Corpus of the Chuvash language

New

Ҫавӑн пиркиех ӗнтӗ куршанак ҫыпҫӑннӑ кӑпӑшка хӳрине пӑлтӑртаттарса вӑрмантан кӗр калчи пуссипе хӗрлӗрех сарӑ тилӗ хӑюллӑн чупса тухрӗ, кайри урисем ҫине ларса шӗвӗр сӑмсипе нӑш-нӑш! шӑршласа пӑхнӑ хыҫҫӑн тин, сывлӑшра этем шӑрши пуррине туйнӑскер, каялла тапса сикрӗ.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑрман хыҫӗнчи ҫул хӗрринче кам та пулин курӑнмасть-и тесе айккалла-майккалла пӑхса тӑни те усӑсӑр, мӗншӗн тесен кунта машинӑсем те, ҫынсем те асра-тӗсре ҫеҫ ҫӳреҫҫӗ.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Улах вырӑнпа утнӑ чух шӑрпӑклӑ ҫынна тӳрех тӗл пулаймӑн.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Тӗллӗн-тӗллӗн сукмаксем пурччӗ ӗлӗк — ку таранччен сыхланса юлнӑ-ши вӗсем?

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Унта ҫулсӑр-мӗнсӗрех каяс пулать: вӑрманпа, улӑхпа, ҫырмапа.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑрман хыҫӗнчи хиртен тӑван яла икӗ ҫухрӑм ҫурӑ.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑл сурчӑк ҫӑта-ҫӑта мӗнпур кӗсйине ухтарчӗ, анчах йӗркеллӗ шӑрпӑк тупаймарӗ.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Туртас килни вӑйланнӑҫемӗн вӑйланса пычӗ.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Герасим Федотовичӑн чӗртсе сӳнтернӗ шӑрпӑксене курупкана чиксе хурас йӑла пур.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Шӑрпӑксем пурте ҫунӑк пуҫлӑскерсем.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Пӗрне ҫутса пӑхрӗ — печӗ, теприне тӗрӗслерӗ — каллех вӑркӑнтарчӗ.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫапах та Герасим Федотович пӗр хушӑ ӗнсе хыҫкаласа тӑнӑ хыҫҫӑн шавлӑн хашлатса сигарета тута хӗррине хӗстерчӗ, шӑлавар кӗсйинчен шӑрпӑк курупки кӑларчӗ.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫур ҫӗрччен туртма икӗ сигарет юлать: сахал.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ку паян — тӑваттӑмӗш.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫавна асра тытса юлашки вӑхӑтра вӑл талӑкне пилӗк пирус туртнипех ҫырлахать.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Врачсем ӑна туртма хушмаҫҫӗ.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Герасим Федотович ассӑн сывласа плащ кӗсйинчен пирус туртса кӑларчӗ, ҫӑвара хыпас-и, хыпас мар-и тесе ӑна пӳрнисем хушшинче пӗтӗркелерӗ.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

«Рожденный ползать летать не может!» — аса илчӗ вӑл аслӑ писатель сӑмахне.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Кайӑксем еплерех илемлӗн ярӑнса вӗҫеҫҫӗ те, унӑн вара ҫӗр ҫинче малашне мӗн виличченех ӑман пек шӑвӑнмалла.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

«…Ах турӑ, вӑр-вар-ҫке», — ӑмсанарах шухӑшларӗ Герасим Федотович.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed