New
Шӑпах ҫак самантра Укҫинепе Валерий пӗр-пӗрин ҫине пӑхаҫҫӗ иккен.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Унӑн та ним шарламалла мар халь.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Эй, турӑҫӑм, юрать-ха, вӑл татах ыйтса-калаҫса ҫамрӑксене кансӗрлемерӗ.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Сӑлтавне пӗлес тесе, ҫамрӑк хӗрарӑм иккӗшӗн ҫине те тепӗр хут сӑнарах пӑхрӗ, вара…
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Чим-ха, анчахрах ӑшшӑн, ирӗклӗн, шӳтлесе калаҫакан йӗкӗт темшӗн шӑпланчӗ ак.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Тем тесен те, Укҫине Валерие те, хӑйӗнчен хӑварас мар тесе, наччасрах чиперлетме пултарчӗ.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Укҫине ӗҫӗ-и ку?
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Чӑнах та, тӗлӗнмелле тӗлӗнтермӗш: пирӗн Оксана-Укҫине ларнӑ ҫӗртех чиперленсе, ытарайми шевлепе ҫуталса пырать; Ольон Валерий ҫине те пӑхрӗ: ак япала, ку та паҫӑрхинчен чипертерех, апла ҫеҫ-и, ҫамрӑк хӗрарӑм турра асӑнсах ҫирӗплетме хатӗр, Валерий нихҫан та хальхи пекех чиперрӗн курӑнманччӗ.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ольон ҫав тери пысӑк тӗлӗнтермӗш курнипе шухӑшне вӗҫлеймерӗ.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
— Ав мӗншӗн кулянса ҫӳренӗ-иҫ эс, пӗлмен те…
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
— Мӗн тӑвӑн, ҫынни эп ҫавнашкалскер.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ытла нумая хапсӑнатӑп та-ха ӗнтӗ, — каччӑ кӑкӑр туллин сывларӗ.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Хитре — пит-куҫра, чипер — чунра, кӑмӑлра.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
— Пӗрех мар.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
— Пӗрех мар-и ку?
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
— Хитре те чиперрине.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
— Хитрине мар, — Ольона пӳлсех каларӗ хӑна.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
— Эсӗ ху, Валерий, ытла хитрисене ҫеҫ куҫ хыватӑн пулас…
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Хӑй те хитре-чипер мар ҫӗртех мана ӑҫтан-ха килӗштертӗр?
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Хам та вара чиперлене пуҫлатӑп, вӑл вара — хайхи хитре те чипер хӗр — ман пирки ачи ку аптрасах каймасть-ҫке теме тытӑнать, ну ӗнтӗ, капла шухӑшланӑҫемӗн мана килӗштерме те тытӑнать.