Corpus of the Chuvash language

New

…Финал ҫывхарчӗ…

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Унӑн куҫӗсенчен час-часах куҫҫуль юха-юха анчӗ, вӑл ӑна шӑлмарӗ: ҫумра ларакансем сисесрен те хӑрамарӗ…

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

…Симфони юлашки пайӗсене Аня вӗҫне ҫитиех темӗнле хӑй те ӑнланмасӑр, йӑвашланса итлерӗ.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ӑна та музыка пӗтӗмпех ярса илет…

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Критиклеме кӑна ҫуралнӑ чӑркӑш критик вара, произведени йӗркеленӗвӗн кӑткӑслӑхӗнчен малтан питӗ хӑраса ларнӑскер, кайран ҫав кӑткӑслӑхра ансат та ӑнланмалла шухӑш пулнине сисет те хӑй критик иккенне те манса каять…

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Апла пулсан, вӑл ҫынсен туйӑмӗн, шухӑш-кӑмӑлӗн пуян улшӑнӑвӗсене тарӑннӑн та витӗмлӗн питӗ ӑста тытса пыма пултарнӑ.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Аньӑшӑн та, ыттисемшӗн те тӑршшӗпех пӗр япала питӗ лайӑх сисӗнчӗ: композитор ытла та вӗсене ҫывӑх туйӑмсемпе калаҫать.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ан тив ешертӗр ҫӗр пичӗ, ан тив, ешӗл вӑрман пурнӑҫ илемне кӳтӗр!..

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Вӑрманта каллех хӗвел йӑлтӑртатса пӑхать, кайӑксем чӗвӗлтетсе юрлаҫҫӗ, хитре хӗрсем, юрла-юрла, ҫӗнӗ вӑрмансем лартса ӳстереҫҫӗ.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Вӗри тунсӑхпа шухӑшлав теми, халӑх хурлӑхне (анчах вӑл хурлӑх чун-чӗре пархатарлӑхне ӳстернӗ) ытла та хумханмалла кӑтартаканскер, ерипен хыҫа юлать поэма вӑйлӑ та тапса тӑракан ритмсем ҫине куҫать Ҫак ритмсем итлекенсен чӗринче вӗҫӗ-хӗррисӗр пурӑнас килнин туйӑмне вӑратаҫҫӗ…

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Виолончель сасси юлашки хут чуна туртса ыраттарса илет, вара ерипен ҫӗнӗ ҫемӗ сисӗнме пуҫлать, ҫав ҫемӗ кӑшт тӑхтасан йӑлтах скрипкӑсен ҫунса, хӗмленсе тӑракан вӗри сассипе калама ҫук хӗрӳллӗ янӑра пуҫлать, вӑл хурлӑх курнӑ пӗччен ҫын туйӑмӗ урлӑ итлекенсен туйӑмне куҫать…

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Чӑнах та ӗнтӗ, мӗн кӑна курман-ши вырӑс вӑрманӗ хӑйӗн ӗмринче…

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Вунпилӗк ҫул кашлать сӗм вӑрман, тата ҫӗр ҫул пин ҫул та кашлӗ вӑл ҫапла, мӗншӗн тесен ӑна ҫавӑн пек шӑпа пӳрне: вӑл хисеплӗ хуралта, траурта тӑрать.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

«Эп лӑпкӑ ҫывӑратӑп, юлташсем, тавтапуҫах сире, анчах ваййа тухма ҫапах та аванрахчӗ!»

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Тӗттӗм вӑрман каллех илтет:

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Амӑшӗ пуҫне усса, сассӑр ӗсӗклесе, айккине пӑрӑнать те, вилтӑпри патне ял ҫамрӑкӗсем шӑппӑн пырса пуҫ таяҫҫӗ, ӑна тем тӗрлӗ чечекпе илемлетсе хӑвараҫҫӗ.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

«Анне, эп лӑпкӑ ҫывӑратӑп, анчах ҫут тӗнчере ҫапах та аванрахчӗ»!..

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ун хыҫҫӑн ҫирӗм ҫулти паттӑр йӗкӗт лӑпланать, ҫапах та шӑппӑн пӑшӑлтатать:

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

«Ҫывӑрах, ҫывӑрах, ывӑлӑм лӑпкӑ ыйхӑпа ҫывӑр», — тесе лӑплантарать вӑл ывӑлне.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Тӑпра тӗмескине амӑшӗ вӗри куҫҫулӗпе нӳрлетет.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed