New
Тепӗр кунне Полинӑна шырама ялти пур вӑйпитти арҫынпа хӗрарӑм, ҫамрӑксем хыпӑнса, пӑлханса тухрӗҫ — усси пулмарӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Тен, каялла таврӑнмарӗ-ши, тесе, куҫҫульне ҫӑта-ҫӑта, Ула Тимӗрпе Полина хӑнара пулнӑ киле те вӗтсе ҫитрӗ, унта, сехӗрленнӗ аптравлӑ куҫӗсене ҫавракалатса: «Владимир Петровичпа Полина Никифоровна пирӗн патран чиперех тухса кайрӗҫ», — терӗҫ ҫеҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Карчӑк унталла утрӗ, кунталла чупрӗ, сехӗрленсе ӳксе ҫывӑхри таврара вӗҫтерекен юр хӳнӗ пӗр тӗмескене те, сакӑн-сакӑн выртакан пӗр вырӑна та тӗкӗнмесӗр, тапратмасӑр, йӑштармасӑр-ҫавӑрттармасӑр хӑвармарӗ — хӗрӗ тупӑнмарӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫула ӗнтӗ чалӑш тӑман шӑлать, нумай тӗлте ӑна сан хывнӑ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пашка-пашка, уйра Ула Тимӗр асӑннӑ вырӑна ҫитрӗ — ниҫта та Полина курӑнмарӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Сиснех пулӗ ӗнтӗ амӑшӗн чунӗ хӗрӗпе тем усалли сиксе тухма пултарасса: вӑл, ӑшран татӑла-татӑла, йӑпӑр-япӑр ҫӗрӗк-ҫарӑк тумланчӗ те хӗрне шырама тухса чупрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ара, епле ҫавӑтса килеймерӗн ара?..
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
— Эх, ку хӗрӗмпе-е…
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
— Уйра выртса юлчӗ-ӗ-ӗ? — ҫуйлансах ӳкрӗ карчӑк.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Киле-ет, килти выльӑх ӑҫта кайтӑр…
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
— Вырттӑр-иҫ кӑштах урӑлса…
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫи-пуҫне, уринчи чуссӑнккине шӑлне ҫыртса, эхлете-эхлете хыврӗ те тӳшек ҫине лашт тӑсӑлса выртрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
— Уйра выртса юлчӗ, пӑлахай!.. —
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
— Полина ӑҫта? — тесе ыйтсан, Ула Тимӗр, аллине ленчен ывӑтса илсе, сӑмсапа нӑрӑлтатса илчӗ ҫеҫ:
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Килте хӑнана кайнӑ ачисене Ула Тимӗр хунямӑшӗ, чакӑр кӑвак куҫлӑ, лутака, йӑрӑ карчӑк, кӑвак чечеклӗ сарӑ сатин кӗпине пилӗк хуҫми ярса тӑхӑннӑскер, йӑм-йӑм чие ҫырли ӳкернӗ шурӑ тутӑр ҫыхнӑскер, чун-чӗрипе ҫунӑхса, чӳречерен куҫ илмесӗр тенӗ пек пӑхса кӗтсе ларнӑ иккен.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пӗр авӑк мӑшӑрӗ ҫине ӳпкевлӗн, вӑрӑммӑн куҫласа тӑчӗ, вара алӑ сулчӗ те, ҫаврӑнса, кӗвеленнӗ, сӑпӑрчӑк кӑмӑлпа, сӳнӗк хавхапа ялалла сулланчӗ…
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Каллех арӑмне тӑма ӳкӗтлесе пӑхрӗ — каллех кӑлӑхах пулчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пӗр супка сывлӑш ҫавӑркаласа выртрӗ, вара, шӑлне ҫырткаласа, ура ҫине тӑчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Муритлене-муритлене вунӑ-вун пилӗк утӑм тусан сӳлли-хевти тӗппипех «ӑсӑнса, тӑкӑнса-саланса» пӗтнипе такӑнчӗ те ӳкрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
«Эс мӗн, уйрах выртса юласшӑн-и? А ну-ка, атя!» — ҫилӗ вӗҫтере-вӗҫтере Ула Тимӗр арӑмне сӗтӗрме пуҫларӗ.