Corpus of the Chuvash language

New

Кӗҫех унта, сӗтел ҫинче, пӳрт анлӑшне тӑван ен шӑршине сарса ӑшӑ, паш хӑпарса пиҫнӗ ҫӗнӗ ҫӑкӑр та, сив апат-ҫырткаламаллисем те, тин ҫеҫ вӗри кӑмакаран кӑларнӑ ашпа ҫӗрулминчен пӗҫернӗ кукӑль та, вӗри яшка чашӑкӗ те, чӑп тулли тултарнӑ килте вӗретнӗ сӑра кӑкшӑмӗ те («ҫутти-симӗсси», «йӳҫҫи-хӑватли» таврашӗ ку хутӗнче юри «вӑхӑтлӑ» пулмарӗ) хӑйсен вырӑнӗсене йышӑнчӗҫ.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Павӑл сумкӑран сӗтел ҫине кучченеҫсем (шурӑ ҫӑкӑр, тӗтӗмпе ӗнтнӗ кӑлпасси, печени) кӑларса хучӗ, амӑшӗ, чӑланалла йӑпӑр-йӑпӑр кускаласа, сӗтел янтӑлама пуҫӑнчӗ.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Карчӑк хӑйӗн тӗпренчӗкне, хӑйӗн чи ҫывӑх ҫыннине чун-чӗрен пӗтӗм ӑшшипе, сӑвапӗпе кӗтсе илме хатӗрленни куҫкӗретех курӑнать.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Кусарпах хырман-ши, шӑланпах сӑтӑрман-ши ӑна?

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Тап-таса ҫуса тасатнӑ урайӗ хутнӑ кӑмакаран халӗ ҫеҫ кӑларнӑ сарӑ чӑкӑта аса илтерет.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Алӑк патӗнче — кровать, тӳшекне шурӑ чечеклӗ симӗс пӗркенчӗкпе витнӗ, унӑн пӗр вӗҫне шурӑ чӗнтӗрпе витнӗ симӗс минтер хунӑ.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Сӗтел айӗнче, кӗтесре, ҫӗвӗ ҫӗлемелли машина ларать.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Чӑлан стени ҫумӗнче сӑнӳкерчӗксен тӑпӑл-тӑпӑл харши ҫакӑнса тӑрать: ҫак ҫуртра Турӑ пӳрнӗ кун-ҫула пурӑнса ирттерсе тӑрланӑ е халӗ те пурнӑҫ урапине мекеҫленсе кустаракан пӳртӗшӗн, тӑван-пӗлӗшсен сӑнӳкерчӗкӗсене вырнаҫтарнӑ пулӗ ӗнтӗ унта.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Малти стена ҫумӗнче, урамалла пӑхакан чӳречесем хушшинче, тикӗссӗн так-так-так таклаттарса, тукмаклӑ сехет вӗҫӗ-хӗррисӗр вӑхӑт тӑршшине виҫет.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ун ҫине ҫаврака ҫӑкӑр хунӑ, ҫӑкӑрне чӗнтӗрлӗ таса шурӑ алшӑлипе витнӗ.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Тен, ҫулӗсен шучӗпе вӑл хуҫинчен те аслӑрах пулӗ, кам пӗлет.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Турӑш кӗтессинче шерепеллӗ, шурӑ чечеклӗ кӑвак виткӗчӗ витнӗ сӗтел ларать.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Виҫӗ чӳречине те якӑр ҫуса тасатнӑ.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Пӳрт ӑш-чикӗ таса та тирпейлӗ.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Кӑсӑруклӑ пӑлтӑрта, карчӑкран тӗслӗх илсе, хӗрпе каччӑ та пушмакӗсене хыврӗҫ.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

— Унтан васкавлӑн: — Атьӑр, пӳрте кӗрӗпӗр, — терӗ те, ҫаврӑнса, пӑлтӑр патнелле йӑпӑшлатрӗ, унтан ун картлашкисемпе кӑчӑртаткаласа хӑштик-хӑштик хӑпарчӗ те тӗнкӗл-тӗнкӗл пӳртелле хыпаланчӗ.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Карчӑк именсе пуҫне пӗкрӗ.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Эх тата… —

Ма чӑрмантӑр…

— Кирлӗ марччӗ ара.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Страницăсем:

Menu

Statistics

...more detailed