Corpus of the Chuvash language

New

Анчах ҫенӗк алӑкне тутӑхма пуҫланӑ пысӑк ҫӑрапа питӗрнӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӳме урлӑ сик те каҫ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тайгари ҫынсенни пек питӗрӗнсе тӑмаҫҫӗ кунти хапхасем, картишсен тӑррисем те ҫук — тӳпе яртах уҫӑ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сантӑрккасен килне Ҫимун часах шыраса тупрӗ, вырӑсла хапхине уҫса, картишне кӗчӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Кашнинех хӑйӗн асапӗ пур халь, эп мӗне кирлӗ вӗсене?» — терӗ те Ҫимун, кукӑр-макӑр сукмакпа пӑркаланса, ялалла анса кайрӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Савӑнӑҫ мар, пысӑк хуйхӑ ӗҫлеттерет халь вӗсене — вӑрҫӑ…

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӗҫлет ял халӑхӗ.

Тусан мӑкӑрланни ик-виҫӗ тӗлте курӑнать.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Колхоз йӗтемӗ ӑҫтине ҫӳле ҫӗкленнӗ тусан пӗлӗчӗсенченех уйӑрса илмелле.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хутран-ситрен автан авӑткалани, пӑру макӑрни, хур-кӑвакал айхашни, анкартинчи молотилка, куҫа курӑнман пысӑк пӑван евӗр, сӑрӑлтатса кӗрлени илтӗнет.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унта-кунта ҫырмари мунчасенчен тӗтӗм йӑсӑрланать.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Халӗ вӗсем юлашки хут иртнӗ сарлака урамра ҫын сайра курӑнать.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тахҫан ӗлӗк хӑйсем, вунӑ лавпа тиенсе, юрласа, макӑрса, кӑшкӑрашса, такама ылханса Ҫӗпӗре кайнине аса илчӗ вӑл.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Фу-у, ырра мар ку, — мӑкӑртатрӗ Хура Ҫимун.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫан-ҫурӑм ҫӳҫенсе илчӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пуҫ тӑрринченех кӑранклатса ҫӑхан вӗҫсе иртрӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унта-кунта тӑрса юлнисем ҫеҫ, ни малалла, ни каялла чупма пӗлмен пек, ялалла пӑхса, тӗлӗнсе хытса кайнӑ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Халь акӑ ту ҫамкинчи хурӑнсем питӗ сайралнӑ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тулли уйӑх ҫутинче пурҫӑн чаршав витӗр курӑннӑ пек туйӑнакан ялалла янӑраса кайса, йӑмраллӑ тӑкӑрлӑксене кӗрсе, шарлак ҫӑлсемпе выляса, пӗвере пӗр-пӗринпе ӑмӑртса ахӑрашакан шапасене тӗлӗнтерсе, тӗттӗм ҫенӗкре ҫывӑраймасӑр выртакан ваттисен чӗрисене ҫунтарса, таҫта-таҫта ҫити юхса саланатчӗ илемлӗ ҫимӗк юрри, ҫамрӑклӑх кӗвви…

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӳл ту ҫинче, Ҫӳл ту ҫинче, Ҫӳл ту ҫинче шурӑ акӑш чӗппи пур…

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

Statistics

...more detailed