New
Петӗр ӑна пуҫласа тӗл пулнине аса илчӗ, аса илнӗ май ҫав чипер хӗрарӑма тепӗр хут тарӑхса ларчӗ: «Ухмах эс, халь те пурӑнаттӑн пурӑнма пӗлнӗ пулсан, ҫавнашкал хитре сӑнпуҫпа, тур панӑ кӗлеткепе те пурӑнма пӗлмерӗн вӗт!»
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Урине тата чисти ухмахах пуль…
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Петӗр пӑртак шухӑшларӗ те кӗлетрен хӑйсем валли татах икшер михӗ илсе тухма хушрӗ…
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
«Ҫавах пухура списать тутармалла, вунӑ кило-и е пин те вунӑ кило-и — пухушӑн пӗрех мар-и, сӑлтавӗ пур…» — ӑнлантарчӗ кӗлет хуҫи.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫав каҫхине Мӑкшӑ Макҫӑмӗ ун патне икӗ михӗ тырӑ хурса пычӗ.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ан тив, терӗ, ытти хӗрарӑмсем те курччӑр Петӗр кӑмӑлне хирӗҫлени ӑҫта ҫитерессине…
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Темиҫе хутчен пырса та хӑй ҫумне вырӑн сарса вырттарманшӑн тавӑрчӗ, ҫӗрле хӑй патне кӗртменшӗн «ӑс парса» илес терӗ.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫапла, тырӑ вӑрланӑшӑн мар.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Тӗрӗссипе, ун чух вӑл ӑна тырӑ вӑрланӑшӑн ҫурхи Хӑнтӑрта иштермерӗ, ҫав шӑтӑкран нумай юхтарайманнине пӗлмест мар, тата хӗрарӑм хӑй аллипе кӗлет пӗренине ӑҫтан-ха шӑтартӑр?
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Вуттине те ҫунашкапа туртма тивмӗччӗ…
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Пӗчӗк хӗрачипе иккӗшех пурӑнаканскере нумай кирлӗ-и?
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Хӑйӗнпе йӗркеллӗ пурӑннӑ-тӑк, ӑна тыррине те тупса паркалӗччӗ, ыттине те.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Чӑнах та, ухмах вӗт ҫав хӗрарӑм!
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Упӑшки пӗрех вӑрҫӑра вилнӗччӗ.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Каҫпа алӑк уҫса кӗртнӗшӗнех пӗтетчӗ-и?
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Акӑ, Каття амӑшӗн тахҫан мӗншӗн-ха ун кӑмӑлне ҫырлахтармалла марччӗ?
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Унсӑрӑн сана пурнӑҫ хӑех аяккалла сирсе хӑварать.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Туя Петӗрӗ тахҫан-тахҫанах ак ҫакна картсах хунӑ: пурнӑҫра, ҫӗр ҫинче — кашнин хӑй вырӑнӗ, апла-тӑк, кирек камӑн та ҫав вырӑнпа ҫеҫ ҫырлахмалла, шӑпа мӗн пӳрнине ним ҫуйӑхмасӑр туса пурӑнмалла.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Тен, кайрантарах партие те илӗҫ-ха, ӑна кун пек лару-тӑрура пӑртак тӑхтама ҫеҫ сӗннӗ райкомра.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Халь ӗнтӗ награда кӗтекен ҫыннах вырӑнтан кӑларма кирлӗ мар.