Corpus of the Chuvash language

New

Юлашкинчен чи пӗчӗккине, шӗшкӗ мӑйӑрӗ пеккине, тупрӑм-тупрӑмах.

Help to translate

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Хуҫа вара нӳрӗ туртнӑ пӑнтӑх — квасак кӑмӑллӑн мӑркӑлтатать те мӑркӑлтатать.

Help to translate

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Ҫӗрулмийӗсем пурте пӗр пек, тип тӑпрапа вараланнӑ сарӑ китайка пекскерсем те, хӑшне уйӑрса илмелле — пӗлместӗп.

Help to translate

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Татах пӗчӗкрех ҫӗрулми шыра-шыра хыпӑнса, эпӗ, анӑрасах ҫитнӗскер, лачкам тарах ӳкрӗм ӗнтӗ.

Help to translate

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

— …ӗчӗкреххине шыра-ха,… ӗчӗкреххине шыра!

Help to translate

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Эпӗ тепӗр ҫӗрулмие, пӗчӗкреххине алла илтӗм, анчах Кӗркурие ку та тивӗҫтермерӗ:

Help to translate

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

— … ысӑккине ан ил-ха!

Help to translate

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Пӗр ҫӗрулмине алла илнӗччӗ ҫеҫ, Кӗркури, сивӗ, шывлӑ куҫне ман ҫинелле палт ҫавӑрса, каллех чӗрпӗнкӗ меццо-сопрано ҫине таврӑнса, сӑмса витӗр хӑтӑрса та пӑрахрӗ:

Help to translate

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

«Э-э, Кӗркури, ку перекет мар вара», — сас кӑлармасӑр ӳпкевлӗ-сивлеклӗ куҫӑма сиктеретӗп эпӗ кил хуҫи ҫине, унтан, инкеке лекнӗ ҫынна пулӑшма татах та витӗмлӗрех япала шыраса, урайӗнчи чӗрӗ ҫӗрулми тултарнӑ мӑн чашӑк патне ыткӑнса ҫитрӗм те кукленсе лартӑм.

Help to translate

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Каллех вырӑс чӗлхин «хуп ҫӳпҫине» шӑл витӗр пӑтраткаласа, вӑл раковина патнелле виркӗнчӗ, ун ҫине ӳпӗнсе, тутине сивӗ шывпа ҫуса сивӗтме пикенчӗ.

Help to translate

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Пӑхатпӑр та Арҫенпе — Кӗркурин аялти тути шӑп варринче, юрату вучӗ хыпса илнӗ авӑксенче этем савнийӗпе чуптӑвашмалли тӗлте, самай пиҫсе кайнӑ та хӑрӑк мӑйӑр пек мӑкӑльленсе, хӑпӑланса тӑрать, хӑй, Кӗркури, ҫӑварне хупаймасӑр нушаланса ларать.

Help to translate

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Тинех Кӗркури пирус тӗпне аяккалла ӑф-ф! сурса пӑрахрӗ.

Help to translate

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Ак тата: пирус тӗпӗнчи кӑварлӑ тапак Кӗркури халачӗ ҫине пӑтӑл-патӑл татӑлса ӳкрӗ те темиҫе тӗлте витӗрех ҫунтарса кӑларчӗ.

Help to translate

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

— …ирус тутана …ӗҫертсе ячӗ!

Help to translate

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Ку вара меццо-сопрано сасне самант дискантпа ылмаштарчӗ:

Help to translate

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

— Мӗн пулчӗ ара? — сехӗрленсе ӳкрӗ Арҫен, Кӗркури хӑтланӑвӗсене тимлесе ларманскер.

Help to translate

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

А-а-а-а…

Ӑ-ӑ-ӑ…

— Ы-ы-ы-ы-ы-ы-а-а-а!

Help to translate

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Сасартӑк Кӗркури куҫне чапраслатса, хӑят пукани пек ҫулӑмлатса, пилӗкӗнчен паллӑн хуҫӑлчӗ те ытла та нушаллӑн йынӑшса ячӗ:

Help to translate

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Страницăсем:

Menu

Statistics

...more detailed