Corpus of the Chuvash language

New

Лариса Захаровна ку енӗпе тӗрӗсех пӑшӑрханать.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Анчах та, Пантиков, сана акӑ мӗн асӑрхаттарасшӑн: кунашкал ӗҫе пуҫӑниччен аслисемпе канашламаллаччӗ, хам пата кӗрсе тухсан та юратчӗ, анкетине мӗнлерех тусан лайӑхраххи пирки пӗрле шутлӑттӑмӑр, калӑпӑр, парти комитечӗ комсомола мӗнле ертсе пынине те, ятарлӑ ыйту лартса, пӗлес килетчӗ.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ҫавӑнпа та Пантиков интереслӗ, усӑллӑ материал хатӗрленине палӑртмаллах пулать.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ҫамрӑксен шухӑшне тӗп-тӗрӗс пӗлни, чӑнах та, пӑсӑк япала мар — кунпа эпӗ килӗшетӗп: ҫынсен шухӑшӗ эпир пӗлменшӗнех ҫынсенчен хӑпас ҫук.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Килӗшрӗмӗр-и?..

Help to translate

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Манран поручени пултӑр.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Вӑл енне кайсан, Пантиков улттӑ вырӑнне вуннӑшне комсомола кӗме хатӗрлетӗр.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

— Улттӑн катӑлнӑшӑн районта комсомол организацийӗн вӑйӗпе ячӗ-сумӗ чакмасть пуль тетӗп.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

— Чӑнах та, ытлашшиех хыпӑнмалли, хӑраса ӳкмелли ҫук иккен, — тӗлпулӑва Леснов ырӑ кӑмӑлпа, йӗкӗт чунне шанӑҫ кӳрсе, ҫав хушӑрах Ларисӑпа иккӗшне мирлештерсе вӗҫлеме шутларӗ.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Юрать-ха, Пантикова тимлӗн итлеме тавҫӑрулӑх ҫитерчӗ, атту Лопатина кӗрсе калаҫсанах, йӗкӗте вӑрҫса тӑкса хуса ярасшӑнччӗ…

Help to translate

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Кай, шухӑшлас та мар кун пирки, чӗнесси-тӑвасси пулӗ вӑл…

Help to translate

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Леснова хӑйне обкомӑн пӗрремӗш секретарӗ «ӑс пама» чӗнтертӗр-ха…

Help to translate

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Мӗскер ӑна тиркемелли?

Help to translate

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

«Айӑплӑ, каҫарӑр, юрать!..» тенисӗр пуҫсӑр урӑх сӑмах тупаймастчӗ пуль.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Лариса кун пек лару-тӑрӑва лектӗр-ха.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Пӗрех хӑй шухӑшӗнчен чакма васкаманнине ирӗксӗрех ӑмсанатӑн.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Мӗн кала та, унӑн, икӗ пӗрремӗш секретарьтен хӳтӗленсе, хӑйне тӳрре кӑларса тӑма тивет.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Леснов йӗкӗт ҫине тепре сӑнарах пӑхрӗ те унӑн мӑйне темӗн вӗтӗскер тапса тухнине, ҫӳҫӗ тарпа йӗпеннине асӑрхарӗ, ҫак калаҫу тапраннӑранпа вӑл самаях хухса ҫӳхелнӗн, пичӗ самаях туртӑннӑн курӑнчӗ.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ыттисемшӗн урок пултӑр.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

— Иккӗшне хӑть пӑсмастчӗ…

Help to translate

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed