New
Хӑйӗн шухӑшӗпе хавасланса кайнӑ Варвари хӑраса ҫуйхашакан чӗпӗсене хурчка пек тытса саппунӗ ҫине тултарма пуҫларӗ.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Чӑнах, чӗпписене паллӑ туман, кам сисӗ?..»
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
— Вара ҫав пулас инкекрен те хӑтӑлса юлӑп.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
«Тен, пӗрер-икшер чӗппине илсе хам пата куҫарас? — вӗлтлетсе иртрӗ унӑн пуҫӗнче шухӑш.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Хӗрарӑм чӑтаймасӑр клетка алӑкне уҫсах чӗпӗсене тыта-тыта пӑхрӗ.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Вӗсем Варвари чӗпписем пек кӑмӑлсӑр хӑйӑлти сасӑпа шиплетмеҫҫӗ, лӑпкӑн кӑна валашкари апата сӑхаҫҫӗ те сӑмсисемпе пӗсехисене тӑрӑшсах тасатаҫҫӗ.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ленӑн чӗпписенче те темӗнле мӑнкӑмӑллӑх палӑрса тӑрать.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Варвари аптӑранипе клетка айӗсене чӗркуҫҫи ҫине тӑрсах пӑхрӗ, анчах кӑлӑхах тирпейсӗрлӗх шырарӗ вӑл, унта та пӗр тусан таврашӗ ҫук.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Апат памалли савӑтсем те, хӗррипе танах тӑрӑ шыв тултарнӑ валашкасем те тап-таса.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Пур ҫӗрте те ӗҫе юратса туни сисӗнет.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Инке, хӗре тем пек тиркеме хӑтланчӗ пулин те, ӑна хурлама сӑлтав тупаймарӗ.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Тап-тап утса пыраканскер, Лена чӗпписен клеткисем патне ҫитсен, хӑйӑрпах ҫуса тасатнӑ шап-шурӑ урайне пусма хӑяймасӑр пӗр хушӑ тӑпах чарӑнса тӑчӗ, унтан хӗрӗн ӗҫӗнче мӗнле те пулин кӑлтӑк шыраса тупас шутпа патваррӑн малалла таплаттарса кӗрсе кайрӗ.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Тарӑхнипе хӗремесленсе кайнӑ Варвари хӑй пӑхакан чӗпӗсем патӗнчен Лена ӗҫлекен участока пырса тухрӗ.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ӑҫтан килсе кӗчӗ пирӗн фермӑна ҫав путсӗр хӗр, амӑшӗ те усалччӗ те, ку вара унран та ирттерет, сӑмсине чиксе пӑхман шӑтӑк хӑвармасть вӗт.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Тьфу, шутласан пуҫ ҫаврӑнсах каять.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Лешсем тата, Тамарипе Зойки, ку мана вӗтелентернӗ чухне ун ҫине ӑшшӑн пӑхса тӑрӗҫ ӗнтӗ.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ют ҫын пуррине те пӑхса тӑмасть, председатель-и унта е зоотехник, уншӑн пурпӗрех.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ой, ой, вӑл, пӗрре калама пуҫласан, тӳрӗренех кастарать.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ы-ых, мӑн кӑмӑллӑ Таиҫ хӗрӗ ыран пӗтерет ӗнтӗ мана: «Мӗншӗн санӑн чӗппӳсем ҫурри ытла вилсе пӗтнӗ, мӗншӗн эсӗ ҫак ҫула ҫитсе те йӗркеллӗ ӗҫлеме вӗренейместӗн, мӗншӗн…» — теме пуҫлӗ акӑ.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Чӑн та, ӑш ҫунтармӑш, мӗнле хӑтӑлса юлас пулать ку инкекрен?