New
Асӑрхарӗ вӑл Курмышова, ҫапах ун ҫине пӑхмарӗ, тӗрӗсрех, ӑна асӑрхаманҫи пулчӗ, — саркаланарах, курсам мана, эсӗ вара троллейбус кӗт! тенӗн, мӑнаҫлӑн каҫӑрӑлса ларчӗ кӑна.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ҫара пуҫӑн, хӗрлӗ галстукпа.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
«Чайка» гастроном тӗлӗнче, урам леш енне куҫнӑ чух, сасартӑк курах кайрӗ: шурӑ «Волга» автомашинӑпа Акимов ярӑнса пырать!
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Чӑматанне вӑл кӳрше лартса хӑварчӗ те УПТКана — ҫурт-йӗр лартма кирлӗ стройматериалпа ытти хатӗрсене тупса-ҫитерсе паракан управленине ҫул тытрӗ.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Анчах килте пӗри те: Ульяна та, ачисем Митьӑпа Соня та ҫукчӗ.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Шупашкара килсе ҫитнӗ Александр Прокопьевич Курмышов чи малтан хӑйӗн хваттерне васкарӗ.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Мӗн илтнипе курни чунри ачаш хӗлӗхсене пырса сӗртӗнчӗҫ, — Пантиковӑн куҫҫуль тухрӗ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Кама та пулин тав тумаллах-ҫке унӑн.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Парӑр хӗре чунри савӑнӑҫне пӗлтерме.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
— Вӑл сире чунран тав тӑвӗ, эсир кирлӗ мар, ман тӳпе ҫук тесе ан турткаланӑр.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
— Итлӗр, — васкаса пӑшӑлтатрӗ Курмышов.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ҫав самантра вӗсене хирӗҫ Римма ыткӑнса-ярӑнса пычӗ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
— Пӗлместӗн-и мӗнлескерне?
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Мӗнлескер? — ыйтрӗ Пантиков, енчен енне пӗр тӗлӗнсе те ытараймасӑр пӑхса.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
— Паян уяв-им?
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Акӑшӗ ӑҫта? — Ай Атӑлта.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Шурӑ ҫуртсем енчен юрӑ илтӗнчӗ:
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
— Кӗҫех ак Гаврила та ирӗке кӑларӑпӑр.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
— Виссарион купӑс калать, маттур! — ӑнлантарчӗ Курмышов.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Столовӑй-клуб патӗнче рабочисем пухӑннӑ, темиҫе ҫамрӑк купӑс сассипе ташлаҫҫӗ.