New
Каярахпа Таня палатӑсенче тем тӗрлӗ йывӑр аманнӑ ҫынсене те курчӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Питӗ тӗреклӗ хул-ҫурӑмлӑ салтак чуна пырса тивмелле хурлӑхлӑ сасӑпа сӑпкари ача пек макӑрать: унӑн икӗ урине те чӗркуҫҫи таранах татнӑ иккен…
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Вӑл госпитале пӗрремӗш хут пырсан, шӑпах ӑна хирӗҫ операци пӳлӗмӗнчен пӗр сарӑ сухаллӑ салтака наҫилккепе ҫӗклесе тухрӗҫ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Халӗ ҫак лӑпкӑ хулара, фронтран темиҫе ҫӗр ҫухрӑм аякра, вӑй питти арҫынсем ачалла макӑрса йынӑшнине курсан, Таня чӗри чӑтма ҫук кӳтсе ҫитрӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Аманнисем мӗнле асапланнине Таня тӑван хуларах курнӑччӗ, анчах ун чухне, йӗри-тавра вут-ҫулӑм, вилӗм алхаснӑ вӑхӑтра, ыттисен асапне, тен, хытӑ хӑранипе тӗплӗн асӑрхайман та, чунпа туйса илеймен те пулӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Тӑван ҫӗршыв умне пысӑк хӑрушлӑх тухса тӑни хаҫатсенче кӗскен пӗлтернӗ сводкӑсенчен те, аманса таврӑннӑ салтаксем каласа панинчен те лайӑх сисӗнет…
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Тӑшман Мускав ҫине «иккӗмӗш генеральнӑй наступлени» пуҫларӗ, нимӗҫ генералӗсем: «Мускав урамӗсене бинокльпе пӑхса куратпӑр», — тесе каппаяҫҫӗ иккен.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Шӑпах ҫак кунсенче фронтра питӗ йывӑр лару-тӑру пулчӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Аркадий Шаликов ӑста баянист пулнӑ иккен, вӑл юрӑҫсене пӗтӗм чунтан хавхаланса пулӑшрӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Иккӗмӗш хут госпитале кайма комсомолецсем пӗчӗк концерт хатӗрлерӗҫ: Таня хӑй темиҫе юрӑ пӗччен юрлама вӗренчӗ, юлташӗсене хорпа юрлама хӑнӑхтарчӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Чи малтанах вӑл аманнӑ салтаксем патне кӗнекесем илсе кайрӗ, кӗнекисене цехри рабочисенчен пӗрерӗн-икшерӗн тенӗ пек пухрӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Ҫитменнине тата, Таньӑна тепӗр ӗҫ — госпитале шефа илме хушрӗҫ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Иккӗшӗ пӗр урамрах пурӑнаҫҫӗ пулин те, хӗр-туссем халӗ сайра хутра ҫеҫ тӗл пулкаларӗҫ, иккӗшин те пушӑ вӑхӑт пачах юлмарӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Комсомолӑн хула комитетӗнче ӗҫлекен арҫынсенчен нумайӑшӗ фронта тухса кайсан, Рита Романовӑна унта ӗҫлеме куҫарчӗҫ, ун вырӑнне Таня Богуцкаяна суйласа лартрӗҫ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Унӑн ҫӗнӗ вырӑнти пурнӑҫӗнче асра юлмаллиех нимӗн те пулса иртмерӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Ҫапла канӑҫсӑррӑн, пӗрмай заводра та халӑх ҫинчи ӗҫре иртсе пычӗ Таньӑн вӑхӑчӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Таня хваттере ҫур ҫӗр тӗлнелле тин питӗ ӗшӗнсе таврӑнчӗ те выртнӑ-выртман вилнӗ пек ҫывӑрса кайрӗ…
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Рита ӑна фронт валли килӗрен ӑшӑ тумтирсем, бронепоезд валли укҫа пухма илсе кайрӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Каҫхи апат хыҫҫӑн Таньӑн канасси пулмарӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Каҫчен ҫамрӑксем завод картишне йӑлтах йӗркене кӳчӗҫ, хӳме хыҫне ывӑтса тултарнӑ тимӗр-тӑмӑра та пӗр вырӑна пухса хучӗҫ.