New
Ачисем-и?
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Уйрӑлнӑ арӑмӗ-и?
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Пурнӑҫри кӳренӳсем-и?
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Мӗнех, арҫыншӑн халӗ пӗтӗм ҫут тӗнче те — уяври чечек пахчи, ҫӗр ҫинчи «ҫӑтмах»!
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Куҫӗ тӗтреленсе килчӗ, шыв кукрине тухса, йӳлекеленчӗ, пӳлӗмри япаласем пурте харӑсах хускалса кайрӗҫ; чӳречепе сӗтел, ытамлашса, ярӑна-ярӑна, ҫаврӑм хыҫҫӑн ҫаврӑм туса, вальс илтереҫҫӗ; пуканпа шкап та пӗр-пӗринпе тута туса, сас-чӳ кӑлармасӑр карусель ҫаврӑнаҫҫӗ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Шалта самантрах, шӑмма-шакка чусталантарса, пите юн тӑвӑнтарса, вӗри цунами хумӗ ӗрӗхсе ҫӗкленчӗ, ӑш-чикке йытӑ-кашкӑр ҫӑвӗ сӗрнӗ пек ҫемҫетсе, йӑштарса, пытанса пурӑннӑ туйӑмсене самант сӑнчӑртан вӗҫертсе ячӗ, ӑс-тӑна хупласа хучӗ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Малалли паллӑ ӗнтӗ: стакана хоп! ҫавӑрса хучӗ те киленӗҫлӗн эхлетсе илчӗ, унтан мӑйӑхне шӑлкаласа якатрӗ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Апла пулин те ҫак учреждени хуҫи, хӑйне хӑй ӗҫӗнче сӳс тӳсе сӳсленнисен, ҫӗр чавса чӑмланнисен, ҫӳп-ҫап пухса лаштанккаланнисен ретӗнче картса, шӑмми-шаккине шалтан «ӑшши парса» вӗрилетме, ленчетме, лӑш пама шутларӗ: кӗтесри тӑпӑл-тӑпӑл шкап патне тӑнкӑл-танкӑл пычӗ те алӑкӗсене уҫрӗ, ҫӳлти сентри ҫинчен «Спирт» тесе ҫырнӑ виҫ литр кӗрекен банка тата икҫӗр грамм кӗрекен пуш стакан илчӗ, банкӑри шӗвеке стакана чӑп тулли тултарчӗ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Хӗвел те, ӗнтӗ кӑнтӑрлахи сап-сарӑ герберӑран хӗп-хӗрлӗ мӑкӑне ҫаврӑннӑскер, хӗрӳлӗхӗпе самаях йӑшса, хавшакланса, кӗҫ-вӗҫ анӑҫри ката хӗрри хыҫне йӑпшӑнса шуҫса-кусса ҫухалать ӗнтӗ, анчах медпункта сиплев пулӑшӑвӗ ыйтса иртен пуҫласах пӗр ҫын та пымарӗ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Паянхи пек ку тӑруҫӑн пулманччӗ-ха.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
«Сыпкалама юратать», — текен сас-хура та ҫӳрет ҫак сиплевҫӗ тӗлӗшпе.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Ун ҫинчен ялта тата ҫакна пӗлеҫҫӗ: авланса уйрӑлнӑскер; ачисем те — ывӑлпа хӗр — пур иккен.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Медпункт ҫуртӗнчи пӗр пӳлӗмре хӑраххӑнах пурӑнать вӑл.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Маҫаккӑшӗ унӑн сала вырӑсӗ пулнӑ иккен.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Хмельной хушаматлӑ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Лаша хӳри пек хытӑ ҫӳҫне шӑртла каснӑ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Хӑй лутака, кӗререх сӑн-питлӗ, хура мӑйӑхлӑ, вӑтам ҫулсенчискер, куҫлӑхпа ҫӳрет.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Унӑн пуҫлӑхӗ пулма вара таҫтан аякран, анатри чӑвашсенчен, ярса панӑ арҫынна лартрӗҫ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Нумаях пулмасть ҫак ялта медпункт та уҫрӗҫ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Колхозниксен килӗсене газ, телефон (электрицӑ ҫути, чӑнах та, унчченех пурччӗ-ха) кӗртсен ку ял пурнӑҫӗ татах та ытларах чӗрӗлсе, амаланса, ача-пӑча шавӗлленсе кайрӗ, савӑнӑҫӗ-кулли те, ӗмӗрсенчен юлнӑ йӑли-йӗрки те, юрри-ташши те таврӑнчӗ унта.