New
Ку вӑл Григориу Сидоркинпа пӗччен-иккӗн чух урлӑ-пирлӗ калаҫса илни ҫеҫ те пулмӗ, ӑна пурин умӗнче те хӑйӗн ӗҫӗпе — сӑмахпа мар, ӗҫӗпе — хирӗҫлени пулӗ.
XII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Килӗшмӗ ҫав, канашлура «шанатпӑр сана, Тихон Евдокимович, шанатпӑр», тесе Турунова мухтанӑ главнӑй инженера та килӗшмӗ.
XII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ӑна та, Сидоркина та килӗшмӗ.
XII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Мӑн кӑмӑллӑ бригадиршӑн ку вӑл уяр ҫанталӑкри аслати пекех пулмӗ-и?
XII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Анчах мӗн шутлӗ-ши Турунов?
XII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Апла-тӑк, вӑл хӑй епле шутланине сӑмахпа мар, ӗҫре кӑтартасшӑн: Туруновӑн «ҫаралнӑ» бригади столовӑйсене часах туса пӗтерес ҫукки ӑна пачах та иккӗлентермест, ҫавӑнпа вӑл ку ӗҫе Пруткин бригадине те явӑҫтарасшӑн.
XII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Канашлура Григориу столовӑйсем ҫитес уйӑх вӗҫӗнче хатӗр пулассипе пулаяс ҫукки ҫинчен хӑйӗн шухӑшне каламарӗ (ун пирки ыйтасса та ыйтмарӗҫ-ха та унран), ҫавӑн пекех вӑл Пруткин бригадине столовӑйсем тунӑ ҫӗре куҫарасси ҫинчен те шарламарӗ.
XII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Брянцев «ӑнӑҫу сунатӑп», тени ҫав шухӑша ырланиех пулчӗ те, ҫавӑнпа хӑпартланмасть-и Думитру?
XII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Темле шухӑш тытмарӗ-и Григориу?
XII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Чим-ха, чим, чӑнах та…
XII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Брянцева вӑл: «Ыран столовӑйсем тунӑ ҫӗре Пруткин бригадине те куҫаратӑп», — терӗ.
XII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ара, чим-ха.

Темшӗн вӗриленсе-ҫӗкленсе кайнӑ вӑл халь: ӑшталанчӑк ҫын пек васкаса утать, аллисене сулкаласа, хыпаланса калаҫать.
XII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
— Акӑ ку медсанчасть пулать, кунта вара ҫамрӑксем заводра ӗҫлеме професси илӗҫ, — савӑнӑҫлӑн кӑтартса, ӑнлантарса пырать Думитру.
XII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Кунталла килнӗ май ҫак сасӑсем хыҫа юлнӑччӗ те паҫӑр, халь мана тепӗр пысӑк стройкӑна ҫитсе кӗнӗ пекех туйӑнса кайрӗ.
XII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Бульдозерсемпе машинӑсем, сварка агрегачӗсем, коперсем кӗрлени, улани, тӳнклетни илтӗнсе тӑрать ҫыранра та айлӑмра.
XII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Тӑррине витсе ҫитернӗ ҫуртсем те пур унта, хальтерех ҫеҫ купалама тытӑннӑ ҫурт кӑшкарӗсемпе сентрен-сентрен каркассем те, котлован тӗпӗнчи сӑвай юписен катисем те пур.
XII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Килсе тӗрӗс турӑм, халиччен курманнине курса тӗлӗнтӗм: стройка васан леш еннелле ейӳ пек сарӑлса кайнӑ-мӗн.
XII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Кунталла килсе ҫӳременччӗ-ха эпӗ.
XII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Эпир, Григориупа иксӗмӗр, металл шӑратса ҫыпӑҫтаракан корпусӑн кӑнтӑр енне тухрӑмӑр, ҫур ҫухрӑм ытла тӑсӑлакан капмар ҫуртпа васан хушшинчи бетон ҫул тӑрӑх анаталла, мал еннелле, анса кайрӑмӑр.