New
Мӗншӗн санӑн йӑлйӑл чӗрӗ ҫӑлтӑрун вӑхӑтсӑрах пӑтлатса ӳксе лап! сӳнмелле пулчӗ-ши?
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ах, мӗншӗн ҫапла ҫаврӑнса тухрӗ-ши пирӗн шӑпа?
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Телей ҫук мана сансӑр, вут кайӑкӑм, таса уйри шур чечекӗм, телей ҫук…
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
— Ирхи ырӑ тӗлӗкӗм, ҫурхи ҫутӑ ӗмӗтӗм, чунри вӗҫӗмсӗр ыратӑвӑн тӑмхи…
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
«Ах, Полина, Полина, — ӑшӗ пӑшнипе сасӑпах ирӗке ярать вӑл йыт ҫӗмӗрчӗ пек йӳҫек ӳкӗнӗҫлӗ, масар чулӗ пек йывӑр кулянӑвне утнӑ май.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Уй ӑс-тӑна йӑшӑр-йӑшӑр йӑштарса салатать, вӑрман — йӑпӑр-йӑпӑр пуҫтарса ҫивӗчлетет.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ӗнтӗ вӑл хулана ҫутӑлла таврӑнасса сунма пӑрахрӗ, анчах хӑй пурпӗрех тӑрӑ, тӑнӑҫ кӑмӑллӑ мар.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫак сасӑсем илтӗннӗ тӗлелле ҫывхарас тӗллевпе арҫын прачак хӗррипе (кунтах унран ҫурҫӗрелле «туратланакан», ҫӗре алтӑкласа кӗрсе вӑрманалла хывнӑ машина — вӑрман кӑларакансен — ҫулӗ те курӑнчӗ), трактор йӗрӗ ҫине ӳксе, малалла кӗштӗртетрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Тен, «Ҫурҫӗр» поселокри торф брикечӗ тӑвакан предприяти ҫапла сас парать?
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Умра, ҫурҫӗр хӗвеланӑҫ енче, катара-катара, хавшак аслати сасси пек машина кӗрлени-тӗрлени, трактор ҫатӑртатни, тимӗр япаласем пӗр-пӗринпе ҫапӑнса, сывлӑша сӑркатса, чӑнк-чанк, кӗмсӗрт-кӗмсӗрт, хӑнтӑр-хантӑр ҫӗмӗрӗлни илтӗнет.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Унти ҫерем тӳремрех пек туйӑнчӗ арҫынна, вара вӑл ҫавӑнта каҫрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Прачакӑн тепӗр енӗпе лӑсӑллӑ, сайхахлӑ вӑрман (кӑтра лӑсси-турачӗсем чӑн тӑрринче пӗр-пӗринпе пӗрлешсе кайнӑ та вӑрмана ҫиелтен кӑпӑш симӗс ваткӑ пек витсе тӑраҫҫӗ) шав тӑсӑлать.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пӗлет-ха вӑл: унӑн халӗ сулахаялла, хӗвел анӑҫнелле каймалла, анчах прачакӗ-хӑртни ӑҫта илсе ҫитерӗ-ши — Шупашкара е «Ҫурҫӗр» поселока?
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Кӑпӑш-кӑпӑш мӑк ҫине кӑпӑрт-кӑпӑрт пускаласа утса, арҫын ҫак делянкӑран умра та, хыҫра та вӗҫӗ курӑнман, сакӑн-сакӑн ҫеремлӗ (ку вырӑн вуншар ҫул каяллах вӑрман тӗпленӗ-тӑлпаланӑ хыҫҫӑн трактор икӗ касӑллӑ плугпа сухаланӑ пыллӑх пулнӑ пулас) ансӑр прачака тухрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ахаль мар пӗр юрӑра «хӗрӗххӗмӗш ҫулхисем — синкерлӗ шӑпаллисем» тесе юрлаҫҫӗ…»
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Самани саккӑрлӑ пулчӗ ҫав.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
— Пире те, ӗнтӗ юлашки вӑрҫӑ ачисене, ҫаплах хуҫрӗҫ ача чухне.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
«Акӑ вӑл, пирӗн ачалӑх, — пусӑрӑнса илчӗ вӑл ӑшӗнче.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫакӑнта кӑмпаҫӑ каллех чарӑнса тӑчӗ, чунӗ кӳтсе килчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ак тата арҫын ҫулне темле пӑрӑнса ӳснӗ аманчӑк, сухӑр шӑршиллӗ ҫамрӑк хыр пӳлсе хучӗ.