Corpus of the Chuvash language

New

Ашшӗ-амӑшӗ ҫӗре кӗнӗ хыҫҫӑн тӑван ялне Таранов пуҫӗпех манчӗ темелле, юлашки хут унта вӑл тӑватӑ ҫул каялла кӑна пулнӑ.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тахҫан пулса иртни е урӑххи чӑрмантаратчӗ-и — калаҫу нихӑшӗнпе те питех ҫыхӑнмастчӗ, Инесса кирек хӑҫан та хӑйсен ачи-пӑчи пирки сӑмах пуҫаратчӗ: «Вӗсем ман — виҫҫӗ: икӗ ывӑл, пӗр хӗр», — тетчӗ…

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫав ҫулсенче Таранов ашшӗ-амӑшӗ патне ҫулталӑкра пӗр-иккӗ ҫитсе килетчӗ, ҫавна май вӑл Петр Васильевичпа та, Инессӑпа та пӗрре мар тӗл пулса калаҫнӑ.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Васильев инженер хӑйӗн ҫемйипе хуларан инҫетри яла пурӑнма куҫнӑ!» тесе радиопа телевизор та час-часах шавларӗҫ, хаҫатсенче те ҫырчӗҫ.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Унӑн ячӗ республикипех чапа тухнӑччӗ.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ара, пӗр ҫулхине Петӗр (ун чухне вӑл Петр Васильевиччӗ ӗнтӗ!) район центрӗнчи пурнӑҫ ҫине алӑ сулчӗ те ӗмӗрлӗхех тӑван ялне вырнаҫрӗ, колхозра тӗп инженер ӗҫне кӳлӗнчӗ.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Анчах пурӑна киле лару-тӑру улшӑнчӗ — Тарановӑн вӗсемпе пӗр сӗтел хушшинче те ларма тиврӗ.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫав вӑхӑтра Таранов вӗсене нихӑшне те тӗл пулман, тӗл пулма та тимлемен.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Район центрне, пысӑках мар хулана, ӗҫе вырнаҫрӗҫ: Петӗр — Сельхозтехника уйрӑмне, Инесса — библиотекӑна.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫапах та Инессӑпа Петӗр ӗмӗрлӗхех юлмарӗҫ унта — вунӑ ҫултан каялла таврӑнчӗҫ.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл экзамен тытса пӗтернӗ хыҫҫӑн ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче тӑван ялне ҫитрӗ те — ҫук иккен ҫамрӑк мӑшӑр: комсомол путевкипе инҫет Казахстана ҫерем уҫнӑ ҫӗре тухса кайнӑ, икӗ-виҫӗ уйӑхлӑха ҫеҫ мар, яланлӑхах темелле.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ун пек-кун пекки сиксе тухасран кӑлӑхах шикленнӗ-мӗн Таранов.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ара, Петӗрпе Таранов иккӗмӗш сыпӑкри тӑвансем-ҫке: ашшӗсем пӗр вартан.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Ах, урӑххипе пӗрлешмеллеччӗ унӑн пӗрех хут», — пӑшӑрханчӗ студент.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫӗртме уйӑхӗн варринче Шупашкара тӗлӗнмеллерех хыпар ҫитрӗ: Инесса Петӗре качча тухнӑ!

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл унтан яла килмесӗрех пурӑнмарӗ-ха — асран-тӗсрен ҫитсе ҫапӑнкаларӗ, анчах Инесса унран кашнинчех айккинелле пӑрӑнма тӑрӑшрӗ.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тепӗр кун хайхискер ир-ирех Шупашкара тухса шӑвӑнчӗ.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫук, нихҫан та!

Инесса чипер хӗр тесе карьерист ятне илтмелле-и Тарановӑн?

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Карьерист иккен вӑл, шельма».

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Menu

Statistics

...more detailed