Corpus of the Chuvash language

New

Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн ларӑвӗ иртрӗ.

Help to translate

Георгий Фёдоровӑн «Суйласа илнисем» кӗнекине пахалани // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pahalani/

Денис Гордеев пултарулӑхне халалланӑ кӗнеке выставки тата ҫемье альбомӗнчи сӑн ӳкерчӗксем литература тӗпелне илем кӳчӗҫ.

Help to translate

Денис Гордеева халалланӑ литература тӗпелӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pel-irtr/

Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Земфира Яковлева ертсе пынипе «Эткер» фольклор ушкӑнӗ анатри чӑвашсен халӑх юррисене шӑрантарчӗ, куракансен кӑмӑл-туйӑмне ҫӗклерӗ.

Help to translate

Денис Гордеева халалланӑ литература тӗпелӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pel-irtr/

Светлана Гордеева уява ырӑ сунса килекенсене пурне те тав турӗ.

Help to translate

Денис Гордеева халалланӑ литература тӗпелӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pel-irtr/

Ашшӗне ӗмӗр тӑршшӗпе вӗрентсе пынишӗн ырӑпа асӑнчӗ.

Help to translate

Денис Гордеева халалланӑ литература тӗпелӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pel-irtr/

Вӑл та ашшӗ ҫулӗпех кайнӑ, хайлавсем шӑрҫалать.

Help to translate

Денис Гордеева халалланӑ литература тӗпелӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pel-irtr/

Денис Викторовичӑн хӗрӗ Светлана Гордеева хӑйӗн ачалӑхне аса илчӗ, пурнӑҫри самантсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ.

Help to translate

Денис Гордеева халалланӑ литература тӗпелӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pel-irtr/

Светлана Асамат, Лидия Филиппова, Альбина Юрату, Лидия Сарине, Ара Мишши, Нина Артемьева, Раиса Воробьева ҫыравҫӑсем, К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗн ертӳҫи Ирина Оленкина тата уява хутшӑнакансем поэтӑн сӑввисене вуласа киленчӗҫ, юбиляр ячӗпе чылай ӑшӑ сӑмахсем каларӗҫ, унпа тӗл пулнӑ самантсене аса илчӗҫ, пултаруллӑ калем ӑстине ырлӑх-сывлӑх, вӑрӑм ӗмӗр, вӑй-хӑват, хавхалану сунчӗҫ.

Help to translate

Денис Гордеева халалланӑ литература тӗпелӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pel-irtr/

Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Геронтий Никифоров ҫыравҫӑн «Кукӑр алӑсем», «Шӑннӑ куҫҫуль» калавӗсене шкул программине кӗртнине асӑнса хӑварчӗ, хайлавӗсене тишкерчӗ.

Help to translate

Денис Гордеева халалланӑ литература тӗпелӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pel-irtr/

«Вӑл мана нумай ыррине, тӗрӗслӗхпе пурӑнма, чӗлхе илемне, ытарлӑхне курма вӗрентнишӗн ӑна тав тӑватӑп. «Ҫӗнӗ кунӑн телейне шанатӑп» сӑвӑ кӗнекинче иртнӗ тапхӑрти ырӑ вӑхӑтсем шӑрҫаланнӑ, унта шалта ҫунакан поэзи кӑвайчӗ ялкӑшать», – терӗ ҫыравҫӑ.

Help to translate

Денис Гордеева халалланӑ литература тӗпелӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pel-irtr/

Людмила Сачкова романистӑн ӗҫӗ-хӗлӗнче те Денис Гордеев пӗлтерӗшлӗ йӗр хӑварнӑ иккен.

Help to translate

Денис Гордеева халалланӑ литература тӗпелӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pel-irtr/

Сергей Павлов писатель, журналист та пӗрле ӗҫленӗ вӑхӑтсене, вӗрентсе каланисене аса илчӗ.

Help to translate

Денис Гордеева халалланӑ литература тӗпелӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pel-irtr/

«Хаҫатра ӗҫлекенсен чӗлхи перекетлӗ, унта ӗҫлени тӳрех сисӗнет. Чӑн-чӑн ҫыравҫӑ вӑл», – терӗ ентешне хисеплесе.

Help to translate

Денис Гордеева халалланӑ литература тӗпелӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pel-irtr/

Тӗпчевҫӗ, журналист Алексей Леонтьев вӗреннӗ чухне практикӑра Денис Викторович патӗнче пулнине, вӗрентекенӗ ӗҫре чылай пулӑшса пынине каларӗ.

Help to translate

Денис Гордеева халалланӑ литература тӗпелӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pel-irtr/

Литература тӗпчевҫи, критикӗ Николай Осипов Денис Гордеевӑн пултарулӑхӗ анлӑ та нумай енлӗ пулнине, вулакансем ӑна ытларах проза ӑсти пек пӗлнине асӑнса хӑварчӗ.

Help to translate

Денис Гордеева халалланӑ литература тӗпелӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pel-irtr/

Вӑл ҫыравҫӑн пултарулӑхӗ чӑваш культуришӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ.

Help to translate

Денис Гордеева халалланӑ литература тӗпелӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pel-irtr/

Уява Чӑваш Республикин профессионал писательсен союзӗн ертӳҫи Ольга Куликова уҫрӗ.

Help to translate

Денис Гордеева халалланӑ литература тӗпелӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pel-irtr/

Мероприятие ӑсчахсем, ҫыравҫӑсем, библиотека ӗҫченӗсемпе вулакансем, ҫывӑх ҫыннисемпе ентешӗсем, студентсем пуҫтарӑнчӗҫ, авторӑн «Ҫӗн кунӑн телейне шанатӑп» ҫӗнӗ сӑвӑ сборникӗпе паллашрӗҫ.

Help to translate

Денис Гордеева халалланӑ литература тӗпелӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pel-irtr/

Ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче чӑваш халӑх писателӗн, поэчӗн, публицисчӗн, журналисчӗн, К. Турхан ячӗллӗ преми лауреачӗн Денис Гордеевӑн 85 ҫулне халалланӑ «Денис Гордеевӑн илемлӗх тӗнчи» литература тӗпелӗ иртрӗ.

Help to translate

Денис Гордеева халалланӑ литература тӗпелӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pel-irtr/

Маҫаккӑшӗн иккӗмӗш мӑшӑрӗн хӗрӗпе, мӑнукӗпе ҫыхӑну йӗркелеме май килнишӗн савӑнать-ха вӑл.

Help to translate

Шуррисемпе те ҫапӑҫнӑ, нимӗҫсене те парӑнтарнӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/shurrisempe-te-ca ... tarna.html

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed