New
Калӑпӑр, Энтри урӑх ялта пурӑнтӑр — унашкал ӑстӑнлӑ, хӑюллӑ та тӳрӗ чунлӑскере яриех ҫул уҫса парӗччӗҫ, мӗншӗн тесен урӑх ҫӗрте Айхалинсемпе Туя Петӗрӗсем ҫук.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫук, ку вӑл — ырӑ мар ӑнсӑртлӑх кӑна, кун пекки ҫак колхозра, ҫак ялта ҫеҫ ӗнтӗ.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Анчах та купӑс каласа юрлакан Энтри кӑмӑлӗ?..
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Тӑван парти ҫитменлӗхсене уҫҫӑн кӑтартрӗ, халӗ ҫав ҫитменлӗхсене пӗтерессишӗн халӑха ҫӗклерӗ; ӗлӗкхи вӑхӑт мар халь — пысӑк плансен, чуна савӑнтаракан тӗллев-ӗмӗтсен вӑхӑчӗ…
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫак ҫынна та вырӑна хурса хакламанни, хӗсни-кӳрентерни — ытла та ӗненмелле мар пек.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Пантиков умне Энтри тата тепӗр енӗпе тухса тӑчӗ: тунсӑхлӑ, пысӑк шанӑҫлӑ чун-чӗрепе, ӗмӗтпе, инкекпе, ирӗке талпӑнакан туйӑмпа…
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Энтри тенкел ҫинчи купӑса алла илчӗ, пӳрнисемпе кӗвӗ тӳмисем тӑрӑх чупса тухрӗ, унтан тунсӑхлӑрах кӗвӗ калаҫа юрларӗ: То ли ветер ветку клонит, То ли дуоравушка шумит? То ли мое сердечко стонет, Как осенннй лист дрожит…
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫук, капитан юлташ, тетӗп хирӗҫ, паянах пурӑнасшӑн-ха эпӗ, мана паянхи кунах ҫырлахтарать, путсӗр-йӗксӗксене хӗссе лартатпӑр акӑ, пуҫлӑхсене йӑпӑлтатса юраса пӑсакансене куҫран каласах намӑслантарма пуҫлатпӑр…
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫынни ӑслӑскер, чӗнсе илмессерен пӗремӗкпе чей ӗҫтерет, ҫавах хушӑран кӑшт тӑрӑхласа та илет.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Сирен, Андрей Михайлович, кӑшт каярах — ну, вунпилӗк-ҫирӗм ҫул каярах хӑть ҫуралмалла пулнӑ тет.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Сире валли вӑхӑчӗ пиҫсе ҫитеймен тет.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Пӗлетӗн-и, Гаврилов капитан мӗн калать?
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Эх, ма самани урӑхларах мар-ши?
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ӳлӗм пӗлсе тӑр…
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Кама Айхалинсем тыттарса яраҫҫӗ — ҫавӑ калаҫма та пултарать, ҫавна пур енчен те шанма юрать.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
— Ахальтен Сӑрҫи тӗрмине лекетӗп-им?
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
— Эс калаҫма пултаратӑн-ҫке, — терӗ Валерий, Энтрие ку ӗҫе тума хавхалантарас тесе.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Юрӗ, Энтри кайса килнипех йӑлт уҫӑмланӗ.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫук, вӑл тепӗр куннех хыпӑнса-васкаса ҫитнине Ольон та ырламӗ.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Унпа пӗрлех Ольонсем патне кайса килсен?