
«Калам-ха сана, ачам, кайран-малтан ӳкӗнсе пурӑнам мар калаймарӑм-ха тесе.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Туй вӑхӑтӗнче вӗсем ҫӑмӑл автомашинӑпа, Элис аннене лартса, масар ҫине амӑшӗн вилтӑпри патне кайса килчӗҫ.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
…Иваҫ ҫакна савнӑ хӗрне Тамарӑна йӑлтах каласа пачӗ.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
— Ну-ну, лӑплан, ачам, лӑплан та аннӳ вилтӑпри умӗнче сӑмах пар: ҫакнашкал нахратӑсем татах пулӗҫ, анне, лайӑх ҫын, ӑслӑ, вӗреннӗ ҫын пулма тӑрӑшӑп, анне, те…
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
— Чи-чи лайӑх ҫын эс, Элис анне! — Иваҫ сисӗнмеллех чӗтрерӗ.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Нахратӑ илнӗ хыҫҫӑн Элис аннӳне юратса пурӑнасшӑн та мар-и?
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Мӗскер апла пӑхатӑн?
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Атту халех каласшӑн марччӗ…
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Кайран-малтан ӳкӗнмелле ан пултӑр.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Нахратӑ илтӗн — ӑна килсе пӗлтертӗмӗр.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Аннӳ авӑ…

— Элис анне эпӗ саншӑн…
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Ямосова пуҫне пӑркаларӗ.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
— Ман анне эсӗ вӗт-ха, Элис анне… — чунран тухнӑ сасси шӑппӑн илтӗнчӗ Иваҫӑн.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Ача шалт аптраса ӳкрӗ: мӗн кирлӗ мара калаҫать вӑл?!