Corpus of the Chuvash language

New

Анчах халӗ мучи хӑйӗн куҫӗ ытамне ачисен сӑнӳкерчӗкӗсене ҫеҫ илчӗ, пӗрремӗш хут вӗсене тимлӗреххӗн, ҫемҫенреххӗн куҫларӗ.

Help to translate

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Унта — унӑн ҫывӑх тӑванӗсемпе ҫамрӑк чухнехи юлташӗсен сӑнӳкерчӗксем.

Help to translate

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Вара вӑл пуш-пушӑ куҫне, вилӗмпе пурнӑҫ хушшинчи шыва путакан хура шӑпаран ҫӑлӑнса юлас тесе улӑм пӗрчинчен ӑшши-пӑшши хап! ярса тытнӑ пек, урамалли икӗ чӳрече хушшинчи стена ҫумӗнче ҫакӑнса тӑракан сӑнӳкерчӗксен кантӑкланӑ пӗчӗк хашакӗ ҫине упалентерчӗ.

Help to translate

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Ӑшӗ хыпнипе мучи, канӑҫсӑрланса, пырне хӑйӑрттарса, арӑмне чӗнсе тепӗр хут «чӗн пушӑпа хавшак шартлаттарса илчӗ», анчах каллех никам та хуравламарӗ.

Help to translate

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Мӗн тӑвӑн: яшлӑх мӑн ҫулпа тӗпӗртӗк-тӗпӗртӗк ӗрлесе-ӗрлесе килет те ватлӑх, сӑрхӑнса, сӗлпӗрленсе, охлатса та ахлатса, вак ҫулпа ҫеҫ анӑҫалла тӑнкӑл-тӑнкӑл тӑнкӑлтатать, сӗнкӗл-сӗнкӗл сӗнкӗлтетет ҫав.

Help to translate

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Супни ҫитнипе, кутӑнла утӑмлакан кун-ҫул хӗлхемӗ тӗксӗмленсе те тӗксӗмленсе пынипе чунӗ те, вӑй-халӗ те, хухса, хавшаса, тӑллансах ларнине пула мучи хӑй пӗчченлӗхне паянхи пек нихӑҫан та туйманччӗ, сисменччӗ.

Help to translate

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Ман!

Паян ман черет!

Help to translate

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Анчах ватлӑх тунсӑхӗллӗ, кичем, тӗссӗр шӑплӑха путнӑ пӳртре, стена ҫумӗнчи ҫур ӗмӗр каяллах туяннӑ тукмаклӑ сехет таклаттарнисӗр пуҫне, никам та, нимӗн те сас памарӗ.

Help to translate

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Ас ту, паян ман черет!

Help to translate

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Ӑҫта кайса путрӑн эс?

Help to translate

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Праски тетӗп!

— Праски-и-и!

Ҫтаппан мучи, икӗ хут инфаркт ҫапнӑкер, пӑрахнӑ ҫӗр ҫинчи типнӗ таллӑ пиҫен мамӑкӗ пек чалланнӑ, яшӑрка, кӑптӑк ҫӳҫ-сухаллӑскер, тӗп сакайӗнче кирлӗ вӑхӑтра уҫӑлтараймасӑр пахалӑхне ҫухатнӑ паранкӑ пек ҫухӑнчӑк питлӗскер, тутӑх тивнӗ тимӗр тӗслӗ, тӗрексӗрленнӗ, саланчӑк куҫӗпе маччаналла тирӗнсе, вырӑнӗ ҫинче хевтесӗррӗн ахлаткаласа, анрашса выртать, хушшӑн-хушшӑн ун ӑшчиккинчен хавшак, анчах хаяр ҫилӗ те хытнӑ, пӑвӑнчӑк сасӑпа паклата-паклата хӑпарать:

Help to translate

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Пуҫ тӳпинех кармашса хӑпарнӑ хӗвелӗ пӗрре, таса тӳпене ярр! ярӑнса тухсан, ӑшшӑн ҫуталса, ялтраса каять, тепре, «шур сухалсемпе» е «ҫам таткисемпе» «чапикла выляма» пуҫласан, хӗвӗшсе, хӑйӗн шуркам йӗс ҫавракипе халь-халь лап сӳнекен уҫӑ вучах пек тӗлкӗшкелет.

Help to translate

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Тӳпе хӗвелтухӑҫ енчен уҫӑлса, тасалса килет: юмах-халапри старикӗн шур сухалӗ е купалансах ҫитӗннӗ ватӑ шурӑ сурӑх ҫӑмӗ пек пӗлӗт таткисене туйи кӗскелсех ҫитнӗ кинемин халсӑр сывлавӗ евӗр палӑри-палӑрми ҫил хӗвеланӑҫнелле ҫемҫен вӑшлата-вӑшлата хӳтерет, уфла-уфла вайкӑнтарать.

Help to translate

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Тулта ҫӳлтен нимех те тӑкӑнмасть-ха, анчах вӗр-типӗ тесе те калаймӑн.

Help to translate

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

«Тьав-в-в-в-в! Тьав-в-в-в-в! Тьав-в-в-в-в!» — ҫунат ҫапса чӑвлаҫҫӗ, чӑйӑлтатаҫҫӗ, чӗриклетеҫҫӗ пилеш кайӑкӗсем, шӑкӑлчисем, ҫерҫисем.

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

«Тӗфим-м-м-м! Тӗфим-м-м-м! Тӗфим-м-м-м-м!» — турат ҫинчен турат ҫине сике-сике, шӗнкӗлтетеҫҫӗ, чӗвӗлтетеҫҫӗ уйӑпсем, ҫирӗк тӑррисем, кӑсӑясем…

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Кӗҫех вӑшӑл-вӑшӑл хӑвалӑха кунта иленнӗ яланхи вӗтӗ кайӑксем ушкӑнӑн-ушкӑнӑн пӑрр! пӑрр! е вӗлтӗр-вӗлтӗр-вӗлтӗр вӗҫсе-ярӑнса таврӑнни курӑнчӗ, тепӗртакран вӗсен чун уҫҫи кӗмӗл, чӗвӗл-чӗвӗл сассисем те илтӗнсе кайрӗҫ.

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Страницăсем:

Menu

Statistics

...more detailed