New
Арҫынсене ку «фокус» мӗне пӗлтернине тавҫӑрса илме пӗртте йывӑр пулмарӗ.
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
Ҫак вӑхӑтра Улькка аппа, тутине килпетлӗн ейсе, чӗлт-чӗлт-чӗлт хӗмленекен евӗклӗ куҫӗпе кӳренӗҫсӗр, айван пускилӗсен куҫӗсене йӑкӑр-йӑкӑр шуса-юхса кӗрсе, кӗленчи ҫинчи тутӑра вӗлт! сирсе илчӗ.
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
Кил-тӗрӗшре арҫын ӗҫӗсем йышланса кайрӗҫ те, ҫула май тата кампа та пулин пулӑшма калаҫса татӑлма пулмӗ-ши тетӗп.
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
— Лавккана кайма тухрӑм-ха, ҫӑкӑрпа тӑвар туянасшӑн.
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
Эсӗ хӑв ӑҫта кайма тухнӑ тата? — сапӑрланса, ват ҫын кӑмӑл еккине ярса калаҫрӗҫ кусем те.
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
Кӗҫех вӑрҫӑ ҫулӗсенчи пек лаша вырӑнне вӑкӑр кӳлме пуҫлаҫҫӗ теҫҫӗ-иҫ!
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
— Ҫамрӑк вӑкӑрсен ферминче пултӑмӑр-ха, унта колхозра юлнӑ пӗртен-пӗр урапан ӳречине улӑштартӑмӑр.
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
— Ӑҫтан таврӑнатӑр?
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
— Микула, Павӑл, сывӑ-и? — каҫхи янкӑр тӳпери тулли уйӑх пек иленкӗленсе, юхӑмлӑ саспа ҫу пек ҫемҫе, пыл пек тутлӑ пуҫларӗ Улькка аппа.
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
Аллисене хатӑррӑн ывӑткаласа, вӗсемпе хӑлаҫланкаласа, пӗрре кӑркка аҫи кӑлтӑртатнӑ пек лахӑлтатаҫҫӗ, тепре илтӗни-илтӗнми «пӑштӑн пӑтти пӗҫеркелеҫҫӗ», хутран-ситрен хире-хирӗҫле «сапӑнкаласа» та илеҫҫӗ тата ҫаксем.
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
Курать карчӑк — урампала инҫех те мар, кӑваписем ӗмӗрлӗхех ҫӗрпе ҫыхӑннӑ, ял мӑкӗпе мӑкланнӑ урапа-ҫуна ӑстисем Карӑш Микулипе унӑн кӳрши Микиш Павӑлӗ — кас-йышри «Дон Кихотпа Санчо» — сӑмахпа перкелешсе, сӑмах-юмах сутти туса пуль, ҫурма катӑк шӑлӗсене килпетлӗн йӗрсе иртсе пыраҫҫӗ.
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
Улькка аппана хӑлхаранах: «Юратнӑ Улькка аппа! Сана ырӑ хыпар пӗлтерсе хӑварам-ха: ҫанталӑк паян-ыранах кӗвелмест, мӑртӑхмасть, пахча ӗҫӗсене алла ӳкерме, меллеме пултаратӑн», — тесе нӑрӑлтатса кӳпчек сарӑ нӑрӑ, пуҫсӑрланса, пӗрре вашмӑккӑн-вашмӑккӑн, тепре арӑш-пирӗш вӗҫсе-ярӑнса иртрӗ.
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
Лерен вара, анӑҫран, кас-кас ӳт-пӗве тутлӑ мунча рехечӗ кӳрекен, кӑмӑл-туйӑма кӗрхи чечеклӗн тӗтрелентерекен, ыррӑн-сӑваплӑн йӑшӑклакан ӑшӑ ҫапать.
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
Тӳпери хӗвелӗ куҫа шартармасть пулин те, кӑмӑлне йӳле янӑ: чӑваш ташши ташла-ташла, ярӑмӑн-ярӑмӑн тӑсӑлакан кӗвелӗк янӑ турӑх пек шупка, тип тӗтре пек шӗвек пӗлӗтсем хыҫӗпе «анатран тӑвалла», пуҫ тӳпинеллех кармашать.
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
Ҫанталӑк тӑп.
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
Хыҫҫӑн, чун хавалӗпе авӑрланса, пит-куҫӗнче ӑшӑ, чипер кулӑ ташлаттарса, ватӑ хур ами пек хӑйне унтан-кунтан якаткаласа, юсанкаларӗ, тем тата хик! хиклетсе те илчӗ, вара пӑрҫа авриленсе, мамӑк тӗкленсе, вырӑс хапхапа урама кусса — ҫӑмхаланса тухрӗ.
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
Улькка аппа халӗ хӑй те хӑй мар — ӑна самантрах темле паламалла мар ӑнӑҫлӑ куҫпӑван савӑнӑҫӗ хупласа хучӗ, вӑл, чун-чӗри ҫунаттисене сарлакан сарса ярса, сассӑр юрласа та ташласа, карҫынккине хӑпӑл-хапӑл алла илчӗ те чӗрӗ курӑк хушшинчи шӑрчӑк пек тринк-тринк-тринк сикме те хатӗрскер, кӗлетрен юхса тухрӗ, кӗлетне самаях мӑнттай ҫӑрапа чӑнкӑр-чӑнкӑр питӗрсе илчӗ.
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
Анчах… кӗленче тутине юриех ҫара хӑварчӗ.
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
«Акӑ вӑл мана ҫӑлакан!» — куҫне шӑши йӗрлекен кушакла ҫивӗчлетсе, кӗленчене чӑпӑрт! чӑпӑрт! чӑпӑрт! чуп туса илчӗ карчӑк, вара ӑна ватӑ хӑваран ҫыхнӑ карҫынккана хучӗ те шурӑ роза чечеклӗ хура тутӑрпа витрӗ.
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
Карчӑк васкасах кил хушшине таврӑнчӗ, кӗлете кӗчӗ, таса кӗпе-йӗм упранакан кӳмеркеллӗ арча тӗпӗнче выртакан пӗртен-пӗр «ҫут пуҫлине», хӑна-вӗрле килес-тӑвас пулсан сых ятне илсе хунӑскерне, йӑпӑр-япӑр туртса кӑларчӗ.