New
Ниепле те пӑсмасан Имҫампала пӑсмалла, Чӗкеҫ валли, май пулсан, Пӑстав шывне памалла.
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Вӑл ҫӗрӗкех тӗшмӗше Мулентейпе ермӗшнӗ, Хӗрӗн туйне иккӗшӗ Пӑсма тесе килӗшнӗ.
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ашшӗ чунӗ — хытӑ чун, Хӗрлӗ ҫырти кеврен чул, Хӗр кӑмӑлне кӗмерӗ, Хӗрхенмешкӗн пӗлмерӗ.
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Кӗҫ ҫавӑнтах хӗрелсе Чуп савнине асилет, Ашшӗпеле хирӗлсе «Туя пӑсма памӑп» тет.
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Чӗкеҫ пӗрре шуралать, Шухӑшласа хурланать, Ашшӗ ҫине пӑхкалать, Пӑхӑннӑ пек туйӑнать.
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ашшӗ-амӑшӗ хашкаса Кӗрсе тӑчӗҫ ун умне, Ӳкӗтлесе, ятласа Хуҫаймарӗҫ кӑмӑлне.
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Анчах Чӗкеҫшӗн пулсан Инкӗш ухмаха ерни Нимӗн те мар туй пулсан, Пултӑр кӑна хӑй савни!
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Тесе Чӗкеҫ тӑн пуҫне Тӑрӑшаҫҫӗ ҫавӑрма, Инкӗшӗ асамӑҫне Ӳркенмеҫҫӗ ӑнлантма.
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
— «Куран ӗнтӗ мӗнле йӑх Санӑн пулас кил-йышсем, Ара, намӑспа ҫылӑх Аҫуна итлемесен!»
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ҫӳл пӑлтӑртан Еркиней Чупса анчӗ ухмах пек, Чӗкеҫ патне Ҫиментей Тата кӗчӗ Патирек.
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Хура арӑм упӑшки, Хурӑнташсем, пӗлӗшсем — Пулса кайнӑ аптрашки, Хӑпнӑ ӳсӗр сехрисем.
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Мулентейӗ ахӑрса Арӑм тавра сӗртӗнет, Чӗркуҫҫине ҫат хуҫса Калла кайса кукленет, Аллисемпе умӗнче Кӑчӑк туртса илӗртет, Ташӑ ҫемми хушшинче Хӗр йӗррипе вӑл йӗртет…
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Акӑ ӗнтӗ, халь ӗнтӗ Иккӗш пӗрле ташлаҫҫӗ Такмакласа темӗн те Урӑш-пирӗш калаҫҫӗ.
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Сиксе анчӗ сак ҫинчен Хӑй ҫавӑнтах ҫӗр ҫине, Тытса арӑм хӑлхинчен Вӗрчӗ шӑпӑр какрине.
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Шӑпӑр ҫӳлте сывлӑшра Ташӑ кӗвви хыйпӑтрӗ!
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Мулентейӗ шӑпӑра Пӗрех ҫӳле ывӑтрӗ.
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
«Ак ӗнтӗ халь Мулентей Мыскарине кӑтартать, Ҫитмӗл ҫичче ҫитсен те Тавӑрмашкӑн пултарать», Тесе халӑх калаҫать, Пӗсмиллене асӑнать; Кайран кая ҫын куҫать, Таш вырӑнӗ асланать.
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Туйри этем, куракан, Тӗлӗнет те тилмӗрет, Вӑтанакан, хӑракан, Тӳпелешсе сирӗлет.
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ури ҫинчи пушмакне Пусмайнелле ывӑтать, Алпымакне — суллине Пӗрен-пӗрен салатать.
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Арӑм кӗнӗ-кӗменех Саланмашкӑн тытӑнать: Хушпусемпе сурпанне, Хысӗ-чысӗ хывӑнать.