Corpus of the Chuvash language

New

Оксанӑна хӑйне те эрех сӗнсен, — тата кам? — тулли стакан сӗннӗ май «халь хӗрсем те куна тиркемеҫҫӗ — эс те хӑнӑх» тенине илтсен, Оксанӑн сӗтеле пӗтӗм хӑни-качки кутӑн ҫавӑрса лартас килчӗ.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Атту мамакӑн апат лартса пар та — вӗсем ӗҫнине тип ҫӑварпа пӑхса лар…

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Юрать-ха, шухӑшларӗ хӗр, куна чухларӗҫ хуть.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

«Хӑнасем» калаҫкаларӗҫ, эрех ӗҫрӗҫ, мамаккӑшне те сиктерсе хӑвармарӗҫ.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Апи ҫавӑнта кайсах вилӗм тупрӗ вӗт — унта кайман-тӑк, халь те чиперех пурӑнмаллаччӗ.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ну ҫыннисем те Вӑрманкасӑн!

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Мамак апат антарса пани сахал — манӑн та вӗсен умӗнче тапӑртатса тӑмалла теҫҫӗ-ши?

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Вӑл-ку юрӗ тейӗпӗр, эпӗ ку ҫынсене мӗн тума кирлӗ пултӑм-ши ӗнтӗ?

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Вара ку тӑм пуҫӗ хӗпӗртесех килӗшнӗ.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Атя Ухвинасем патне — вӗсен саккускӑ пур тенӗ ӗнтӗ ку Усалӗ.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ара, ҫапласкере ӑслӑ-пуҫлӑ ҫын киле кӗртместех!

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Пирӗн патра ӗҫмесӗр урӑх вырӑн тупайман ӗнтӗ, шеремет!

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ай-уй, кушелӗнчен эрех те кӑларать-няк!

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Чӗннӗ хӑна тейӗн ҫав.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Пӑх-халӗ, пирӗн патра ним пулман пекех ларать!

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Пӑх-хале, Усал Макҫӑмпа ерсе килех килчӗ вӗт!

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Иртнӗ ҫура хӑй мӗнле ашкӑнма тӑнине манса каймаллах тӑм пуҫ-ши вара ку ҫын?

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Йӗркине пӗлсен, вӑл этемех пулсан, унӑн Оксана куҫӗ тӗлне лекме те вӑтанмалла пек-ҫке, хӗре курнипех пичӗ пиҫмелле пек.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ҫиркийӗ хӑй пуҫне тепре шӑтарттарма чӗнсе ярать пулинех.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Камсем вӗсем — вӗсем тенисем?

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed