New
Малтанах Ярусов йӑлӑнтармӑш, кутӑн ача евӗрлӗрех («суран сирӗн ҫине — хамах ӗҫ тупрӑм» тенӗ пек хӑтланчӗ те-ха) курӑннӑччӗ, халӗ вара Герман Федорович куна малтанах шутласа хунӑ, кутӑнлашасси, юнтарасси асӗнче те ҫукки сисӗнчӗ.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ӳлӗм те кая мар.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Килӗшмеллеччӗ Лев Степанович шухӑшӗпе, Ярусов звенипех куҫса ҫӳрекен вымпел памаллаччӗ.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ӑҫтан пӗлес, партсекретарьтен тухнӑ хыҫҫӑнах, пурне те — ҫав хушӑрах Пятинпа Фролова та — тарӑхнипе бригадӑна кайман-тӑк, лӑпланса ҫитерехпе ҫак майсемпе, паллах, усӑ куратчӗ; пӗрре участока вырнаҫнӑскере каялла чакма аван мар, ҫавӑнпа ирӗксӗрех Вовин мухтамалӑхах тӑрӑшма тивет ӗнтӗ.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Юрӗ тейӗпӗр, партшкулта пӗрле вӗреннӗ юлташӗсем ӑна шыраса тупайман е тӳрех юрӑхлӑ вырӑн сӗнеймен тейӗпӗр, — стройтрестрах вӑл пӗр-пӗр СУ начальникӗн заместительне ларма пултарнӑ, «Промстрой» трестра та управляющие йӑла-пурнӑҫ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен заместитель кирлӗччӗ, ӑна хапӑлласах йышӑнатчӗҫ…
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Партшкула кайичченхи ӑсталӑха, ырӑ хӑнӑхӑва ҫухатманнинчен килет-ха ку, — пурӗпӗр Пятин унӑн ӑс-хакӑлне, хайхи тӗлӗнмелле утӑмне ӑнланма пултараймарӗ.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ярусов участокра ӳсӗм хыҫҫӑн ӳсӗм тума тапратрӗ.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Кам та пулин инженертан е пуҫлӑхран каменщик-монтажника куҫнине Пятин астумасть.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ҫапла, мӗнле купаламаллине е пухмаллине чертеж ҫине пӑхса е пӑхмасӑр вӗрентеҫҫӗ, хӑйсем — пултараймаҫҫӗ.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Строительство институчӗ пӗтернисен те, темиҫе ҫул кантурта хутсемпе-чертежсемпе вӑхӑт ирттерсен, кунашкал пултарулӑх ҫук, каскӑпа спецовка тӑхӑнса улттӑмӗш-ҫиччӗмӗш хутсенче стенасене купалаймаҫҫӗ е пухаймаҫҫӗ.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Анчах та кайран Вовин хыпарӗ управляющие самаях шутлаттарчӗ: мӗн кала та, малтанхи парторг чӑнласах стройкӑна пӗлет, юратать, хӑй аллипе, хӑй ӑстӑнӗпе ҫурт лартма пултарать.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Чӑн та, ун сӑмахне чылайӑшӗ, Пятин ҫине вӑрттӑн пӑха-пӑха илсе, илтмӗше печӗ; вӑл та сӑмах урӑх Ярусов ҫинчен пынӑ пек ним тӗлӗнмесӗр, ним савӑнмасӑр ларчӗ, ҫакӑ ӑна пачах та интереслентермест тейӗн, ун сӑн-питӗнче ак ҫакнашкал шухӑш палӑрчӗ: мӗнех вара, лайӑххисем пирӗн Вовин патӗнче ҫеҫ мар, ытти стройуправленисенче те нумай — пурне те вымпел параймӑн…
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Трестри социализмла ӑмӑртӑва профсоюз комитетӗнче пӗтӗмлетнӗ чух Ярусов звени чи лайӑххи терӗ.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Уйӑх-уйӑх ҫурӑсем иртсен, 30-мӗш СУ пуҫлӑхӗ Вовин Лев Степанович Ярусов звенине, — пӑх-халӗ, Герман Федорович стройкӑра та хӑпара пуҫларӗ, — ырӑпа тапратрӗ.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Уншӑн ку вилӗмпе пӗрех, тӗнчере ҫук намӑс.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Нимле лару-тӑрура та, нихҫан, ӗмӗрне те бригадӑра вӑй хумӗ.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Пятин хӑй-и?
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Е, тен, вӑл стройучастока каменщик-монтажник пулса кайни ытла та шухӑша ячӗ, ун ҫине урӑхларах пӑхтарчӗ?
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Герман Федоровича ҫав тери хӑнӑхнӑран, трестшӑн чи йывӑр тапхӑрсенче иккӗшӗ яланах юнашар пулнӑран килчӗ-ши ку?
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ярусова партсекретарьтен кӑларттарсан вара ҫӗкленӳ, кӗрешӳ савӑнаҫӗ нумая пымарӗ; икӗ эрнеренех чунӗ темле пушӑраххине, трест кантурӗнче темскер ҫитменнине туйма тытӑнчӗ.