Corpus of the Chuvash language

New

Тӳрех калас пулать: историлле роман ытти романсен шайӗнчен пайталларах, мӗншӗн тесен историлле роман, хӑш геройсем ҫинчен ҫырсан та, халӑхӑн, классен, массӑсен, йышсен пурнӑҫне, ӗҫлӗхне, кӗрешӗвне кӑтартса парсан кӑна чӑн-чӑн пӗлтерӗшлӗ пулать, вӗсен сывлӑм шывӗпе кӑна тулли тӗш илет.

Help to translate

I // Иван Кузнецов. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 142–173 с.

Ыттинчен пуҫне, вӑл историре чӑн пулнӑ пурнӑҫа, сӑмах майӑн — чӑваш халӑхӗн историне, пусмӑртан хӑтӑлассишӗн кӗрешнӗ ҫул-йӗре, ҫав кӗрешӗвӗн тупсӑмне, меслечӗсене, урокӗсене кашни вулакан ӑнланмалла, ҫав хушӑрах тата тарӑннӑн, ӑса вӗрентмелле, чӗрене хӑпартмалла ҫивӗч те уҫанкӑ ҫутатса памалла.

Help to translate

I // Иван Кузнецов. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 142–173 с.

Вӑл питӗ кирлӗ.

Историлле роман пире кирлӗ-кирлӗ марри ҫинчен сӑмах вакласа тӑмалли ҫук.

Help to translate

I // Иван Кузнецов. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 142–173 с.

Кӗнекере ҫакӑн пек пуплевсем пурришӗн чӑн та ӗнтӗ кӳренетӗн, анчах авторӑн вӑй-хӑвачӗ, чун-чӗрене хумхатма пӗлекен пултарулӑхӗ пурпӗр ҫиеле тухать те, ҫав кӳренӳ, вӑл сӑлтавсӑр килсе тухман пулин те, сирӗлсе каять.

Help to translate

Хӑюлӑхпа паттӑрлӑх сӑввисем // Василий Алагер. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 129–141 с.

Сӑмахран: «Сӳ килчӗ, сӳ кайрӗ хӗрӳ», «Ҫӗршыв ҫул тавра тӑрса юлчӗ», «Ухӑ снаряд», «Эп вӑрттӑн итлеттӗм мана», «ракета кӑвак пӗлӗте ярӑмланчӗ», «Этем тӳсет-ҫке ним айӑпсӑр айӑп», «Ҫӗнтерӳ туйса, пилӗк салтать», «йывӑҫ йӑтса хӑлаҫлать шыв ӑшне», «вут-хӗм айӗн», «сӗм анӑҫ енне алӑсем чӑмӑртанчӗҫ», «ту ҫине куҫ ывӑтсассӑн» тенисем ӑнланмалла мар пуплевсем.

Help to translate

Хӑюлӑхпа паттӑрлӑх сӑввисем // Василий Алагер. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 129–141 с.

Урӑхларах каласан, поэт пур сӑввисене те ытлашши сӑмах «ҫӳп-ҫапӗнчен», тӗрӗс мар сӑмах ҫаврӑнӑшӗсемпе пуплевсенчен тасатсах ҫитерейменрен килеҫҫӗ пулӗ ҫак ҫитменлӗхсем?

Help to translate

Хӑюлӑхпа паттӑрлӑх сӑввисем // Василий Алагер. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 129–141 с.

Лайӑх, ӑнланмалла, уҫӑмлӑ вуланакан сӑвӑсемпе пӗрлех, ку сборникре ӑнланма та вулама йывӑртарах сӑвӑсем те тӗл пулкалаҫҫӗ.

Help to translate

Хӑюлӑхпа паттӑрлӑх сӑввисем // Василий Алагер. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 129–141 с.

Кӗнекен ырӑ, лайӑх енӗсене палӑртса хӑварнипе пӗрлех ҫитменлӗхӗсене те асӑрхаттарса хӑварас килет.

Help to translate

Хӑюлӑхпа паттӑрлӑх сӑввисем // Василий Алагер. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 129–141 с.

Ҫӗнтерӳҫӗ ҫинчен ҫырнӑ поэма тесе калас килет ӑна.

Help to translate

Хӑюлӑхпа паттӑрлӑх сӑввисем // Василий Алагер. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 129–141 с.

Пӗр пысӑк поэма пек, хаяр вӑрҫӑ вут-хӗмӗпе тӗтӗмӗ витӗр ҫӗнтерсе тухнӑ паттӑр совет салтакӗ ҫинчен хунӑ юрӑ пек янӑрать вӑл.

Help to translate

Хӑюлӑхпа паттӑрлӑх сӑввисем // Василий Алагер. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 129–141 с.

Ҫавӑнпах-и тен, вӗсене пӗр-пӗринчен уйӑрса вулас килмест, пӗтӗмӗшпе, йӗркерен вуласа пыратӑн та вӑрҫӑ ҫулӗсенчи событисем мӗнле аталанса пынине куратӑн.

Help to translate

Хӑюлӑхпа паттӑрлӑх сӑввисем // Василий Алагер. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 129–141 с.

Анчах юлашкинчен пирӗн ҫак шухӑша та каласа хӑварас килет: кӗнекене кӗнӗ сӑвӑсем пӗр-пӗринпе уйрӑлми ҫыхӑнса пыраҫҫӗ.

Help to translate

Хӑюлӑхпа паттӑрлӑх сӑввисем // Василий Алагер. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 129–141 с.

Вӑл сӑвӑсем чӑн пурнӑҫпа тачӑ ҫыхӑнса тӑни ҫинчен те, вӗсенче палӑртнӑ сисӗм-туйӑмсемпе шухӑш-ӗмӗтсем ҫинчен те чылай сӑмах вакларӑмӑр.

Help to translate

Хӑюлӑхпа паттӑрлӑх сӑввисем // Василий Алагер. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 129–141 с.

«Тӑватӑ ҫулталӑк» кӗнекене А. Алга поэтӑн ҫапӑҫу хирӗсенче, нӳрлӗ окопсемпе блиндажсенче ҫырнӑ нумай-нумай сӑввисем кӗнӗ, терӗмӗр.

Help to translate

Хӑюлӑхпа паттӑрлӑх сӑввисем // Василий Алагер. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 129–141 с.

Ахальтен мар ӗнтӗ вӑл халӑхӑн ячӗ те чаплӑ, мухтавлӑ, ахальтен мар ӑна пысӑк саспаллипе Ҫӗнтерӳҫӗ-халӑх теҫҫӗ.

Help to translate

Хӑюлӑхпа паттӑрлӑх сӑввисем // Василий Алагер. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 129–141 с.

Ҫавӑн пек ҫав вӗсем, поэт сӑнласа кӑтартнӑ ҫынсем, пирӗн самана ҫыннисем, ҫавӑн пек ҫав вӑл, поэт сӑнласа кӑтартнӑ халӑх!

Help to translate

Хӑюлӑхпа паттӑрлӑх сӑввисем // Василий Алагер. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 129–141 с.

Мӗн пек ырӑ та ӑшӑ кӑмӑллӑ тата ӑна кӗтсе илекеннисем, инҫетри тылра харпӑр хӑй ывӑлӗ, тӑванӗ, ҫывӑх тусӗ вӑрҫӑран ҫӗнтерӳпе таврӑнасса ӑшшӑн, тунсӑхласа кӗтсе пурӑннӑ совет ҫыннисем!

Help to translate

Хӑюлӑхпа паттӑрлӑх сӑввисем // Василий Алагер. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 129–141 с.

Мӗн пек ырӑ чунлӑ, ҫепӗҫ кӑмӑллӑ, таса юратуллӑ иккен вӑл хаяр Ҫӗнтерӳҫӗ!

Help to translate

Хӑюлӑхпа паттӑрлӑх сӑввисем // Василий Алагер. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 129–141 с.

Поэт пире, ку сӑвва вӑл хӑй ҫинчен ҫырнӑ пулин те, хӑйӗн сисӗм-туйӑмӗпе шухӑш-кӑмӑлӗ урлӑ Ҫӗнтерӳҫӗ-салтак чунӗн тарӑнлӑхне, унӑн ырӑлӑхне уҫса кӑтартать.

Help to translate

Хӑюлӑхпа паттӑрлӑх сӑввисем // Василий Алагер. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 129–141 с.

Страницăсем:

Menu

Statistics

...more detailed