Corpus of the Chuvash language

New

Зоя Сергеевна текех шухӑшласа пуҫне ҫӗмӗрмерӗ.

Help to translate

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Кунашкал маттур та хитре ҫын тӗнчере ҫук та пуль. Мӗнле телейлӗ хӗрарӑм савӑнса пурӑнать-ши унпа?» — тесе шутланӑччӗ ҫавӑн чухне уяв курма тухнӑ матушка.

Help to translate

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унӑн куҫӗ умне ҫавӑн чухне мала тухнӑ тимӗр кӑвак урхамахпа унӑн хуҫи Озеров тухса тӑчӗҫ.

Help to translate

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫапла аптӑраса пуҫне ватса ларнӑ вӑхӑтра, кӗтмен-туман ҫӗртенех, пӗлтӗрхи акатуйне аса илчӗ вӑл.

Help to translate

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Матушкӑн хресченӗн начар лашипе кайса намӑсне ярасси те килмест.

Help to translate

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫуран, пӗр-пӗччен каясси ҫинчен шутлама та кирлӗ мар.

Help to translate

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах мӗнле ҫитмелле-ха унта, кунтан вун пилӗк ҫухрӑмри пульницӑна, ҫур енне кайнӑ ҫанталӑкра?

Help to translate

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Виҫӗ кун иртсен, матушка (ӑна Зоя Сергеевна тесе чӗнеҫҫӗ) вулӑс пульницинче выртакан упӑшкине кайса курма шутларӗ.

Help to translate

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Виҫҫӗмӗш кунне ӑна пульницӑна ӑсатрӗҫ.

Help to translate

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вара пӗр минтер илсе килчӗ те, упӑшки пуҫне ҫӗклесе, ун айне хучӗ, хӑй, тарӑн шухӑша путса, мӑшӑрӗпе юнашар ларчӗ.

Help to translate

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Матушка хыпӑнса ӳкрӗ, ӑна вырӑн ҫине ҫӗклесе вырттарасшӑн тӗрмешрӗ, анчах вырӑнӗнчен те хускатаймарӗ.

Help to translate

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Ехрем ывӑлӗ Уҫӑп сутрӗ мана, улталарӗ», — тесе мӑкӑртатса, хӑрах ҫӑматтине хывмасӑрах урайне тӳнсе кайрӗ.

Help to translate

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Якку атте арӑмне хирӗҫ нимӗн те чӗнмерӗ, ҫийӗнчи туллатнӑ кӗрӗкне, каракуль ҫӗлӗкне хывса ҫакрӗ, ҫӑматтине хывма пикенчӗ.

Help to translate

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Хӑвӑртрах салтӑн та вӗри чей ӗҫ.

Help to translate

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Питӗнте пӗр сӑн ҫук, — пӑшӑрханса ӳкрӗ вӑл.

Help to translate

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Килне ҫитсе кӗрсен, матушка упӑшки ҫине пӑхрӗ те шалт! тӗлӗнчӗ.

Help to translate

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Якку аттен пуҫӗ лаштах усӑнчӗ, аран-аран тӑрса, ҫӗлӗкне тӑхӑнчӗ те алӑк патнелле утрӗ, пӳртрен никампа сывпуллашмасӑрах тухрӗ, ун хыҫҫӑн хуҫан хаяр йытти ҫеҫ сӑнчӑртан карӑна-карӑна вӗрсе юлчӗ.

Help to translate

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мана часах ан кӗтӗр тесе ҫеҫ каларӗ тет, — пӗлтерчӗ хуҫа.

Help to translate

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Татӑклӑ нимӗн те каламарӗ тет.

Help to translate

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ӑҫта кайнине те, хӑҫан таврӑнассине те каламан-и? — тӗлӗнчӗ Якку атте.

Help to translate

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed