New
Хыҫҫӑн, чун хавалӗпе авӑрланса, пит-куҫӗнче ӑшӑ, чипер кулӑ ташлаттарса, ватӑ хур ами пек хӑйне унтан-кунтан якаткаласа, юсанкаларӗ, тем тата хик! хиклетсе те илчӗ, вара пӑрҫа авриленсе, мамӑк тӗкленсе, вырӑс хапхапа урама кусса — ҫӑмхаланса тухрӗ.
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
Улькка аппа халӗ хӑй те хӑй мар — ӑна самантрах темле паламалла мар ӑнӑҫлӑ куҫпӑван савӑнӑҫӗ хупласа хучӗ, вӑл, чун-чӗри ҫунаттисене сарлакан сарса ярса, сассӑр юрласа та ташласа, карҫынккине хӑпӑл-хапӑл алла илчӗ те чӗрӗ курӑк хушшинчи шӑрчӑк пек тринк-тринк-тринк сикме те хатӗрскер, кӗлетрен юхса тухрӗ, кӗлетне самаях мӑнттай ҫӑрапа чӑнкӑр-чӑнкӑр питӗрсе илчӗ.
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
Анчах… кӗленче тутине юриех ҫара хӑварчӗ.
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
«Акӑ вӑл мана ҫӑлакан!» — куҫне шӑши йӗрлекен кушакла ҫивӗчлетсе, кӗленчене чӑпӑрт! чӑпӑрт! чӑпӑрт! чуп туса илчӗ карчӑк, вара ӑна ватӑ хӑваран ҫыхнӑ карҫынккана хучӗ те шурӑ роза чечеклӗ хура тутӑрпа витрӗ.
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
Карчӑк васкасах кил хушшине таврӑнчӗ, кӗлете кӗчӗ, таса кӗпе-йӗм упранакан кӳмеркеллӗ арча тӗпӗнче выртакан пӗртен-пӗр «ҫут пуҫлине», хӑна-вӗрле килес-тӑвас пулсан сых ятне илсе хунӑскерне, йӑпӑр-япӑр туртса кӑларчӗ.
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
Пӑтранчӑк шывра вара ылтӑн пулӑ та тытаҫҫӗ, теҫҫӗ…»
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
Хӑйне евӗр «пӑтранчӑк шыв» вӗт ку!
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
«Тӑхта-ха, тӑхта, — сасартӑк кӗтмен-туман ҫӗртен тӗвӗленсе чӑмӑртаннӑ темӗнле вӑрттӑн шухӑшпа теветкелленсе, ӑшӗнче юмахри Патрикеевна пек ихӗлтете-ихӗлтете, пит-куҫӗнчен ҫиҫӗнсе илчӗ ватӑ ҫын. — Ку ӳкнӗ мая пархатара ҫавӑрмалла мар-ши?
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
Нумайӑшӗ ҫакна Шупашкарти эрех тӑвакан завода унӑн Мускавран килсе «прихватизациленӗ» ҫӗнӗ хуҫи юсав ӗҫӗсем пуҫарас, кивӗ оборудование ҫӗннипе улӑштарас тӗллевпе хупнипе сӑлтавларӗ.
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
Эрех тусӗсемшӗн ку ӑнсӑрт япала тыр-пула унӑн пиҫмелли тапхӑрӗнче шӑрӑх персе хӑварнӑ пекех пулчӗ.
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
Анчах юлашки кунсенче ял лавкки сентрисем ҫинчи эрех кӗленчисене ҫӗр хӑпӑл-хапӑл ҫӑтса ячӗ тейӗн: ҫак симӗс шӗвеке тӑвакансем ун «кранне пӗр тумлам та тумлайми таччӑн, шатӑрт-шатӑрт хупса лартнӑ» иккен.
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
«Симӗс ҫӗлен» сӑхнӑ куштана инкек-синкекӗ те хӑй серепине ҫаклатасшӑн кашни сакӑлтара, кашни тунката хыҫӗнчех сыхласа тӑрать.
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
Анчах эрех ушахне путнӑ ҫыннӑн ӗҫӗ ӑнни, кӑлтӑр-кӑлтӑр кусни, ӳсӗмлӗн юртни курӑнсах каймасть ҫав.
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
Перестройка тапхӑрӗнчи пек паспортпа талон та кӑтартма кирлӗ мар.
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
Ав, ӑна лавккана кашни кун лавӗ-лавӗпе тиесе килеҫҫӗ.
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
Эрехне тупма пулӗ-ха.
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
Пысӑкрах ӗҫ тӗплес пулсан хунтри-мунтри кӗтӗвӗсӗр май та килмест.
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
Темле шӳтре те вара пӗр пай чӑнлӑх пурах теҫҫӗ.
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
Кирек епле вак-тӗвек ӗҫшӗн йӑлӑнсан та «ҫӗр грамм пулать-и» тесе шӳтлеҫҫӗ.
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
Ялта ӗҫе юратса, пӗлсе, ҫыпӑҫуллӑ, шӑратса тӑвакан арҫын сахал мар-ха, анчах вӗсене пурне те пӗр тикӗтпе сӗрсе тухнӑ тейӗн: кашниех «симӗс шӗвекшӗн» вутта та, вакка та сикме хатӗр (халӑха «симӗс ҫӗлен наркӑмӑшӗнчен» пистерес тесе, «типӗ саккун» та йышӑнса пӑхрӗҫ чи ҫӳлтисем, анчах ӑна вӑйа кӗртеймерӗҫ: ама вута пӗр витре шыв лашт! сапсах сӳнтереймӗн ҫав).