Corpus of the Chuvash language

New

Ма кулса та пулин кӑтартмастӑн?

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ма пӑхмастӑн мана куҫран?

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Палламастӑн-им мана, Ула Тимӗр?

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Ну, мӗн эс?

Коридоралла (унта ачасем лӑкахчӗ) куҫне ывӑтрӗ те курах кайрӗ — алӑк сули тӗлӗнчех ун ҫине Полина пӗр хускалмасӑр, тилмӗрсе, тишкерӳллӗн пӑхса тӑрать.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Класс алӑкӗ яриех уҫӑччӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗррехинче уроксем хушшинчи пысӑк тӑхтавра темле сӑлтава пула Ула Тимӗр класра парттӑ хушшинчех ларса юлчӗ (халӗ ӗнтӗ вӑл кирза атӑ тӑхӑннӑскерччӗ).

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кая юлсан, каю та шӑтма пултарать.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫапла, вун тӑватӑ-вун пилӗк ҫулхи ачасемшӗн юрату «акине тухма ҫӗр пиҫсех ҫитеймен», хӗвелӗ те тухӑҫран ялтӑртатса ҫӗкленмех ӗлкӗреймен, анчах ку кӑнтӑрланакан ҫулсенче чи сисӗмлӗ, «чечеклӗ», пурнӑҫ ҫуначӗсене сармалли, ҫутӑ ӗмӗчӗсем вӗҫеве хускалнӑ, сенкерленнӗ ӳсӗмре арҫын е хӗр ачан пуҫсӑр, анчах тимӗрҫӗ лаҫҫинчи тин ҫеҫ пиҫнӗ шӗл кӑвар пек хӗрӳ, этем ури пусман сӗм вӑрман уҫланкинчи чечекӗн ачаш ҫеҫки пек таса пӗрремӗш юратӑвне мӗнле те пулин палӑртмаллах ӗнтӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Полина ҫеҫ куҫ уҫса пӑхмасӑр е куҫне ютшӑнарах, хӑюсӑррӑн аялалла тартакан арҫын ачана ҫемҫе куллине те тӗлӗнӳллӗ, ӑшӑ куҫне парнелекелесе илет.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗрпе Полина уроксем хушшинчи тӑхтавсенче юлташӗсем хушшинче пӗр-пӗрне куркалаҫҫӗ-ха, анчах пӗр-пӗринпе таппа-хирӗҫех тӗл пулсан чӗлхисене салтма хӑймасӑр ҫӑварӗсене шыв сыпса ҫеҫ иртеҫҫӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӑй класӗнчи хӗрачасен пӑшӑлтатӑвӗнчен Ула Тимӗр пӗлчӗ: «Б» класри Кораблева Полинана, ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкула пур предметпа та «5» паллӑпа ҫеҫ пӗтернӗскере, вӑтам шкула экзаменсем тыттармасӑрах йышӑннӑ иккен.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Эрне, ик эрне, уйӑх иртрӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӗренӳ кунӗсем пуҫланчӗҫ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тепӗр енчен, вӗсем ҫав-ҫавах ачасем-ха, ҫирӗп тӗкленнӗ кайӑк чӗпписем пек хӑйсен тӗллӗнех «вӗҫеве» тухайман.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Иккӗмӗш класри пек пӗр-пӗринпе тытмалла выляймӑн ӗнтӗ, пуҫра та шухӑшсӑр шухӑ ҫил ачисем ҫаврӑнса-пӗтӗрӗнсе, алпастӑланса ҫӳреме пӑрахнӑ, унта аслисен чӑн пурнӑҫ «пуҫватмӑшӗсем», ӗҫӗ-хӗлӗ, тӗллевӗ-ӗмӗчӗ сӑмсаланасшӑн, тӗвӗленесшӗн, тымарланасшӑн.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫук ҫав, «акана тухма ҫӗр пиҫсех ҫитеймен-ха».

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак ӗнтӗ пилӗк ҫул хушши каллех пӗрле пуласса тӗмсӗлсе кӗтнӗ Полина ҫывӑхрах, юнашарах, тӗл пул ӗнтӗ унпа, калаҫ чунна уҫса кӑмӑлу туличчен.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӳлӗмӗсем те, уйрӑм йывӑҫ ҫуртра вырнаҫнӑскерсем, юнашарахчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗрпе Полина уйрӑм классенче вӗренчӗҫ: пӗри «А» класра, тепри «Б»-ре.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Menu

Statistics

...more detailed