Corpus of the Chuvash language

New

— Ялти пур арҫынсене те суйласа тухрӗҫ пек туйӑнать.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Манӑн тӑхлачӑсем сӳпӗлтете-сӳпӗлтете халтан кайрӗҫ пулас, — лӑпкӑн кулса илчӗ Ваҫиле пӗррехинче, ҫыпӑҫакан шава пӗтӗмлетес вырӑнне.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Айӑпли тунманнине, ҫав вӑхӑтрах килӗшменнине, вӑрҫӑшманнине, тарӑхманнине те кура хум, мӗнпур кӑсӑклӑха ҫухатса пачах пӗтрӗ, укӑлча хапхи хыҫне хӑйӑр айне анса путрӗ.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах та вилмелле хӑрушӑ ҫавраҫил те вӗҫсӗр пулмасть, ҫак пылчӑклӑ элек те ялӑн тусанлӑ урамӗсем тӑрӑх тӑраниччен ҫаврӑнса ҫӳрерӗ те вӑйсӑрланса чакса ларчӗ.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле парти членӗ мар вӗт.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Мӗн тума чӗнтернӗ-ха?

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Парторг салтак арӑмне ҫурҫӗр тӗлӗнче хӑй патне чӗнтернӗ текен сӑмаха ҫуратаҫҫӗ.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Юлашкинчен черет фронтран пӗҫ хушшинчи грыжӑна пула хӑтӑлса юлнӑ чӑлах Малюҫ патне ҫитрӗ.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Колхоз пуҫӗ салтак арӑмне упӑшкине Суслонгера хӑварни ҫинчен вӑрттӑн каласа панӑ самант ӗнтӗ ку.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫакӑн ҫинчен эпир сире маларахри сыпӑксенче каласа панӑччӗ.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Техничка Егор Силыч дояркӑпа пӑшӑлтатса тӑнине курнӑ иккен.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Эрнерен суя сӑмах тата вӑйлӑрах сарӑлчӗ — колхоз председателӗ Подоприхин ҫине куҫрӗ.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Килнӗ пулсан тӗтӗм ҫулӑмсӑр пулмасть ӗнтӗ.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл пулмасан та шутласа кӑларакансене хӑйсем ҫапла курас тесе шутлани те ҫитӗччӗ.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кураканни те пӗртен-пӗр ҫын — хуралҫӑ Ҫитӑр мучи анчах.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӑна ҫӗрле выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекенсен пӳлӗмӗнче Ваҫиле дежурствӑра пулнӑ чухне курнӑ имӗш.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чи малтан шанманлӑх ялта пурте курайман ҫын Кабаргас ҫине ӳкрӗ.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫылӑхӑн вак-тӗвек енӗсене нимӗн хӑвармасӑр каласа паракансем те тупӑнчӗҫ.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫылӑхра пӗтӗленни ҫинчен ҫине тӑрса шухӑшласа тупнӑ аташу вӑй хушма пуҫларӗ.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Элек нумай вӑхӑт ирхи тӗтре пек сирӗлмерӗ, ҫӑра тӗтӗм евӗр яла хупларӗ.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed