Short
Районти уй-хирти ҫурхи ӗҫсем пирки райадминистрацин ялхуҫалӑх пайӗн ертӳҫи П.Тремасов, вӑрттӑн ӗҫлеве чакарас, ӗҫ укҫи тӳлемелли вӑрттӑн схемӑсене пӗтерес тӗлӗшпе район администрацийӗн экономика, пурлӑхпа ҫӗр хутшӑнӑвӗсен пайӗн ертӳҫи М.Павлова, пурте усӑ куракан автоҫулсене тытса тӑрассипе район администрацийӗн капиталлӑ строительство, пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пайӗн ертӳҫи Н.Петров чарӑнса тӑнӑ.
Ҫамрӑксене - ҫар ретне // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.04.20
Оборона министерствин тӗп архивӗнче эпир Алексей Филипповича «Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр» ордена мӗншӗн пани ҫинчен ҫырса хунине тупрӑмӑр: «Во время прорыва обороны противника в районе местечка Ракув (Польша) 12.01.45 г. огнем своего миномета уничтожил три пулемета, разрушил наблюдательный пункт и подавил огонь одного орудия на прямой наводке. В составе батареи отбил контратаку противника и уничтожил до отделения пехоты противника».
Алексей Егоров — пилӗк орден кавалерӗ // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... n-kavaler/
Кӗнекере ҫакӑн пек ҫырнисем пур: «Интересно отметить, что среди известных нам бойцов 333-го полка чуть ли не треть — выходцы из Ибресинского района. Это Федор Авдеев, Иван Васильев, Борис Григорьев, Лазарь Данилов, Дмитрий Зиновьев, Алексей Евграфов, Алексей Краснов, Александр Лазарев, Иван Малышев, Илья Матвеев, Егор Максимов, Иван Мешков, Павел Попов, Константин Родионов, Федор Степанов, Иван Толстов и Мефодий Степанов».
Аттесен ҫулӗпе… аттесен йӗрӗпе… // Надежда Кириллова. https://chuvash.org/blogs/comments/5620.html
Татӑлсах йӗчӗ Ула Тимӗр арӑмне юлашки ҫула ӑсатнӑ май, пӗтӗм халӑх умӗнче: «Тӑпру ҫӑмӑл пултӑр, Полина… Пӗлетӗп: эпӗ те айӑплӑ сан умра. Каҫар. Уйӑхпа хӗвел умӗнче тупа тӑватӑп: сана эпӗ юлашки сывлӑш тухичченех чӗрере упраса, яланах асӑнса пурӑнӑп… Санӑн яту, санӑн сӑнару яланах манӑн пурнӑҫ ҫулне яр ҫуттӑн ҫутатса тӑракан ҫӑлтӑр пек пулӗ. Ҫӗр ҫыртса калатӑп: урӑх нихӑҫан та никампа та ҫемье ҫавӑрмӑп…», — тесе чунлашрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Арӑмне сахалтарах ӗҫлеттерес тӗллевпех гастрономи магазинӗнче яшка пӗҫермелли, кантрашка карчӑкӗ каларӑшле, ҫурма хапрӑк-катлитсем, кукли пӗҫермеллисем туянчӗ, колхозӑн хваттерне кӗртсе хучӗ те парикмахерскине кайрӗ, ҫӳҫ кастарчӗ, сухал хыртарчӗ, чи хаклӑ одеколонпа ҫӳҫ-пуҫне, пит-куҫне сапма хушрӗ, парикмахера, яла пырсан, хӑйсем патне хӑнана кӗме сӗнсе, хваттерне таврӑнчӗ, лашине шӑварчӗ, кӳлчӗ, хуларан тухса кайрӗ.
Ачапа вилӗм // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 157–165 с.
Чыслава шалти ӗҫсен районти пайӗн пуҫлӑхӗн заместителӗ Лилия Забирова, асӑрхав тата профилактика ӗҫ-хӗлӗн районти уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Алексей Петров, «Вӑрнар район патриочӗсем» обществӑлла пӗрлӗхӗн председателӗ Ярослав Никифоров, «Ҫарти тӑванлӑх» организацин Вӑрнар енчи уйрӑмӗн ертӳҫин ҫумӗ Юрий Никифоров тата ыттисем хутшӑннӑ, вӗсем мероприяти ҫӳллӗ шайра иртнине, ҫамрӑк ӑру ӑмӑртӑва тӗплӗн хатӗрленнине ҫирӗплетнӗ.
Ҫамрӑк патриотсем - кӑтартуллӑ смотрта // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11890-ca ... ll-smotrta
Марафона хутшӑнас текенсем фондӑн расчет счечӗ ҫине ҫак реквизитсемпе укҫа куҫарма пултараҫҫӗ: Чувашское региональное отделение Общероссийского общественного благотворительного фонда «Российский детский фонд» расчетный счет / 40703810075220160067 в Чувашском Отделении / 8613 ПАО Сбербанк г. Чебоксары БИК 049706609 к/с 30101810300000000609 ИНН 2128005408, КПП 213001001. «Назначение платежа» тенӗ ҫӗрте «Урмарский муниципальный округ» тесе палӑртмалла.
Ачасене пулӑшасси — пӗрлехи тӗллев // Вӑрмар тӑрӑхӗ. http://gazeta1931.ru/urmary/12003-achase ... khi-t-llev
Хальхинче Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн 2012 ҫулхи сентябрӗн 5-мӗшӗнчи 428-р номерлӗ хушӑвӗпе килӗшӳллӗн «Ӗҫ ветеранӗ» хисеплӗ ята Раиса Васильевна Абрамова, Зоя Николаевна Андреева, Виталий Арсентьевич Вадейкин, Юрий Харитонович Голицын, Валентина Петровна Краснова, Николай Витальевич Морозов, Ираида Львовна Павлова, Любовь Марровна Прокопьева, Николай Семенович Семгайкин, Людмила Сергеевна Шишкова тивӗҫрӗҫ.
Ӗҫ ветеранӗсем // Пирӗн пурнӑҫ. Пирӗн пурнӑҫ, 2012.09.08
«Нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫакӑн пек пысӑк пулӑшу кӳнӗшӗн Чӑваш Республикин Правительствине пысӑк тав сӑмахӗ калатпӑр. Пире мӑшӑрӑмпа иксӗмӗре ҫурт-йӗр туянма йывӑртарах пулатчӗ. Ҫӗнӗ хваттерте аслӑ ачасем пурӑнӗҫ. Аслӑ ывӑлӑмӑр Даниил вӗренсе тухнӑ ӗнтӗ, строительство сферинче ӗҫлет. Хӗрӗмӗр Дана кӑҫал повар-кондитер дипломне алла илчӗ, вӑл ҫак профессинчех вӑй хурасшӑн», — каласа парать 5 ача амӑшӗ Ольга Вениаминовна.
Халӑхӑн пурнӑҫ пахалӑхӗ – тӗп приоритет_35 (11022) // Вӑрмар тӑрӑхӗ. http://gazeta1931.ru/gazeta/12387-numaj- ... -timl-khre
Иртнӗ виҫ-тӑватӑ ҫул хушшинче кӑна Шупашкарта Вильям Шекспирӑн «Ромеопа Джульетта» (П. Хусанкай куҫарнӑ), «Отелло» (А. Кӑлган куҫарнӑ) трагедийӗсем, Виктор Гюгон «93-мӗш ҫул» романӗ, Венгри, чехсемпе словаксен, арабсен калавӗсем, «Пӑлхар поэзийӗ», А. С. Пушкинӑн «Русланпа Людмила» юмахӗ, М. А. Шолоховӑн «Уҫнӑ ҫерем» романӗ, Александр Твардовскин «Василий Теркин» (Г. Айхи куҫарнӑ) т. ыт. нумай-нумай кӗнекесем пичетленсе тухрӗҫ.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
«Кунта асӑннӑ объект пирки кӑна сӑмах пымасть, ытти объектсем ҫинче те строительство ӗҫӗсене тарӑн тишкермелле, кӑлтӑксем кӑларса тӑратма юрамасть, ҫитменлӗхсене ҫийӗнчех пӗтерсе, графикпа килӗшӳллӗн палӑртса хунӑ ӗҫсене туса пымалла. Нумай хваттерлӗ ҫуртсем таврашӗнчи ҫулсене юсав ирттернӗ чухне те тимлӗ пулмалла, халӑхӑн пуҫаруллӑ проекчӗсене вӑхӑтра тата туллин пурнӑҫлама тӑрӑшмалла», — тенӗ вӑл сӑмаха ҫавӑрса.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Граждански урамӗнчи ӗҫсен производствин графикне пӑхӑнассине тивӗҫтерме ыйтнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/05/16/chav ... ecsen-proi
1942 ҫул. Ҫулла. Ҫывӑрма выртсан пӗрле вӗреннӗ юлташӑмӑр килне килсе кайма шут тытнӑ. Ирхине ирех каялла таврӑнма пулнӑ. Ашшӗ МТС директорӗнче ӗҫленӗрен автомашинӑпа ӑсатса ярасса ӗмӗтленнӗ. Анчах вӑрманта ӑна патруль тытнӑ. Докуменчӗсем пулман. Чаҫрен ирӗк памасӑр ҫула тухнӑшӑн ҫар трибуналӗпе ӑна персе вӗлерме йышӑннӑ. Приговор вӑя кӗнӗ. Ирӗк илмесӗр тухса кайма юраманни ҫинчен мӗншӗн ашшӗ-амӑшӗ маларах ӑнлантарман-ши?
Аса илӳсем, виҫ кӗтеслӗ ҫырусем // Эвелина КАРЯГИНА. https://avangard-21.ru/gazeta/52931-asa- ... sl-cyrusem
— Сисмен мар эпӗ, сиснӗ, чухланӑ; туяттӑнччӗ эсӗ манра тем вӑрттӑнни, йӑпӑр-япӑрах калама юраманни упраннине, туяттӑнчӗ те нимӗн те апла-капла шарламастӑнччӗ, кӗтеттӗнчӗ, шанаттӑнччӗ, ахӑр, хамах пуҫласа сӑмах тапратасса, — Христина калаҫӑвне такӑнтарчӗ те умӗнчи темӗн тӗлсӗр-палсӑра вичкӗннӗн тинкерчӗ, унтан, авӑкран, пурнӑҫ ҫиппине ҫав тӗлсӗр-палсӑртан сӗвем-сӗвемӗн сӳтӗлтернӗн, шӑппӑн, чӗри ыратнӑн шӑкӑлтатса кайрӗ.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Йывӑрлӑха лекнӗ ҫынсене, ҫав шутра ҫул ҫитмен сусӑрсене, тӑнӑҫсӑр ҫемьесенче ҫитӗнекенсене, хӳтте илеҫҫӗ: вӗсен заявленийӗсене е медицина, вӗренӳ е социаллӑ тытӑма кӗмен ытти учреждени пӗлтернине тӗпе хурса вӗри апатпа, ҫимӗҫ пуххипе, тумпа, атӑ-пушмакпа тата куллен кирлӗ япалапа тӳлевсӗр тивӗҫтереҫҫӗ, вӑхӑтлӑх кӗтес тупса параҫҫӗ, ирӗкӗсене хӳтӗлемешкӗн юридици, психологи тата ытти пулӑшӑва илмешкӗн май туса параҫҫӗ.
Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
Апрелӗн 25-мӗшӗ тӗлне «Родина» ООО 170 гектар, «Слава картофелю» агрофирма 109 гектар ҫурхи тулӑ, «Труд» ЯХПК 50 гектар «Урожай» колхоз 45 гектар, «Слава» ЯХПК 44 гектар урпа, «Труд» ЯХПК 30 гектар сӗлӗ, «Дружба» ЯХПК 50 гектар рапс, «Слава картофелю» агрофирма 34 гектар, Шарафутдиновӑн тата «Кызыл сабанча» фермер хуҫалӑхӗсем 10-шар гектар горчица, «Искра» колхоз 50 гектар пӗр ҫул, «Дружба» ЯХПК 11 гектар нумай ҫул ӳсекен курӑксем акнӑ.
Ака-суха вӑй илсе пырать // Минзаит Зайнуллин. http://kasalen.ru/2024/04/26/%d0%b0%d0%b ... %82%d1%8c/
Ведомство специалисчӗсен аудичӗ, «вӑрттӑн» пациентсен хутшӑнӑвӗсем тата министерство ертӳлӗхӗ сиплев организацийӗ ҫумне ҫирӗплетнӗ халӑхпа тӗл пулни чылай ҫитменлӗхе тупса палӑртрӗ: пациентсем регистрацие телефонпа шӑнкӑравлайманни, йышӑну черетӗнче нумай кӗтме тивни, поликлиникӑри тата пӗтӗмӗшле практика врачӗн Красин урамӗнче вырнаҫнӑ офисӗнчи условисем чылайӑшне тивӗҫтерменни ҫинчен пӑшӑрханса пӗлтернӗччӗ.
«Чир те сирӗлнӗн туйӑнать…» // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№
— икӗ стерильлӗ пулман медицина маски; — стерильлӗ пулман икӗ мӑшӑр медицина алшӑллийӗ, вӗсен пысӑкӑшӗ Мран кая мар пулмалла мар; — чӗре-ӳпкене пӗр хут ҫӑмӑл реанимаци тумалли маска (хатӗр) — юн юхма чаракан жгут; — марля медицина е эластика бинчӗ, 3 штук; — 2×500 см пысӑкӑш рулонлӑ лейкопластырь; — стерильлӗ медицина салфеткисем, 2 упаковка; — 160 см x 210 см пысӑкӑшри изотермичный ҫӑлӑнӑҫ утиялӗ; — бинт материалне касма хачӑ.
Аптечкӑсен составӗ улшӑнӗ // Римма Мавлютова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... ostav-ulsn
1923 ҫулта Чӑваш писателӗсен пӗрремӗш конференцийӗнче «Чӑвашсен литература чӗлхи епле пулмалла» ыйтупа тунӑ докладӗнче Юман чӑваш терминологине чӑваш чӗлхин хатӗрӗсемпех аталантарма май пурри ҫинчен ӗнентерме тӑрӑшнӑ, чӑваш пурнӑҫне ҫӗнӗрен кӗрекен политикӑпа культура, наукӑпа техника, ялхуҫалӑх ӑнлавӗсене, ҫӗнӗ хатӗрсемпе япаласене палӑртма тахҫан манӑҫа тухнӑ архаизмсене чӗртсе ҫӗнетме е ҫӗнӗ сӑмахсем тума чӗннӗ.
Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.
Урама тухсанах, Степан хӗре шӳтлӗн-мӗнлӗн мухтаса илчӗ: лайӑх комсомолка пуль-ха вӑл, йӗркене пӑсмарӗ, — итлерӗ каланине, уҫӑлса кӗрсен, курӗ-ха ак, кӑмӑлӗ те уҫӑлӗ, ыйхӑ та килӗ, ку ҫеҫ-и, тӗлӗкне те ыррине курӗ, мӗн тесен те, йӗкӗтпе ҫӳрет вӗт-ха; ҫаплах, ара, вӑл агитатор анчах мар, йӗкӗт те; ну, паллӑ ӗнтӗ, Степанӑн хӑйӗн те кӗҫӗрхи тӗлпулу хыҫҫӑн кӑмӑлӗ ҫӗкленӗ, мӗн тесен те, хӗрпе ҫума-ҫумӑн ҫӳрет вӗт-ха, хӗрӗ тата мӗнлескер!..
6 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
«Нӑрваш ялӗ пысӑкчӗ. 1005 килти, 17 колхоз бригадинчи ҫынсене пӑхса тӑмаллаччӗ (кӳршӗ ялсене те шута илнӗ пулмалла). 1945 ҫулта 60 ача ҫуратма пулӑшса, пурте чӗрӗ-сывӑ ҫитӗнчӗҫ. Ҫӗнтерӳ кунӗнче яланхи пекех килсем тӑрӑх ҫӳреттӗмччӗ. Амбулаторине таврӑнсан хӗрсем сӗтел ҫине праҫникри пек юр-вар хатӗрленине асӑрхарӑм. Вара вӑрҫӑ пӗтни ҫинчен пӗлтерчӗҫ. Ҫав тери савӑнӑҫлӑ кун пулчӗ пуриншӗн те»,— каласа парать мухтавлӑ ентешӗмӗр.
Тепӗр ентеш-ветеран 101 ҫулта // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... 101-culta/


