New
Ҫук, ун пек хӑтланни илемсӗр, усӑсӑр — иккӗмӗш сыпӑкри тӑванӗ хуларан таврӑнасса кунтах кӗтмелле-тӗр.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Мӗн тумалла-ха Тарановӑн халь — никампа тӗл пулмасӑр-калаҫмасӑрах каялла хулана тухса шӑвӑнмалла-ши?
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Анчах вӑл мӗншӗн паянах Шупашкара тухса вӗҫтернӗ-ха, кӗтмен хуйха-суйха пула анра сурӑхла пурӑнаканскер, телеграмма ҫинчен те маннӑ-ши?
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Кун пек чухне Петр Васильевич хулана телеграмма ҫаптарнинчен тӗлӗнме кирлех те мар.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Акӑ ӑҫта пулма пултарать паян илтнӗ суя халапӑн тупсӑмӗ!
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Вӑл вара, аптраса ӳкнӗскер, хӑйӗн хуйхи-суйхи пирки кӳршӗри Хӗвекле кинемипе канашласа пӑхма васканӑ-тӑр.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Унӑн ҫӑмӑлттайрах сӑмахне Петр Васильевич ӗненнӗ ӗнтӗ, ӗненме сӑлтав пур темелле.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Чим-ха, чим, хайхискер упӑшкипе урлӑ-пирлӗ калаҫнӑ чух ӑнсӑртран: «Микихвӗр мана халь те юратать, ҫавӑн пиркиех ӗнтӗ арӑмӗ пӑрахса кайнӑ хыҫҫӑн тепӗр хут авланмарӗ — ҫак тарана ҫитсе те пӗр-пӗччен пурӑнать, урӑххине шырамасть, вӑл манпа пӗрлешме нихҫан та хирӗҫ пулас ҫук, эп ҫавна витӗрех туятӑп», — тесе павраман-ши?
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Тӗллевӗ, кӑмӑл-туйӑмӗ мӗнлерех-ши ҫав хӗрарӑмӑн?
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Инесса Петр Васильевичран чӑннипех уйрӑлнӑ-тӑр, ахальтен мар темиҫе хутчен те телефонпа шӑнкӑравларӗ.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Унӑн пуҫӗнче ҫӗр те пин шухӑш аслатиллӗ ҫумӑр пӗлӗчӗ пекех пӑтрана-пӑтрана явӑнать.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Пахча ҫумӗнчи сак ҫинче Таранов пӗчченех ларса юлчӗ.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ывӑлӑм килте ҫук, колхоз ӗҫӗпе ҫӗр выртмаллах таҫта кайрӗ паян.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Сыснасем валли ҫӗрулми пӗҫеретӗп-ха лаҫра.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
— Ман санпа сӑмах яшки пӗҫерсе тӑма вӑхӑт хӗсӗк.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Хӗвекле кинеми аллинчи шӗшкӗ туйипе ҫиллессӗн юнарӗ те хура тарӑн калушне лӑкӑштаттарса кӳршӗри кил еннелле сӗнкӗлтетрӗ.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Сирӗн пеккисене ҫакӑ кирлӗ! —
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Эс мӗн хӑтланни ҫинчен Петр Ваҫҫилч мана хӑй каланӑ.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Элекпе, суяпа тусли тамӑкра хӗн курать, ҫавна пӗлетӗп.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Эп ку таранччен те суйса, элеклесе курман, ята яман — халь те суймастӑп.