New
Ухмах, кам унашкал пуху ирттерме ирӗк памастӑп: ялта эпӗ хуҫа тесе кӑшкӑрать?
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Каллех тӗлӗнмелле: мӗнле-ха Ҫирки хӑйне хӑй хӳтӗлеме пултарайман?
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫирки тӑп ларнӑ-тӑк, сирӗн мана тӗкӗнме право ҫук тесе кӑшкӑрман-тӑк, паллӑ ӗнтӗ, ӗҫ кун патнех ҫитместчӗ.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫавӑнпа та Вӑрманкасри пуху пирки пӗлтерсе хӑварнине тепӗр хут тишкерме тӑрӑшрӗ: бригадира улӑштарасси пирки сӑмах хускалсан, райкомран килнӗ Пантиков «ку вӑл пӗтӗм бригада пухӑвӗнче татса памалли ыйту» иккенне астутарнӑ, ҫийӗнчех: «Комсомолецсем ун пирки те хӑйсен шухӑшне пӗлтерме пултараҫҫӗ», — тесе хушса хунӑ, вара — тапранса кайнӑ.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Кун пекки унӑн сайра пулаканччӗ.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ыйту нумай-тӑк, эсӗ шутласа е виҫсе ҫитереймен.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Мӗншӗн-ха вӗсем ун заданине итлесе пӗтерсен те яланхи пек ҫирӗппӗн: «Юрать!» — тесе шантармарӗҫ?
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫапах та, — пӑх-халӗ, шухӑшӗ Вӑрманкас ҫинчех вӗт! — хӑй паян Куропаткинпа Палкин кӑмӑлӗсене хӑвӑрт ҫӗклейменни мӗнрен килет?
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Парткомпа ӗҫтӑвком йышӗсене те вӑлах пӑхса тухать.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ун кӑмӑлне кура партком секретарьне лартасси, ял Совет председательне суйласси йӑлана кӗрсе ҫитрӗ ӗнтӗ.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Мӗн тума палӑртнине улӑштарас ҫук-ха Айхалин (комсомолра кама тытасси е хӑшне комсомолран хӑваласси хӑй ӗҫӗ маррине аса та илмерӗ).
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Унсӑрӑн сана кам тӗкӗнтӗр тенӗ ҫӗртех Ҫирки ун умӗнче хыпӑнчӑклӑн тӑмӗччӗ.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Айхалин те тӳрех ӑнланса илейменни ҫук-ши кунта?
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Вӑл ӑна ӗҫрен кӑларассипе хӑратнӑ тейӗн…
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Сергей Петрович хӑраса ӳкни, мӗн тумалла манӑн тесе кантура хыпӑнса килни тӗлӗнтерет.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Юрӗ, комсомолецсем ним тума аптранӑран шавласа илнӗ тейӗпӗр.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Анчах та вӑл шутлас темен ҫӗртенех шухӑшларӗ Вӑрманкас ҫинчен: мӗнле-ха ун кӑмӑлне пӗлмесӗрех бригадира улӑштарасси пирки ыйту лартма пултарнӑ?
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Пӗлсе тӑччӑр: Айхалин хӑйшӗн мар, халӑхшӑн тӑрӑшать.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Колхоз вӑйлӑ та ҫирӗп пулни вӗсемшӗн те лайӑх мар-и вара?
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫапла, пӗтӗм колхозшӑн усӑллӑ-тӑк, хӑшне-пӗрне сӑлтавсӑр е ним айӑп ҫукран кӳрентересрен те шикленмелле мар.