Corpus of the Chuvash language

New

Хӗр ӳсет хӳтлӗхре пукане пурнӑҫпе, Ыр курать ашамӗшӗн ячӗпе: Пурнӑҫ йӳҫлӗхне хальччен тутанман Йывӑр ӗҫре те пӗртте тарламан: Пир-арне тӗртеҫҫӗ ялти тӑлӑхсем.

Help to translate

II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Сат варринчи сар кайӑк пек Чӗкеҫ чепчен чӗлхеллӗ; Ирхи сывлӑм тумламӗ пек Чӗкеҫ таса, илемлӗ: Кӑтра хӗриллӗ ҫырӑ ҫӳҫ, Тӑрӑхла тӗксӗм хура куҫ, Хура ҫинҫе куҫ харши, Авӑнса тӑран ҫӳхе тути, Сентел тӗсӗ пит ҫӑмарти, Яштак пӳ те тӳрӗ ура — Пӳрнӗ хӗре пурнӑҫра!

Help to translate

II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Урхан ахахӗ, пурӑнӑҫ тӗрекӗ — Чӗкеҫ ятла хӗрӗн ирӗкӗ: Урӑх унӑн ача ҫук, Йӑх йышлатма ывӑл ҫук.

Help to translate

II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ырлӑхпа тутлӑх хушшинче, Тӗнче мулӗшӗн хапсӑнан ӗҫсенче, Уйра та, килте те, хӑнара чухне те — Пур чухне те Урхан хӗрӗ асӗнче.

Help to translate

II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Урхашӑн мултан та хакли, Чаплӑхран та пахи — Хӑйӗн савнӑ арӑмӗн парни — Илемлӗ чечек пек хӗр усни.

Help to translate

II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Мӗскер-ха ҫав уншӑн нимӗнрен те паха?

Help to translate

I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Мӗнте пурнӑҫ тыттине курать-ха Урха?

Help to translate

I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Анчах Урха мухтанмасть ӗҫкӗпе, Кӑмӑлне ҫеҫ пусарать унӑн шавӗпе…

Help to translate

I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ян янтраҫҫӗ кӗслисем…

Help to translate

I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кӗвӗсем…

Ташӑ…

Юрӑ…

Унтан вара хӑнасен Уҫӑлаҫҫӗ урисем…

Help to translate

I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ал-урана, шӑм-шака Хӗртсе ярать пыл-сӑра Ӗҫкӗ хӗре пуҫласан, Ташӑ кӗвви тапратсан, Пуҫлать ташша Унерпи: Юхать, шӑвать ун ури!

Help to translate

I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ташлама та выляма Урхан урай сарлака.

Help to translate

I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Унтах шӑпӑрӑҫ — ӳпнер куҫлӑ Мулентей, Урха ӗҫки урса шавлама тапратсан, Шӑпӑрне кӑларать, ӳлесе ахӑрать, Вӑрманти арҫури пек ҫуйӑхса шӑхӑрать.

Help to translate

I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кутник сакки ҫинче, алӑк патӗнче — Ялти чаплӑ кӗслеҫӗ Ҫиментей Ӗҫкӗне сиктермест, кӗслине хӑвармасть, Ун кӗсли вӑййисӗр Урхан ӗҫки пулаймасть.

Help to translate

I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кӗрекене те ӗлкӗрет, Чыслать чӗлхи-ҫӑварпе…

Help to translate

I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тӗпелте вӑл ӗҫтерет, Сӑйлать пыллӑ сӑрипе.

Help to translate

I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Икӗ вӗҫлӗ сурпанӗн Ҫӳҫи кӑвак пурҫӑнран, Хӗри хӗрлӗ мерчентен, Тӗрри ылттӑн укаран.

Help to translate

I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Страницăсем:

Menu

Statistics

...more detailed