New
«Мӗнле улӑштарать иккен ҫын сӑнне выҫлӑх», — ӑна хӗрхенсе шухӑшларӗ Ярмуш.
VII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 3–79 с.
Ӗлӗкрех, кӳршӗ ачине курсан, Укаҫ пичӗ хӗрелсе каятчӗ, халӗ вӑл кӑшт та улшӑнмарӗ, тӗссӗрленнӗ тути кӑна куланҫи турӗ.
VII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 3–79 с.
Хитре хӗрачан пӗтӗм кӗлетки типсе хӑрнӑ пек ырхан, сӑнӗ хухнӑ, ҫавӑнпа кӗрхи йӗкел тӗслӗ куҫӗсем пысӑкланса кайнӑн туйӑнаҫҫӗ.
VII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 3–79 с.
Хӑй чӗнтӗр аркӑллӑ шурӑ кӗпепе, чечеклӗ симӗс саппунпа, ҫара пуҫӑн, ҫара уран.
VII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 3–79 с.
Укаҫ вучах чӗртнӗ те хуранпа шыв ҫакса янӑ.
VII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 3–79 с.
«Тен, вӑл усалах та мар пуль, анчах выҫлӑх ҫынна ҫапла тискерлетет», — шухӑшларӗ Ярмуш.
VII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 3–79 с.
Ют карчӑк чӗнмен хӑна ҫине каллех шурӑ куҫпа пӑхса илчӗ, ҫапах нимӗн те шарламарӗ.
VII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 3–79 с.
Акӑ, килеми йӗкӗр ывҫӑ пек пӑрҫа ҫӑнӑхӗ тупнӑ та нимӗр пӗҫерсе ҫийӗпӗр, тет.
VII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 3–79 с.
Укаҫ унта шыв вӗретет.
VII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 3–79 с.
Эс, Ярмуш, пӳрте кӗр.
VII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 3–79 с.
Халь вӑхӑчӗ — вӑйӑ вӑхӑчӗ мар-ҫке.
VII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 3–79 с.
— Пирӗн Укаҫпа мӗн ачаран выляса ӳсрӗҫ.
VII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 3–79 с.
— Урпа Мирунь ачи вӑл, лӑпкӑскер, — терӗ Укаҫ амӑшӗ.
VII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 3–79 с.
Ытла та ырхан, шӑна ҫинӗ кушак пек…
VII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 3–79 с.
Ку ачи хурах сӑнлах мар-ха та.
VII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 3–79 с.
Ҫумӗнче ҫур хутаҫ пек ҫӑкӑрӗ пулнӑ, тет-мӗн те.
VII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 3–79 с.
— Кӑканар ҫырминче каллех пӗр ыйткалакана ҫапса пӑрахнӑ, тет.
VII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 3–79 с.
— Шанчӑксӑр ҫын тем чухлех ҫӳрет халь, Мархи кин, — терӗ вӑл, хӑрӑлтатса.
VII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 3–79 с.
Юмахри тухатмӑш евӗр хӑрушӑ карчӑк ача ҫине хӑнчӑр куҫӗпе сиввӗн пӑхрӗ те ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ.
VII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 3–79 с.
Ярмуш сассине палласа илсен, тинех алӑк сӑлӑпне вӑраххӑн илчӗ.