Corpus of the Chuvash language

New

Ула Тимӗрпе Полина никам та йышӑнман пӗр таптаса хӑйӑрлӑ вырӑна ҫитрӗҫ те васкамасӑр хывӑнчӗҫ, купальниксемпе ҫеҫ юлса, кӗрӗ кӑмӑлпа, сӑмах вӗҫтеркелесе, шӳтлекелесе-кулкаласа, типӗ хӑйӑр ҫине пӗр-пӗрне хирӗҫле лашт! ӳпне тӑсӑлса выртрӗҫ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вырӑнӗ те ҫителӗклехчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ку хӑйӑрлӑхра ҫапла каҫӑхса выртакансем лӑкахчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫуллахи каникулта пӗр шӑрӑх кун вӗсем Полинапа иккӗшӗ хӗвел питӗнче хӗртӗнсе выртас, ӳт-пӗве пӑртак кӗрелентерес, Атӑлта шыва кӗрсе уҫӑлтарас тӗллевпе Шупашкарти тӗп пляжа кайнӑччӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑл ун чухне виҫҫӗмӗш курс пӗтернӗччӗ ӗнтӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫук-ха, ку тӗпӗртӗк-тӗпӗртӗк юпахла яшлӑхран та пӗр ӳпне-питне ҫавӑракан, пите-куҫа ӑшӑрхантаракан япала аса килчӗ Ула Тимӗре.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ку ӗнтӗ урӑх повесть.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗтӗмӗшле шухӑшӗ-кӑмӑлӗсемпе те, интересӗсемпе те пӗр «кимӗри кӗсменҫӗсем» пулчӗҫ вӗсем.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Алгебрӑпа» «арифметика» пӗр-пӗрин ӑшне сӑрхӑнса, пӗр-пӗринпе пуянланса, уйрӑмлӑхӗсене тикӗслерӗҫ ҫеҫ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр пӗртте Полина «урине хӗсекен пушмак» пулмарӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тӑватӑ ҫул хушши сенкер шуҫӑмран ҫӗкленекен ирхи йӑлтӑр хӗвел ҫутинче, ҫурхи лӗп ҫилпе вӗл-вӗл вӗлкӗшрӗ, ӳсӗмлӗнех юртрӗ вӑл…

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫапла пуҫланчӗ вӗсен, студентсен, пӗтӗмӗшле «пӗр-пӗрне килӗшӳллӗ гайкӑпа болтӑн», пӗрин чӗрин таппи тепринне ӳксе, кулатакан кӑвӑлти мӑшӑр кӑвакарчӑнсемле, йӗппе ҫипле, янкӑр тӳпе пек таса юратуллӑ, шурӑ ӑмсануллӑ пурнӑҫӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сывӑ пул, чун-чӗре тӑлли!

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сывӑ пул, «хулкан»!

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗр чӗлхе тупса пӗр-пӗрин чун калинккисене яриех уҫса ярсан, пӗр-пӗринпе ӗмӗрлӗхех пӗр сӳнми юратӑва тӗвӗлӗнме сӑмах татсан, пӗтӗм ҫӗр чӑмӑрне ыталаса илсе чуп тума та хатӗрччӗ вӗсем, пуласлӑхӑн асамлӑ тӗнчинелле ҫутӑлса, ҫунатланса, ҫумма-ҫумӑн, алла-аллӑн тытӑнса «асамат кӗперӗ айӗпе утаканскерсем»…

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Кукамай» ӑшши ҫупӑрланӑ куҫ тулли тавралӑх та савӑнӑҫ тӗтри витӗр вӗсене юмахри сарӑ кун ҫӗршывӗ пек туйӑнчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Паллах, ку иртнинчи юрату сукмакӗ ҫинчи «тумхах» хӗрпе каччӑ кӑмӑлне «ҫурхи вӑйӑри чуччу ярӑнтараймарӗ», анчах ӑна, кӑмӑла, шартах хуҫса та пӑрахаймарӗ, вӑш-вӑш вӑшлаттарса вӗрекен ҫилӗ те вӗсене сивӗтеймерӗ, анӑҫра анакан хӗрлӗ шан пек ӑшӑ хӗвел те халӗ ылтӑннӑн-кӗмӗллӗн йӑлтӑртатакан, вӗсен пӗрлехи пуласлӑх ҫулне яр ҫуттӑн ҫутатакан ырӑ паллӑ пек курӑнчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫапла ҫав ҫыру йӗрсӗр-мӗнсӗр ҫухалнӑ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Адресне е адресантне шыраса тупса ҫырӑва ун патне яма вара никам та, ҫав шутра почтӑра ӗҫлекенсем те, тим хурман курӑнать.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр ҫырӑва Ч. ялне янӑ пулнӑ, анчах ҫав тӗле Полина ӗнтӗ ку ялта мар, А. ялӗнче пурӑннӑ, мӗншӗн тесен ашшӗне каллех шкул директорӗ пулса ӗҫлеме урӑх яла — А. ялне — куҫарнӑ пулнӑ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed