Corpus of the Chuvash language

New

Вӑл правлени ҫурчӗ патне ҫитеспе машинӑпа трактор паркӗнчен симӗс кузов кӑкарнӑ хӗрлӗ «Беларусь» тухрӗ, кӑвак тӗтӗм пашлаттара-пашлаттара хапха умӗнче тенӗ пекех чарӑнчӗ.

Help to translate

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Герасим Федотович колхоз председателӗпе мӗнлерех калаҫмалли ҫинчен шухӑшласа Пурташалла уттарчӗ.

Help to translate

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Унпа калаҫасшӑн та пулмарӗ ҫавӑн чух Мамарланов.

Help to translate

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Халь те сигарет тивертсе ячӗ вӑл.

Help to translate

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хӑйӗн ача чухнехи юлташӗпе Шарпашра еплерех тӗл пулни ҫинчен аса илсенех Герасим Федотович вӗчӗрхенме, тарӑхма пуҫлать.

Help to translate

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Унта каясси Мамарланов пиркиех ҫак таранччен тӑсӑлчӗ.

Help to translate

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Тӑван ялӗнче иккӗмӗш эрне пурӑнать пулин те колхоз правленине Герасим Федотович пӗрре те ҫитсе курман.

Help to translate

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӗтлӗх патӗнчен Пурташа ҫур ҫухрӑм та ҫук: тракторсем кӗрлени, автомашинӑсем пиклетни уҫҫӑнах илтӗнет.

Help to translate

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫавӑнтах машинӑпа трактор паркӗ, гаражпа мастерской.

Help to translate

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Юхан шыв хӗрринелле анакан вӑрӑм урам пуҫӗнчи ҫӳллӗ вырӑнта колхоз правленийӗн кирпӗчрен тунӑ тӑрӑхла пысӑк ҫурчӗ кермен пек саркаланса ларать.

Help to translate

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Улмуҫҫисемпе йӑмрасем каярах юлса саралаҫҫӗ, ҫавӑнпа та ял симӗс тӗспе илӗртет.

Help to translate

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Урпаш юхан шывӗн сӗвек тӑвайккине вырнаҫнӑ Пурташ ал тупанӗ ҫинчи пекех курӑнать.

Help to translate

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Тӑван тавралӑх халь уйрӑмах капӑр, тӳлек кӗркунне ӑна ӑста художник пекех сӑрланӑ.

Help to translate

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Анчах вӗсен кашниннех кӑмӑла ҫӗклекен сӑпайлӑ илемӗ пур: ҫырмасем пӗвеллӗ, ялӗсем йывӑҫлӑ, вӑрман лаптӑкӗсемпе уйӗсем хӗвел ҫутиллӗ.

Help to translate

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Куҫа пӗр евӗрлӗх ывӑнтарать темелле: ҫырма-ҫатра, пӗчӗк ялсем, ӑнсӑртран сыхланса юлнӑ вӑрман лаптӑкӗсем, ҫулсемпе сукмаксем хӗресленнӗ ансӑр уйсем.

Help to translate

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Урпаш тӑрӑхӗ пӗрре пӑхма кичем пек.

Help to translate

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ӑна хӑй ҫуралса ӳснӗ тӑван тавралӑх сӑнӗсем пӑлхантарчӗҫ.

Help to translate

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӗтлӗх хӗрринче Герасим Федотович чарӑнса тӑчӗ, куҫне хӗвелтен аллипе хупласа унталла-кунталла пӑхкаларӗ.

Help to translate

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑл пысӑках мар вӗтлӗх урлӑ каҫать.

Help to translate

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Автанкассинчен Пурташа тӳррӗн ҫӳреме сукмак пур.

Help to translate

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed