Corpus of the Chuvash language

Short

«Паллах, хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтересси чи пӗлтерӗшлӗ приоритетсенчен пӗри пулса тӑрать. Ҫакӑ Хӗҫпӑшаллӑ вӑйсене ҫирӗп функцилени, вӗсен аталанӑвӗ, вӗсене хальхи техника тӗсӗсемпе, хӗҫпӑшалпа, боеприпассемпе тивӗҫтересси, фронт линийӗнче, ҫапӑҫу линийӗнче пирӗн патшалӑх интересӗсене хӳтӗлеме хӑйсен пурнӑҫӗпе сывлӑхне шеллемесӗр кӗрешекен пирӗн салтаксене пулӑшасси, паллах, вӗсен ҫемйисен членӗсене те», — тенӗ Путин Федераци Канашӗн пуҫлӑхӗпе Валентина Матвиенкопа тата Патшалӑх Думин председателӗпе Вячеслав Володинпа тӗл пулнӑ май.

Help to translate

Путин Раҫҫей хӑрушсӑрлӑхне чи пӗлтерӗшлӗ приоритетсенчен пӗри тенӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... en-3874744

«Ӑшӑ варкӑш» ум статьяра Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер ҫапла ҫырать: «Ачасен чун туртӑмне, кӑмӑл-туйӑмне питӗ аван туять ҫыравҫӑ. Ӑна вӑл кӗслеҫӗ хӗлӗхсене ҫепӗҫ пӳрнисемпе асамлӑн перӗнсе пире тыткӑнлакан сасӑ кӑларнӑ пек чӗрӗ те сӑнарлӑ чӗлхепе ҫырса кӑтартать. Альбина Исемпин чӗлхе ӳнерӗ, ман шутпа, хӑй ятарлӑ тӗпчеве тивӗҫлӗ. Ача-пӑча калаҫӑвӗнчи ҫӗнӗ сӑмахтӑваслӑх та, сӑнарлӑха палӑртаслӑх та ун пуплевӗнче шыв юхнӑ пекех ҫыпӑҫуллӑн та ҫыхӑнуллӑн пулса пыраҫҫӗ, чуна тыткӑнлаҫҫӗ».

Help to translate

«Пылак сухан» тата хаваслӑ ачасем // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Ҫие юлнине вӑрттӑнлӑхра епле упрамалли пирки канаш ыйтасшӑн-и е, — тур хӑтартӑр та кун пеккинчен! — «пире юрату ӗмӗрлӗхе ҫыхрӗ» тесе, ӑна хӑй ҫумне пӑталасах лартасшӑн мар пулӗ те, ан килӗш — парти райкомӗпе хӑратма тытӑнӗ; мӗнех тӑвайӑн, иккӗшӗ пӗрле ҫӳренисене пурте тенӗ пекех пӗлеҫҫӗ; эх, Валерий хӑй те тӑр-ухмахах ҫав — хӗре вӑхӑтра сивӗтме, ҫумран татӑклӑн пӑрма ӑс ҫитереймерӗ вӗт, вӑй выляса ҫитӗ, Римма, — манӑн урӑх ҫул, эсӗ — ирӗклӗ тенӗ пулсанах, ку хӗр Гаврилпа е урӑххипе ҫывӑхланатчӗ те, кунашкал калаҫу патне те ҫитсе тухмастчӗҫ.

Help to translate

1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

… Мукуҫ мучи, ферма тавралла витесене-мӗнсене пӑхкаласа, ют сас-чӗв пуррипе ҫуккине тимлесе ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн (Мукуҫ мучи — ӗне фермин каҫхи хуралӗ) пӳрте кӗчӗ те, хӑйӗнчен саманта та вӗҫертмен кукӑр пуҫлӑ самаях хулӑн туйине алӑк кутне сӗвентерсе хӑварса, каланкка ҫумӗнчи тӑрӑхла сак ҫине пырса ларчӗ, шӑлаварӗн шалпар кӗсйинчен тутӑр татӑкӗпе чӗркенӗ чӗлӗмне васкамасӑр кӑларчӗ те, енчӗкӗнчен махоркипе чӑпӑкне пӳрнипе пуса-пуса тултарса (енчӗкне мучи шӑлаварӗн тепӗр кӗсйине чиксе ҫӳрет), ҫӑра та йӳҫӗ тӗтӗме сипетлӗн паклаттарма тытӑнчӗ.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тата чӗлхеҫӗсем тури-анатри синонимсем тесе калакан сӑмахсене уҫӑмлӑ пӗлтерӗшӗпе ӑнлантарасчӗ: минтер — ҫемҫе, мамӑкран, ҫытар — хытӑ тӗкрен, ваттӑран, утӑран та тунӑ пуҫелӗк; «савни» — юратни, варли — ҫураҫса ҫывӑхланни; евчӗ — каччӑ тӑванӗсенчен хӗр енне килекенни, тупкӑчӑ — лайӑх пӗлекен хӗре хӑй тӑванне тупса параканни; турисен «масар» — йӑх-таврашӑн пӗрлехи пытару вырӑнӗ (мавзолей), «ҫӑва» — пытару вырӑнӗн пӗтӗм карти (кладбище); карттус — кулленхи, ялккас — уяври пуҫ тумӗ; каҫак — ача купарчи, нӗртӗк — черченкӗ (сентиментальнӑй)…

Help to translate

Ахах та ылтӑн-и вирьял чӗлхи? // Виталий Станьял. http://hypar.ru/cv/ahah-ta-yltan-i-viryal-chelhi-0

Революциччен чӑваш литература чӗлхинче усӑ курнӑ ҫавӑн пек ҫыхӑнусӑр терминсенчен тата ҫаксене кӑтартма пулать: автономия, администрация, амнистия, артиллерия, астрономия, батарея, буржуазия, ветеринария, география, геометрия, гимназия, дезинфекция, декларация, демократия, демонстрация, дивизия, династия, дипломатия, интеллигенция, история, комиссия, конкуренция, конституция, монархия, естествознание, самодержавие, управление, командующий, конституционный патшалӑх, политический ӗҫ, ограниченная монархия, конституционалисты-демократы.

Help to translate

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

Унсӑр пуҫне тата 4 ятарлӑ номинаци ҫирӗплетнӗ: «Цифровизаци тата экологи» — электронлӑ «ҫӳп-ҫапа» пӗтересси, кивӗ пайсенчен ҫӗнӗ гаджетсем тӑвасси, ҫынсен историйӗсем тата организацисен опычӗ; «Чӑваш Енри ИТ-специалистӑн карьери» — ИТ-специальноҫсен хисепӗ, ИТ-специалистсен аталану майӗсем, ИТ-специалистсен ӑнӑҫу историйӗсем; «Чи лайӑх ИТ-блогер» — цифра технологийӗсене уҫса паракан автор сайчӗсене тата блогсене аталантарасси; «Алӑран укҫапа мар тӳлекен Чӑваш Ен» — республикӑра пурӑнакансене алӑран укҫа памасӑр тӳлеме хӑнӑхтарасси.

Help to translate

Цифрӑллӑ Чӑваш Ен конкурс // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d1%86%d0%b ... %80%d1%81/

Раҫҫей ҫыравҫисен тата журналисчӗсен пӗрлӗхӗн, Чӑваш Республикин композиторӗсен ассоциацийӗн, Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗн членне, Алексей Талвир ячӗллӗ преми лауреатне ҫав кун Анатолий Кибеч, Лидия Сарине, Лидия Филиппова ҫыравҫӑсем, Светлана Дмитриева артистка, Чӑваш Республикинчи композиторсен ассоциацийӗн ертӳҫи Светлана Тяхмусова, Шупашкар район администрацийӗн экономика пайӗн пуҫлӑхӗ Людмила Софронова, Кӑшнаруй, Энтрияль ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем Владимир Максимовпа Алексей Лазарев тата ытти сумлӑ ҫынсем саламларӗҫ.

Help to translate

Янра, янра чун шӑнкӑравӗ // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d1%8f%d0% ... b0%d0%b2e/

Старостӑсемпе депутатсем умӗнче ялсемпе экономика обӑекчӗсенче ҫуркуннехи-ҫуллахи тапхӑрта пушар хӑрушсӑрлӑхне йӗркелессипе ял активӗпе пӗрле пурнӑҫламалли ӗҫсем пирки патшалӑх пушар хуралӗн районти уйрӑмӗн тата Красноармейскинчи 32-мӗш пушар чаҫӗн пуҫлӑхӗсем Б. Н. Федотовпа М. Н. Арсентьев, Чӑваш Республикин Президенчӗн «Чӑваш Республикинчи ялсенчи культура учрежденийӗсене аталантармалли мерӑсем ҫинчен» Указӗ хамӑр тӑрӑхра епле пурнӑҫа кӗрсе пыни ҫинчен культура, спорт тата ҫамрӑксемпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ А. Н. Лебедев каласа пачӗҫ.

Help to translate

Ялти пурнӑҫ старостӑран нумай килет // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.30

Ӗҫсемпе событисем Атӑл тӑрӑхӗнчи ялсемпе хуласенче, пуринчен ытларах Энӗш шывӗ тӑрӑхӗнчи вырӑнта, иртнӗ ӗмӗр вӗҫӗпе ҫак ӗмӗр пуҫламӑшӗнче пулса иртнине эпир романра кӑтартса панӑ ял-хула, хир-вӑрман, шыв-шур ячӗсенчен те сӑнласа панӑ, пӗтӗм ҫӗршыв пурнӑҫӗпе ҫыхӑнса тӑнӑ событисемпе пулӑмсенчен те куратпӑр: Варасӑр, Вӑлпуҫ, Минкӗш, Шӗмшер, Аманик, Пакӑш, Кармӑш, Шупашкар, Хусан, 1904 ҫулхи Российӑпа Япони хушшинчи вӑрҫӑпа ҫыхӑннӑ эпизодсем, 1905 ҫулхи Питӗр хулинчи юнлӑ вырсарникун, 1905–1906 ҫулсенчи чӑваш ҫӗршывӗнче пулса иртнӗ пӑлханусем т. ыт. те.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Спортсменсене ҫавӑн пекех ЧР спорт министрӗ Сергей Шелтуков, Олимп чемпионки Елена Николаева, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Петр Красновпа Кияметдин Мифтахутдинов, ЧР экологи министрӗ Сергей Павлов, Комсомольски районӗн ертӳҫисем Хасиятулла Идиатуллинпа Алексей Самаркин, ЧР спорт ветеранӗсен канашӗн председателӗ Василий Шоркин, СССР спорт мастерӗ, тӗнче категориллӗ судья Сергей Бронников, ЧР кире пуканӗ йӑтакансен федерацийӗн пуҫлӑхӗ Юрий Карпов, спортӑн тӗнче класлӑ мастерӗ, Европа чемпионӗ Сергей Яковлев тата ыттисем ӑнӑҫу сунчӗҫ.

Help to translate

Тимӗр вӑййи вӑйлисем валли // Андрей ПЕТРОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

«Темиҫе регионра ача садне ҫӳренӗшӗн тӳлемелли хак ӑнланмалла мар ӳснине асӑрхарӑмӑр эпир. Вӗрентӳ комитечӗ тӳлеве палӑртмалли меслете уҫӑмлӑ турӗ. Ҫавна май халӗ ашшӗ-амӑшӗ мӗншӗн тӳлени паллӑ – апатланушӑн тата хуҫалӑхпа йӑла пулӑшӑвӗн тӑкакӗсемшӗн. Ача сачӗсенче те улшӑнусем пур, халӗ вӗсен тупӑш налогӗшӗн 0% ставкӑпа усӑ курма май пур. Кунсӑр пуҫне эпӗ ашшӗ-амӑшӗн тӳлевне НДС-ран хӑтармашкӑн РФ Налог кодексне улшӑнусем кӗртме ыйтса пуҫарупа тухрӑм. Раҫҫей ҫемйисен ача сачӗсемпе усӑ курмашкӑн майсем пулмалла», – палӑртать Алена Аршинова.

Help to translate

Алена Аршинова: «Ҫынсемшӗн усӑллӑ пулмалла!» // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Район администрацийӗн Хисеп грамотине Л.Ф.Зарипова (Урмаел вӑтам шкулӗ), А.В.Константинова (Хирти Явӑш тӗп шкулӗ), И.Н.Анисимова (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ), Е.Н.Безрукина (Хырай ,нел вӑтам шкулӗ), М.Н.Николаева (Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗ), О.Н.Кондратьева (Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ), Г.М.Гайнуллова (Чӗчкен тӗп шкулӗ), В.Н.Ложкова (Шурут вӑтам шкулӗ), М.Н.Сапожникова (Нӗркеҫ вӑтам шкулӗ), Т.В.Соловьева (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ), А.Ф.Фасхутдинова (Асанкасси вӑтам шкулӗ), М.Н.Николаева (Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗ), Э.А.Хайртдинова («Радуга» ача сачӗ) тивӗҫрӗҫ.

Help to translate

Профессире ҫитӗнӳ тӑвакансене чысларӗҫ // А.АНТОНОВА. http://kasalen.ru/2022/10/07/%d0%bf%d1%8 ... 0%d1%80ec/

Ялта ҫуралса ӳснӗскер, 9-мӗш класс пӗтерсен профтехучилищӗне кайрӗ, унтан Антон Вурманов бригадине вырнаҫтарчӗҫ, вӑхӑчӗпе улттӑмӗш разрядла строитель пулса тӑчӗ, звено шанса пачӗҫ; ӗҫре, паллах, ним шавсӑр-хирӗҫмеллисӗр пулмасть, хушӑран субподрядчиксемпе, уйрӑмах сантехниксемпе, электриксемпе, хутшӑну ҫивӗчленсех каять, тавлашуллӑ ыйтусене Вурманов хӑех татса парать, ку ҫеҫ те мар — мӗн ыраттарнине, канӑҫ паманнине ялан тенӗ пекех Антон Антоновича ҫеҫ пӗлтернӗ, вӑл вара кирлӗ ҫӗрте ҫакӑн пирки сӑмах тапратнӑ, пуху-канашлусенче тухса калаҫнӑ.

Help to translate

1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

АПК аталанӑвне курӑмлӑ тӳпе хывнӑшӑн тата нумай ҫул вӑй хунӑшӑн Чӑваш ен Ял хуҫалӑх министерствин Хисеп Грамотипе «Агрохмельти» ӗҫчене Светлана Васильевана, «Кольцовка» агрофирмӑн гендиректорне Наталия Ермолаевана, Карл Маркс ячӗллӗ кооператив бухгалтерне Надежда Зайцевана, райадминистрацин тӗп специалистне Денис Константинова, Вӑрнарти аш-какай комбинатӗнчи оператора Елизавета Лесована тата выльӑх-чӗрлӗх пусакан цехра тӑрӑшакан Татьяна Платонована, Г. Спиридонов хресчен-фермер хуҫалӑхӗнчи Сергей Митрофанов механизатора наградӑларӗҫ.

Help to translate

Кӗр мӑнтӑрӗпе ларать хресчен кӗрекене... // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11575-k- ... n-k-rekene

Упӑшкин вилӗмӗ куҫа-куҫӑн пынӑ кӗрешӳре килни, ҫавӑнпа Веняшӑн ӑна пӗртте айӑпламанни ҫинчен те, хӑй ӑна вунҫиччӗрех, вӑйӑра пӗрремӗш хут ташлама чӗнсе кӑларнӑ хыҫҫӑнах савса пӑрахса, унтанпа самантлӑха та юратма чарӑнманни ҫинчен те, ывӑлӗ, Хӗлимун-кӗҫӗнни, килте чухне унпа чуна пусарса пурӑннӑ пулсан, вӑл вӗренме кайнӑ хыҫҫӑн пӗччен юлсан, халь ӗнтӗ Крапивин ҫинчен шухӑшламан, ӑна аса илмен ҫӗр те сайра пулнӑ тата ытти, тата ытти ҫинчен те пӗтӗмпех каласа пама шут тытрӗ вӑл, майлӑ самант тупӑнтӑрччӗ ҫех, вара чуна уҫса паратӑпах тесе шанса тӑчӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Паллах, ку тӗлелле, ҫиррӗмӗш ӗмӗрӗн 50-60 ҫулӗсенче, Совет Союзӗнче 30-мӗш ҫулсенче ҫӗкленнӗ пӗтӗм тӗн тӗнчине кисретекен, ишӗлтерекен-аркатакан урма-сурма «ҫил-тӑвӑл» самаях лӑшланнӑччӗ ӗнтӗ, анчах пӗтӗмӗшле халӑхӑн, уйрӑмах ҫитӗнсе пыракан ҫӗнӗ ӑрусен сӗмне, чун-чӗмне «тӗн вӑл халӑх ӑстӑнне минретекен сӗрӗм» текен ӑнлава тати-сыпписӗр сӑрхӑнтарас, унта цементлесе хытарас хавха халӗ те иксӗлмерӗ, сӳнмерӗ: Турра хирӗҫле пропаганда урӑх, ҫӗнӗ япаласемпе, витӗмлӗрех меслетсемпе ҫак ӗҫе «чӗрӗ сывлӑш вӗрсех тӑчӗ», «карласа ҫунакан кӑвайтах ҫавӑрчӗ»…

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сӑмахран, вырӑнти саккунсемпе мобилизациленнисен шкулсенче вӗренекен ачисене икӗ хутчен тӳлевсӗр апат ҫитерме тата вӗсене уйӑхсеренех Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн 2 пин тенкӗпе танлашакан стипендине уйӑрма, кружок-секцисенче хушма пӗлӗве тӳлевсӗрех пама, ача садике ҫӳренӗшӗн тӳлеврен хӑтарма, культурӑпа спорт организацийӗсенче ҫӑмӑллӑхсемпе тивӗҫтерме, ҫемье членӗсене ӗҫ тупса пама тата социаллӑ пособисем валли документсем хатӗрлеме пулӑшма, яллӑ вырӑнсенче ҫурт туянма-лартма илнӗ кредит проценчӗсен пайне тавӑрма тата ытти мерӑсене пӑхнӑ.

Help to translate

Мобилизациленнисем - тимлӗхрех // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11655-mo ... iml-khrekh

«Пирӗн кил-ҫуртӑн пӗлтерӗшлӗ пуянлӑхӗ вӑл – пирӗн ачасен сӑн-питӗнчи савӑнӑҫлӑ кулли. Вӗсем телейлӗ пулсан ашшӗ-амӑшӗ те телейлӗ. Паллах, уяв сӗтелӗ е ахаль чухне те пӗр сӗтел хушшине пухӑнни пире ҫывӑхлатать. Кун пек чухне калаҫмалли сахал мар, вӑхӑта савӑк ирттерме тӑрӑшатпӑр. Эпир – сывӑ пурнӑҫ йӗркишӗн, спорта юрататпӑр, пулла ҫӳреме кӑмӑллатпӑр. Хӗлле вара эпир пӗрле сӑртран ҫунашкапа ярӑнатпӑр. Пирӗн йыш пӗчӗкех мар, ҫавна май ҫуралнӑ кунсем те сахал мар. Ҫӗнӗ ҫул уявне вара кашниех чӑтӑмсӑррӑн кӗтет», – ҫапла каласа парать Надежда Васильева.

Help to translate

«Ача-пӑча сӑн-питӗнче йӑл кулӑ вылятӑр» // Роза ИЛЛАРИОНОВА. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/22137 ... l-vylyat-r

Халӑх писателӗ пуличчен малтан вӑл Етӗрне районӗнчи Ҫуткассинче ҫуралнӑ (ку событи 65 ҫул ӗлкӗрех пулнӑ), унтан, ытти пур ачасем пекех, утма вӗреннӗ, ултта кайсан парттӑ хушшине ларнӑ, ялти шкул хыҫҫӑн педтехникумра вӗренсе учитель ятне илнӗ, кайран Мускаври театр институчӗн литература факультетӗнче вӗреннӗ, Шупашкара таврӑнсан искусство учрежденийӗсенче ӗҫленӗ, унтан ӑна Совет Ҫарне илнӗ те, вӑл 1939 ҫулта шурӑ финсемпе ҫапӑҫса аманнӑ, Отечественнӑй Аслӑ вӑрҫӑ пуҫлансан каллех фронта кайнӑ, стрелковӑй рота командирӗ пулнӑ, дивизи хаҫатӗнче ӗҫленӗ.

Help to translate

Умсӑмах // Паллӑ мар. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 2 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed