New
Килӗ умне ҫитсе чарӑннӑ хӗрача хӑйне хӑрушӑ тӗлӗкри пек туйрӗ, ҫав тӗлӗкрен вӑранса чӑн-чӑн илемлӗ те ҫутӑ пурнӑҫа таврӑнасса шанчӗ, анчах кӑкӑрта чӗре сиксе тухас пек тапнинчен, аллипе час-часах ӑна тытса пӑхнинчен хӑй ҫывӑрманнине ӗненчӗ.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
— Кӗҫӗрех, халех ӑҫта та пулин ялтан тухса тарас».
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ҫапла, ҫапла, эпӗ унта урӑх каймастӑп, халӗ маншӑн пурпӗрех, ӑҫта та пулин аяккарах тарасчӗ кӑна, — ниҫта кайса кӗрейми йӑшталанчӗ шухӑш Лена пуҫӗнче.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Апла манӑн фермӑна тек таврӑнма юрамасть.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
«Часрах, часрах, тек нихӑҫан та курас марччӗ вӑл йӳҫӗ наркӑмӑш сирпӗтекен Варварие.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
— Хӗрача ҫулсӑр-мӗнсӗрех ял еннелле чупрӗ.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Хӑвӑртрах, хӑвӑртрах тарас ӑҫта та пулин.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
— Эх, мӗн тери намӑс, мӗн тери намӑс.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Лена пӳлӗмрен мӗнле сирпӗнсе тухнине те туймарӗ.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Хӗрача хӑлхинче вӗҫӗмсӗр Варварин хӑрушӑ сӑмахӗсем янӑраса тӑчӗҫ.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Малалла мӗн пулнине Лена курмарӗ те, илтмерӗ те.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Намӑсланнипе ахаль те пӗҫерсе тӑракан питҫӑмартисене таса чӗрери вӗри юн пусӑмӗ татах та ытларах ҫунтарса, вӗтелесе ячӗ, ал-ура вӑйне туйми туса, пӗтӗм кӗлеткипе сарӑлчӗ.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Халиччен илтмен хӑрушӑ сӑмахсемпе анӑраса кайнӑ Лена питне аллисемпе хупласа лартрӗ.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ку вӑл тин ҫеҫ вӗҫме вӗреннӗ кайӑк чӗппине чулпа персе амантнӑ пекех пулчӗ.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
— Эп мар, эсир намӑссӑр, эсир тӗттӗм кӗтес шыраса ҫӳретӗр.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
— Мӗн тери ирсӗрлӗх… мӗн тери намӑссӑр ҫын иккен эсӗ, Миронова.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Варвари калани тӗрӗсех-и вара? — чӗтрекен сасӑпа ыйтрӗ Ваня, зоотехника куҫран пӑхса.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Вӗсем пӗрре сӑнран улшӑннӑ зоотехник ҫине, тепре хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайнӑ Лена ҫине пӑхрӗҫ.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Килсе кӗнӗ хӗрсем нимӗн тума аптӑрарӗҫ.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
— Ак, пӗтӗмпех ҫак аскӑнчӑксене пула пулчӗ ку, — Василий Петровичпа Лена ҫинелле кӑтартрӗ инке, — ҫаксене чӑрмантартӑм эпӗ…