New
Кӗҫтук пӗр хушӑ хура куҫ харшисене пӗрсе, чӗнмесӗр, пирус мӑкӑрлантарса ларчӗ те каллех хӑйне канӑҫ паман япала ҫинчен калаҫа пуҫларӗ, пӗр пирусӗ ҫунса пӗтсен, тепӗр пирус чӗртрӗ.
XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Хытӑ пӑлханнӑ чух вӑл, Слакпуҫ чӑвашӗсем калаҫнӑ евӗр, ҫунат, курӑнать, тет.
XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ман ӑшӑмра вут ҫунат… тепӗр чух хӗвеллӗ кун та тӗксӗммӗн курӑнать, — терӗ Иванов чӗтрекен сасӑпа.
XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Тен, тӑван аттене тиркени килӗшӳллӗ мар пуль те, ҫапах эпӗ ҫакна каламасӑр тӳсейместӗп.
XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Анчах вӑл пире хӑйӗн тӑранми выҫӑ ӗмӗчӗпе кӳрентерет.
XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Пире мӗн ачаран ӗҫе юратма вӗрентсе ӳстернӗ, куншӑн аттене тавтапуҫ.
XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Пирӗн ҫемьере пурте ӗҫчен.
XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ӗҫлеме юрататӑп эпӗ.
XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Эпӗ ҫакна ӗҫрен хӑранипе мар калатӑп.
XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Тӳррипе каласан, атте хӑйӗн хыттине пула тарҫӑ тытмасӑр, пире, килтисене, тарҫӑ вырӑнне тыткалама хатӗр.
XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Паллах, хам эпӗ никама ҫаратман, хӗсӗрлемен, эпӗ хам ӗҫӗмпе тӑранса пурӑнатӑп.
XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Чӑн калатӑп, Петӗр, мана ял-йышӑм умӗнче лайӑх мар, эпӗ чухӑн ҫын куҫӗнчен пӑхма вӑтанатӑп.
XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Халӗ вӑл Слакпуҫӗнчи нумай чухӑнсен ҫӗрӗсене ӗмӗрлӗх тара илнӗ, унсӑр пуҫне Чуракайпа Элшел ялӗсенчи пушкӑртсен ҫӗрӗсене тара илсе тулӑ акать…
XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
А пуян Ваҫинкка пурне те парать, никама та пуш алӑпа ямасть, кайран вара, кӗркунне, пӗр пӑтшӑн пӑт ҫурӑ сӑтӑрса илет.
XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ирӗксӗрех пуян Ваҫинкка патне михӗ йӑтса утас пулать.
XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ӑҫта каян?

Чухӑнсен ҫӑварни иртсенех пӳлмисем пушанса юлаҫҫӗ.
XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Кӳршӗ ҫыннисем, хӑй пекех чӑвашсем, выҫлӑ-тутлӑ пурӑнни ӑна хуйхӑртмасть, савӑнтарать кӑна.
XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Пуяс меслет ялан тӗрӗсмарлӑхпа ҫыхӑнса тӑрать, пуяс ӗмӗт ялан этем чунне пӑсать, варалать.
XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Анчах мӗншӗн укҫа, пуян ҫын чапӗ, мулӗ ҫынлӑхран кӑларать ӑна?