New
«Сана, Валерий…» тенине Лариса асӑрхамасӑр юлмарӗ, ҫак улшӑну мӗне пӗлтернине ҫеҫ чухласа илеймерӗ.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
— Итлетӗп сана, Валерий… — сӗнчӗ вӑл.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Темскер пулчӗ Леснова: ҫак йӗкӗт хӑйне хӑй тӳрре кӑларма пултарнӑшӑн савӑнма та хатӗр вӗт.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Вӑрманкасри Палкинсене тӳрех ӗненсе лартса, хӑйӗн инструкторнех итлесшӗн те мар пек килсе тухмасть-и-ха капла?»
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ларисӑн малтан лӑпланмаллаччӗ, хамӑн та ӑна малтан лӑпланма, Валерипе хӑйӗнпе васкамасӑр калаҫса пӑхма сӗнмеллеччӗ.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
«Тӗрӗсех те каламасть-и ку? — шухӑшларӗ Леснов.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫа-кӑнтан кӑна килет йӑнӑш хак пани…
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Тахӑшӗ ӑна пуху пирки хыпӑнса-тарӑхса пӗлтернӗ, паллӑ ӗнтӗ, Лариса Захаровна та хыпӑнса-тарӑхса итленӗ…
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Лариса Захаровна паян мар, ыран ку сӑмаха тапратнӑ-тӑк, ман шутпа, ҫак ӗҫсене вӑл урӑхларах хак парса калаҫатчӗ.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Вӑрманкасри организацие лайӑх пӗлсе ҫитиччен йӑнӑшмасӑр май та килмест.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Вӑл йӑнӑшать тесех ҫирӗплетесшӗн.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Кунпа вара эпӗ пачах килӗшместӗп.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Анчах ун сӑмахӗн иккӗмӗш енӗ те пур — ҫав событисемпе ӗҫсене хак пани…
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ку енӗпе пач та хирӗҫлеместӗп.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Лариса Захаровна тӗрӗсех ӑнлантарчӗ сире, Михей Петрович.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Сталин вӑхӑтӗнче алхаснӑ элекҫӗсене явап тыттарма та ыйту лартаҫҫӗ…
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ман шутпа та, вӑл комитет секретарӗнче пултарассӑн туйӑнать…
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
— Вӑрманкас комсомолецӗсем комитета ертсе пыма ҫыннине те сӗнеҫҫӗ: Санькка Тунейкин…
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Пӑлханать, палӑртмасть кӑна.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Пантиков ҫамкипе питне аллипе хыттӑн сӑтӑрса илчӗ.