Corpus of the Chuvash language

New

Лаш Таяпари акар йытӑсен питомникӗн ертӳҫине Леонид Князева пысӑк тав сӑмахӗ каласа хӑварас килет.

Help to translate

Пуласлӑх — ҫамрӑксенче // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%bf%d1%8 ... %87%d0%b5/

Территорине тирпей-илем кӗртес енӗпе ирттернӗ номинацинче эпир начар мар кӑтартупа палӑртӑмӑр — 18 командӑран 3-мӗш пултӑмӑр.

Help to translate

Пуласлӑх — ҫамрӑксенче // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%bf%d1%8 ... %87%d0%b5/

Пурте пӗр ҫын пек ӗҫлени ҫитӗнӳсем тума та пулӑшрӗ.

Help to translate

Пуласлӑх — ҫамрӑксенче // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%bf%d1%8 ... %87%d0%b5/

Кунта темиҫе тӗрлӗ лапам ӗҫленӗ май Елчӗксем те хӑйсене тӗрлӗ енлӗ кӑтартма пултарчӗҫ.

Help to translate

Пуласлӑх — ҫамрӑксенче // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%bf%d1%8 ... %87%d0%b5/

Унӑн тӗп тӗллевӗ — ялти ҫамрӑксене агроволонтерсен ӗҫне явӑҫтарасси, вӗсене тӗл пулма, ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явма хутшӑнма вырӑн йӗркелесси.

Help to translate

Пуласлӑх — ҫамрӑксенче // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%bf%d1%8 ... %87%d0%b5/

Ку проект «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин «Раҫҫей ялӗ» проекчӗ пулӑшнипе пурнӑҫланать.

Help to translate

Пуласлӑх — ҫамрӑксенче // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%bf%d1%8 ... %87%d0%b5/

Слета палатка лагерӗн формачӗпе йӗркеленӗ.

Help to translate

Пуласлӑх — ҫамрӑксенче // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%bf%d1%8 ... %87%d0%b5/

Йӗркелӳҫӗсем яшсемпе хӗрсем валли пуян программа хатӗрленӗ, уҫӑ калаҫусем, «ҫавра сӗтелсем», ӑсталӑх класӗсем, спартакиада, культура мероприятийӗсем ҫамрӑксене хӑйсен пултарулӑхне тӗрлӗ енлӗ кӑтартма, ыттисен опычӗпе паллашма май пачӗ.

Help to translate

Пуласлӑх — ҫамрӑксенче // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%bf%d1%8 ... %87%d0%b5/

Агрослет географийӗ ҫултан-ҫул анлӑланса, унта хутшӑнакансен йышӗ ӳссе пыни савӑнтарчӗ.

Help to translate

Пуласлӑх — ҫамрӑксенче // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%bf%d1%8 ... %87%d0%b5/

Вӗсен пысӑк пайӗ — 35 ҫула ҫитмен ҫамрӑксем.

Help to translate

Пуласлӑх — ҫамрӑксенче // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%bf%d1%8 ... %87%d0%b5/

Пысӑк пӗлтерӗшлӗ мероприятие округран та йышлӑн хутшӑнтӑмӑр.

Help to translate

Пуласлӑх — ҫамрӑксенче // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%bf%d1%8 ... %87%d0%b5/

Патшалӑхран ҫамрӑксене мӗнле пулӑшу тивет?

Help to translate

Пуласлӑх — ҫамрӑксенче // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%bf%d1%8 ... %87%d0%b5/

Яш-кӗрӗм валли ялта тӗпленсе пурӑнма мӗнле условисем туса памалла?

Help to translate

Пуласлӑх — ҫамрӑксенче // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%bf%d1%8 ... %87%d0%b5/

Ҫамрӑксем яла юлччӑр тесен мӗн тумалла?

Help to translate

Пуласлӑх — ҫамрӑксенче // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%bf%d1%8 ... %87%d0%b5/

Унта республикӑри тӗрлӗ кӗтесрен пухӑннӑ ял хуҫалӑхӗнче, вӗрентӳре, культурӑра, сывлӑх сыхлавӗнче, муниципалитет влаҫӗн тытӑмӗнче тӑрӑшакан ҫамрӑксем ЧР Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа, ЧР ял хуҫалӑх министрӗпе Сергей Артамоновпа куҫа-куҫӑн тӗл пулса тӗрлӗ ыйту хускатрӗҫ.

Help to translate

Пуласлӑх — ҫамрӑксенче // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%bf%d1%8 ... %87%d0%b5/

Агроволонтерсен «Ялта чи лайӑххисем» черетлӗ слечӗ кӑҫал Тӑвай тӑрӑхӗнчи «Упа кӗтесӗ» кану базинче иртрӗ.

Help to translate

Пуласлӑх — ҫамрӑксенче // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%bf%d1%8 ... %87%d0%b5/

…Иртнӗ кунсенче ҫӗр тухтӑрне, ӗҫ паттӑрне — Евлалия Васильевӑна халалланӑ мероприятисем Елчӗкри тӗп библиотекӑра, Аслӑ Пӑла Тимеш ял библиотекинче те пулса иртнӗ.

Help to translate

Евлалия Васильева агрономӑн пурнӑҫ уйӗ // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%b5%d0%b ... 83%d0%b9e/

Елчӗк ҫӗрӗ ҫинче ӗҫленӗ хисеплӗ Евлалия Васильева ҫинчен аса илнӗ май Елчӗк муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый хӑйне сӑмах панипе усӑ курса: «Пирӗн округри 3 ҫын Совет Союзӗн Геройӗ ята тивӗҫнӗ. 9 ҫын — Социализмла Ӗҫ Геройӗ. Вӗсенчен 8-шӗ Василий Зайцев ертсе пынӑ Совет Союзӗпе паллӑ «Победа» хуҫалӑхран. Вӗсем Елчӗк тӑрӑхӗн кун-ҫулӗн историйӗнче ӗмӗрлӗх уйрӑм страницӑра ҫырӑнса юлӗҫ», — тесе уйрӑммӑн палӑртни те ҫамрӑксене иртнине астуса тӑма, ӑрусем хушшинчи ҫыхӑнӑва ҫирӗплетме хистекен чӗнӳ пекех пулчӗ.

Help to translate

Евлалия Васильева агрономӑн пурнӑҫ уйӗ // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%b5%d0%b ... 83%d0%b9e/

Мӗншӗн тесен пысӑк залра пухӑннӑ ҫурри ытла ҫамрӑк — пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тухма хатӗрленекенсен умӗнче АПК ветеранӗсем, ытти яваплӑ должноҫсенчи ҫынсем тухса калаҫни питех те вырӑнлӑ пулнӑн туйӑнчӗ.

Help to translate

Евлалия Васильева агрономӑн пурнӑҫ уйӗ // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%b5%d0%b ... 83%d0%b9e/

Паллах, ҫамрӑксем те ҫакна ӑса хывасса шанмалӑх пур.

Help to translate

Евлалия Васильева агрономӑн пурнӑҫ уйӗ // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%b5%d0%b ... 83%d0%b9e/

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed