Corpus of the Chuvash language

New

1902 ҫулта Шупашкар уесӗнче ачасен ясли-приючӗ ӗҫлеме тытӑннӑ.

Help to translate

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Кушников тӑрӑшнипех 1889 ҫулта Шупашкар больницинче медицина библиотеки уҫнӑ.

Help to translate

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Унта вӑл учительсене, тухтӑрсене, шкулта вӗренекенсене хресченсем хушшинче санитарипе гигиена пӗлӗвӗсене сарма чӗннӗ, мӗншӗн тесен ҫынсенчен нумайӑшӗ вӑл вӑхӑтра ытларах юмӑҫсем патне ҫӳренӗ.

Help to translate

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

1884 ҫулта, ялти медицина ыйтӑвӗсене ҫутатса, пӗчӗк кӗнеке ҫырнӑ.

Help to translate

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Дмитрий Алексеевич чирсемпе кӗрешес ӗҫре профилактика пысӑк вырӑн йышӑнать, тесе шутланӑ.

Help to translate

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Кушниковӑн пурнӑҫӗ ҫӑмӑл пулман, кил-йышӗ ытлӑ-ҫитлӗ кӑна пурӑннӑ, ҫапах та вӑл, чӗннӗ-чӗнменех чирлӗ ҫын патне пулӑшу пама тухса кайнӑ.

Help to translate

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Ҫынсен сывлӑхне сыхлассишӗн хыпса ҫунаканскер операци тума уйрӑм пӳлӗм тутарнӑ, ерекен чирлӗ ҫынсем валли ӳйрӑм ҫурт ларттарнӑ.

Help to translate

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Тепӗр виҫӗ ҫултан, Исмель больницине туса пӗтерсен, унӑн аслӑ тухтӑрӗ пулса тӑнӑ.

Help to translate

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Дмитрий Алексеевич чи малтан Шупашкар уесӗнче 1883 ҫулта земски тухтӑрта ӗҫлеме тытӑннӑ.

Help to translate

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Вӑл, нумай вӗреннӗскер, ӗҫчен те пултаруллӑскер, чӑваш халӑхӗн пурнӑҫне тӗплӗнрех ӑнланса илессишӗн ҫуннӑ, унӑн ӗмӗчӗ-шухӑшӗпе пурӑннӑ.

Help to translate

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Тӗслӗхрен, Дмитрий Алексеевич Кушников тухтӑрах илер.

Help to translate

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Вӗсенчен чылайӑшӗ хӑйсен ӗҫне чун-чӗререн парӑнса туса пынӑ.

Help to translate

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Ҫапах вӗсем ялсенчи санитарипе гигиена шайне ҫӗклеме чун хавалтан тӑрӑшнӑ, хресченсене тасарах пурӑнма вӗрентнӗ, халӑхра медицина пӗлӗвӗсене сарнӑ.

Help to translate

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Чӑвашсем хушшинче ӗҫлекен тухтӑрсемпе фельдшерсем, акушерсемпе фармацевтсем мӗнпур вӑя хурса ӗҫлеме пултарайман, условисем ҫитмен.

Help to translate

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Анчах никам та нимӗн те туман.

Help to translate

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Сӑмахран, 1869 ҫулта Етӗрнери Г. Богородицкий тухтӑр уесри сывлӑх комитетне Починки ялӗнче икӗ уйӑх хушши юнлӑ варвитти алхасни, 30 ача вилсе кайни ҫинчен ҫырса пӗлтернӗ.

Help to translate

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Вӑхӑтра пулӑшу парайман пирки нумайӑшӗ вилнӗ.

Help to translate

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Ялсенче тӗттӗмлӗх, хутпӗлменлӗх хуҫаланнӑ, санитарипе гигиена условийӗсем ытла та япӑх пулнӑ, ҫавӑнпа чирлекенсем те йышлӑланнӑ: трахома, чӗре-ӳпке, ӳт-тир чирӗсемпе аптӑранӑ.

Help to translate

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Тухтӑрсем патне 50 — 80 ҫухрӑм таран кайма тивнӗ.

Help to translate

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Паллах ӗнтӗ, больницӑсем сахал пирки чирлӗ ҫынсене пурне те унта йышӑнма пултарайман, вырӑн ҫителӗксӗр пулнӑ, 1859 ҫул тӗлне Шупашкар уесӗнче 68 пин ҫын валли пурӗ 50 вырӑн, Ҫӗрпӳ уесӗнче 100 пин те 600 ҫын валли 17 вырӑн, Етӗрне уесӗнче 103 пин те 200 ҫын валли 12 вырӑн ҫеҫ шутланнӑ.

Help to translate

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed