New
— Ним хатӗрленмесӗр ирттерни усӑллах мар.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
— Чӑнах та, пухӑвне ыран каҫ ирттерӗпӗр эппин, — сасӑ пачӗ Энтри.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ку вӑл ҫамрӑк халӑх ӑна ӑнланса, ун майлӑ ҫаврӑннине пӗлтерчӗ.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Валерий хуллен пуҫне сулса илсен, клубра самантлӑха шӑна вӗҫни илтӗнмелӗхех шӑпланчӗ.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
— Оксанӑна пӗлетӗн-и?
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
— Ҫӗнушкӑнсене-атайсене ҫитсе курнӑ-и эс?
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Кӗҫех хӑшӗсем унран ыйтма тапратрӗҫ:
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Унсӑрӑн сана ӑҫтан-ха пулӑшма пултарччӑр?
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Авӑ, лайӑхрах тӑнла, хӑшӗсем санран тем ыйтасшӑн, куншӑн эс пӗртте ан кӳрен: эс мӗншӗн аплах улшӑннине вӗсен пӗлес килетех ӗнтӗ.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Кун пек чухне хӑйсен мӗн тумаллине пӗлмеҫҫӗ кӑна.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Пӗри те тепри сана ыр сунса лайӑх тӑвасшӑн.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Кур-ха, пӗрин хыҫҫӑн тепри сан кӑмӑлу Оксана ячӗпе ҫыхӑннине тавҫӑрма тытӑнчӗ ак.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Эсӗ ху та, Валерий, кунти ҫамрӑксене ӑшра ан тирке!
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Тепӗр хут ыйтатпӑр: ӑнлансамӑр ӑна, вӑрманкассем!
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Пуху вӑл пӗрре уҫӑлсан вӑрӑма каясси паллӑ: ҫамрӑксен чунра капланса тулнине йӑлтах уҫса парас килет ӗнтӗ, анчах та Оксанӑна ҫӑлас чухне пирӗн Валерий Пантиков пухура ларма пултараймастех.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫул ҫинче те, тен, «Валерий тӗл пултӑрах, Валерий хирӗҫ килтӗрех!» — тесе пырать-ха?
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Шӑпах ҫак вӑхӑтра, тен, Ҫирки тыткӑнӗнче Оксана: «Ӑҫта эсӗ, Валерий?!» — тесе кӑшкӑрать-ха?
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Пантиков ним чӗнме те пултараймарӗ, шухӑшӗсем пӗри тепринчен начартарах.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
— Ҫамрӑксем хӑйсемех пухушӑн! — Мӗн иккӗленмелли пур, Валерий, часрах пуху уҫ!
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
— Аван! — кӑмӑллӑн пӑшӑлтатрӗ вӑл.