Corpus of the Chuvash language

New

Хӑш-пӗр хулли, яштакан ӳссе «пӗве кӗрсе», чӑнах та, спорт вӑййисенче усӑ куракан вӑрӑм шӑччах аса илтеретчӗ.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Тепӗр ик-виҫ ҫултан ҫав хунав, кӗттӗн ӳссе, самаях сарӑлса вӑй илчӗ.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Шыҫмак вулӑллӑ тӗпри ҫӗмӗрт (кервенни, лӑпсӑркки) ватӑлса хӑра пуҫласан, атте ӑна вутта касрӗ, анчах йывӑҫ хӑй хыҫҫӑн чылаях ҫӑра, тӗреклӗ хунав ярса хӑварма ӗлкӗрнӗ.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Сӑлтавӗ ҫавӑн пек.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Мӗншӗн-ха пирӗн ҫӗмӗрт кӗтти ача-пӑчана «тарзанла» выляма Индири джунгли пекех илӗртнӗ?

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

— Юрӗ эппин, уроксем хыҫҫӑн пырӑр.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Эпӗ, юлташӑмсен кӗтмен-туман, чӑрсӑр шухӑш-ӗмӗтне урлӑ та пирлӗ виҫкелесе, пӗр супка ҫӑварӑма шыв сыпса утрӑм (килтисем мӗн калӗҫ-ши кун пирки?), вара вӗсен кӑмӑлне шартах хуҫас мар тесе, хуравласа кӗскен пӗр-ик сӑмах тавӑрса хутӑм:

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Чӑнах! — кӗтмен ҫӗртен хаклӑ япала тупнӑ пек ҫунатланса, такӑлтаса илчӗҫ ытти юлташӑмсем те: кӗре сӑн-питлӗ лутра Микишпа ҫутам, шӗвӗр сӑмсаллӑ Улатимӗр.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

— Ваҫук, сирӗн анкартинчи ҫӗмӗрт кӗттинче Тарзан пек вӗҫме-ярӑнма питех те меллӗ, атьӑр-ха ыран выляма сирӗн пата пухӑнар, — шӑлне йӗре-йӗре, йӑм-хура чее куҫӗпе мана «куҫ пӑвса» тилмӗрсе, йӑкӑшт кӑна ӑс-пуҫӑма шӑвӑнса кӗрсе кайрӗ Якур, пирӗнтен чи асли, тӗксӗм, ҫавра, сартут питлӗскер.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Пире, арҫын ачасене, уйрӑмах атлет пек тӗреклӗ, пиҫӗ кӗлеткеллӗ Тарзан (ҫулсен шучӗпе хӑй, ҫӗмӗрӗлсе ӳснӗскер, вуннӑра кӑна пулнӑ-ха) джунглире йывӑҫ ҫинчен йывӑҫ ҫине ҫӑмӑллӑн яр! та вашш! ярӑнса-вӑйкӑнса «вӗҫсе» ҫӳрени тыткӑнланӑччӗ.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Пӗррехинче, каҫхине, эпир, юлташ-тантӑшсем, ялти клубра «Тарзан» кинофильм курнӑ хыҫҫӑн, курни-илтнине шавлӑн шӗкӗлчелекелесе, сӳткелесе-явкаласа, киле тӗркӗнсе-тӗркӗшсе таврӑнаттӑмӑр.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Кӗр мӑнтӑрӗ те пӗтӗмӗшле алла кӗнӗччӗ ӗнтӗ.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Таврара сарӑ, сапӑр кӗр саркаланса хуҫаланатчӗ, тӑпӑртатса ташлатчӗ, хӑйӗн кӗске ӗмӗрне шеллесе, куҫҫульленкелесе те илетчӗ.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ас тӑватӑп, эпӗ ун чухне улттӑмӗш класра вӗренеттӗм.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Эдгар Берроузӑн «Тарзан» романне тӗпе хурса ҫав ятпах ӳкернӗ нумай сериллӗ кинофильма курман ҫын ҫӗр ҫинче питех те сахал пулӗ.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Вӗсен «умвылявӗ» вара ҫапларах пулчӗ.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ҫапла, ҫапла…

Ара, эпӗ атте сӑмахӗсене аса илсе чӗлхе ҫине тавӑратӑп мар-и?

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ку сулмаклӑ сӑмахсем ытла та ҫывӑх, вӗсене таҫта пӗрре илтнӗ пек туйӑнчӗҫ мана.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

«Выляма та ӑс кирлӗ»…

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Страницăсем:

Menu

Statistics

...more detailed