New
Мӗн, усал ӗҫ-им хӗрпе каччӑ пӗрлешни?
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ан тив, каллех малтанхи пек туйсем сиктерӗпӗр, пӗрлешчӗр Кретӑпа авар каччи Магомед, ҫавӑрччӑр ҫемье!
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Вара сана та халӑх хисеплеме тытӑнӗ…
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Вара ху та улшӑнӑн.
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Атя, юратар та ӗҫлер, Сергей Акимович!
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Мӗн пайламалли пур пирӗн?
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Эсӗ хӑвӑн юратупа савӑн, эпӗ — хамӑннипе савӑнам.
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Вӑл та сана пӑрахса манпа ҫывӑхланман — эсӗ ху виҫӗмҫулах авланнӑ вӗт-ха, санӑн — хӑвӑн юрату, телейӳ.
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Эпӗ ӑна санран туртса илмен вӗт-ха?
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Нивушлӗ ҫакӑншӑн та тарӑхатӑн!
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ан вӑрҫ эсӗ куншӑн, луччӗк саламла мана: Наҫтаҫпа иксӗмӗр питӗ ҫывӑх, туслӑ халь, эпӗ ӑна юрататӑп, вӑл та мана юратать.
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Тарӑхиччен итле, ялти пурнӑҫсем пирки, аннесем ҫинчен каласа парам.
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Нивушлӗ ҫавна та ӑнланасшӑн мар эсӗ, хамӑр ял ҫынни?
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ку вӑл ҫынна пурӑннӑшӑн курайманпа пӗрех вӗт?
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Мӗншӗн-ха ҫынсене эсӗ юратнӑшӑн, юрланӑшӑн, ӗмӗтленнӗшӗн, савнисенчен е мӑшӑрӗсенчен ҫырусем кӗтнӗшӗн те тарӑхатӑн?
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Тулашса, вӗчӗхсе ҫӳриччен, ҫынсен ӗҫне, юратӑвне курса савӑн, микрорайон кунран-кун ӳсет вӗт-ха, каласам, мӗншӗн кӑмӑлсӑр эсӗ, Сергей Акимович?
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ҫук инкеке тупса, ҫук йӑнӑша шыраса, мӗн-ма хамӑр кӑмӑла пӑсатпӑр, чипер пурнӑҫах тӗксӗмлететпӗр, кала, Сергей Акимович, мӗн ҫитмест сана!
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
«Эх, ентешӗм!
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ялтан килнӗренпе Гаврил кӑмӑлӗ пуҫласа ҫӗкленчӗ, ҫынсемпе калаҫас килчӗ унӑн, Виссарион купӑсне, Иваҫ шӳтленине, Вальӑпа Крета юрланине итлес килчӗ; кӗрӗ те калӗ ак Акимова:
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Симӗс курӑкпа чечексӗр ҫуркунне пулмӗ, телейсӗр, ҫемьесӗр Римма пурӑнмӗ.