Short
Анчах Полина пурӑнакан яла пырасси, савнийӗпе курса калаҫасси ниепле те пулаймарӗ: вӑхӑта тин ҫеҫ урине мӑн ҫул ҫине пуснӑ ҫамрӑк каччӑ ҫине йӑтӑннӑ пӗр тӑхтаса тӑмасӑр тумалли, пурнӑҫламалли ӗҫсем-хӗлсем сӑптӑрса-сӑхса илчӗҫ (ҫӑкӑрӗ те, укҫи-тенки те ҫӳлтен тӑкӑнса тӑмасть, ҫи-пуҫӗ те ҫын ҫине тухмалли кирлӗ, килти хуҫалӑха тӑн-тӑн тытса пурӑнасси те тӑкаксӑр пулмасть).
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ӑна, Ярусова, Вурманов ҫине тӑнипе, Акимов ирӗкӗсӗрех постройком стройуправленири Хисеп хӑми ҫине кӗртме йышӑннӑ иккен, вӑл ертсе пыракан звенона, ҫулталӑк пуҫланнӑранпах пысӑк тухӑҫлӑх кӑтартать тесе, стройуправленире малти вырӑн пама йышӑннӑ та хӑйне те, Ярусова эппин, лайӑх енчен палӑртас тенӗ, ку юрӗ-ха, енчен те Ярусов звени ку кӑтартусемпе трестра та мала тухсан?!
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ҫӗнӗ Шупашкарта «Шупашкарти ҫурт-йӗр тӑвакан комбинат» тулли мар яваплӑ обществӑн тимӗр-бетон хатӗрӗсем туса кӑларакан завочӗ, Шупашкарпа хула ҫывӑхӗнче пурӑнакансене ӗҫмелли таса шыв парса тӑракан «Заовражная» станци тӗпне тасатакан сооружени, Вӑрнар районӗнчи Малтикас ялӗнче поселокри аш-какай комбиначӗн 1000 ӗне вырнаҫмалӑх комплексӗ, ытти предприяти хута кайнӑ.
Тупӑшлӑ предприятисем нумайланнӑ // В.ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.06.28, 100№
Сасартӑк партин хула комитечӗн секретарӗ Фролов шӑрханчӗ, унтан виҫҫӗмӗш стройучастокри ӗҫсемпе интетина больничнӑй хуптармасӑрах ӗҫе тухма тивнӗшӗн пӑшӑрханчӗ, унтан виҫҫӗмӗш стройучастокри ӗҫсемпе интересленчӗ, ну, сывалӑр, Михаил Григорьевич, ан чирлӗр тесе калаҫӑва вӗҫлесси палӑрсан, Пятин тарӑхса кайрӗ: Никулина мӗншӗн унран маларах хунине каласшӑн та мар вӗт!
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Вӑрмар округӗнчи сасӑлава тӑратнӑ объектсем: Ленин урамӗнчи сквер /интернационалист-салтаксене тата Ҫӗнтерӳҫӗ-салтак ячӗпе лартнӑ асӑну палӑкӗсен территорийӗ\, Вӑрмар поселокӗнчи Свердлов урамӗнчи парк, Кивӗ Вӑрмар ялӗнчи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра пуҫӗсене хунисене асӑнса лартнӑ палӑк умӗнчи лаптӑк, Раҫҫей Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсене асӑнса лартнӑ Мӑнҫырма ялӗнчи аллея.
Тӗрлӗ енлӗ ӗҫ пурнӑҫланать // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11927-t-rl-e ... urn-clanat
«Паянхи ӑмӑрту ҫӳллӗ шайра иртрӗ. Илемлӗ те чаплӑ керменте спортсменсене хатӗрленме тата судьясемпе тренерсене ӗҫлеме лайӑх услови туса панӑ. Залра хӑтлӑ пулни хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартма тухакан кашни хӗрпе каччӑшӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ. Ку ӑмӑртура мала тухакансем тӗнче чемпионатне хутшӑнӗҫ», - пӗлтерчӗ РФ Спорт аэробикин федерацийӗн президенчӗ Марианна Масленникова.
Илемлӗ спорт тыткӑнлать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№
Пӗррехинче, уҫӑ вӑхӑтра, Ула Тимӗр, юлташӗнчен велосипед илсе, Полина пурӑнакан яла ҫитсе ҫаврӑнма та шутланӑччӗ, анчах, каптӑркка, начар-нӗчӗр ҫи-пуҫлӑскер, пурнӑҫ ҫулӗпе алла-аллӑн утма картса хунӑ савнийӗ умӗнче сайра, ҫемҫешке тӗклӗ ҫамрӑк автан пек курӑнма вӑтанчӗ, ӗҫҫи вӑхӑтӗнче хӗрӗн ашшӗ-амӑшӗ те ӑна ӗҫрен пӑрӑнса ҫӳрекен тӗккеленчӗк вырӑнне йышӑнасран шикленчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
30-мӗш ҫулсенче Прогноз институчӗн терминологи комиссийӗ ҫак сӑмахсене ятарлӑ литературӑра (терминологи системинче) кашнине хӑйне уйрӑм пӗлтерӗшпе йышӑнма сӗннӗ: снежный — юртан тӑракан япалана е юр япалана палӑртакан термин, тӗсл.: снежный покров, снежная лавина т. ыт. те; снеговой — юрпа ҫыхӑннӑ ӑнлава палӑртакан термин, тӗсл.: снеговая линия, снеговое питание т. ыт. те.
Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.
Чӑваш Ен стоматологӗсем ӑсталӑхӗпе, пултарулӑхӗпе Челябинск, Белгород, Омск, Волгоград, Мускав, Екатеринбург хулисенчен, ытти хуларан килнӗ шӑл тухтӑрӗсенчен иртме пултарнинче, паллах, «Дент-а-мед» клиника ертӳҫин тӳпи пысӑк: Юрий Зорин тӗп тухтӑр ӗҫ-хӗле йӗркелеме пӗлнинчен, коллективри кашни ӗҫчене пулӑшса пынинчен тухтӑрсем вӑл е ку енӗпе ҫитӗнӳ тӑвасси нумай килет.
«Дент-а-мед» тухтӑрӗсен ӗҫӗ — ҫӗршывра чи лайӑххи! // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
1967-1979 ҫулсенче Тутар АССРӗн сывлӑх сыхлавӗн министерствин судпа медицина экспертизин бюровӗнче эксперт, 1979-1984 ҫулсенче СССР сывлӑх сыхлавӗн министерствин врачсен пӗлӗвне аталантаракан тӗп институтӗнче медицина кафедрин ассистенчӗ тата аслӑ преподавателӗ, 1984-1988 ҫулсенче РФ сывлӑх сыхлавӗн министерствин судпа медицина экспертизин тӗп бюровӗнче эксперт пулса ӗҫленӗ.
Пирӗн ентешсем // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/52463-pir- ... teshsem-32
«Паян пирӗн мероприятире пӗрремӗш хут пулнисене эпӗ чӗререн ӑмсанатӑп, ҫак формат сире килӗшессе шанатӑп. УГНТУ стенисенче слэм иртнӗренпе вӑл ӳссе, калама ҫук класлӑ пулса тӑчӗ, кашнинчех лайӑхланса та лайӑхланса пычӗ. Сирӗн пек университетсене пула Уфари наука ҫапӑҫӑвӗсем ҫӗнӗ шая тухаҫҫӗ», - палӑртнӑ Science Slam Russia Ассоциаци правленийӗн председателӗ Виктория Дерябина.
Уфара Science Slam "Нефть 2030" иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... tn-4034500
Ҫак вывод, тӳрӗ лини тӑрӑх пулакан икӗ пӗртикӗс движенин хӑвӑртлӑхӗсене хушас пирки каланӑскер, пур тӗрлӗ движенисемшӗн те тӗрӗс пулать, мӗншӗн тесессӗн хӑвӑртлӑха кирек хӑҫан та тӳрӗ лини татӑкӗпе кӑтартаҫҫӗ; движенисем пӗртикӗс движенисем пулмасан, вӗсен кашни самантри хӑвартлӑхӗсене улшӑнми хӑвӑртлӑхсем тесе шутлама пулать, вара, маларах кӑтартнӑ пек, хушма юрать.
3. Движенисене хушасси // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Япалана икӗ горизонтальлӗ тӳремҫи хушшине мӗнле те пулин хуҫкаланчӑк лини тӑрӑх, тӗслӗхрен, АВСDЕF лини тӑрӑх хӑпартмалла пулсан, вара хуҫкаланчӑк линин пӗрремӗш АВ сыппи тӑрӑх хӑпартнӑ чухнехи ӗҫ АВ₁ вертикальпе хӑпартнӑ чухнехи ӗҫпе пӗртан пулать; иккӗмӗшӗ BC сыппи тӑрӑх хӑпартнӑ чухнехи ӗҫ В₁С₁ вертикальпе хӑпартнӑ чухнехи ӗҫпе пӗртан пулать тата малалла та ҫаплах.
Ансат механизмсем ҫинчи вӑйсен равновесийӗн условийӗсем тата вӑл механизмсем ҫинчи ӗҫсен законӗ // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Чӑвашла куҫарнинче икӗ кӑлтӑк пурри уҫҫӑнах курӑнать: пӗрремӗшӗнчен, пӗтӗм тӗнчери конструкци «всех стран» тенине мар, «находящиеся во всем мире» тенине пӗлтерет, мӗншӗн тесен ҫӗршыв сӑмах вырӑнне тӗнче сӑмахпа усӑ курнӑ, иккӗмӗшӗнчен, пролетарии всех стран конструкцие куҫарнӑ чух -ри сегментпа усӑ курни вырӑнлӑ мар, мӗнпур ҫӗршыв пролетарийӗсем тесе куҫармалла пулнӑ.
Япала ятне вырӑн тата вӑхӑт тӑрӑх ӑнлантаракан определенисем ҫинчен // И. П. Павлов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 22–44 с.
Молекулӑсем пӗр-пӗрин патне пӗр паллӑ хушӑран ытларах ҫывхарсан, молекулӑсем пӗр-пӗрне тивни вӗсем пӗр-пӗрне хӑйсенчен тартнӑ формӑллӑ пулса тӑрать (тартни пӗр япалара ытларах, тепӗр япалара сахалтарах); япаласенче вара, вӗсене тулашӗнчен тивесси пӗтсен, вӗсен пӑсӑлнӑ формине е калӑпӑшне ӗлӗкхи пек туса хума пултаракан вӑйсем, тапӑм вӑйӗсем текенскерсем, пулса тӑраҫҫӗ.
4. Механикӑлла энерги // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Палӑртнӑ кун ҫӗнӗ ертӳҫӗне Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Леонид Черкесов, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин, Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополитчӗ Савватий, Шупашкар хулин Хисеплӗ гражданинӗсем: Наталия Партасова, Морис Яклашкин ӑшшӑн саламланӑ, ӗҫре ҫитӗнӳсемпе палӑрма вӑй-хӑват, пуҫаруллӑ проектсене пурнӑҫа кӗртме хавхалану суннӑ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Шупашкар хулин ҫӗнӗ пуҫлӑхне саламланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/10/19/chva ... -hulin-cen
Ҫак шухӑша палӑртасшӑн пулмасӑр, Анатоли аллине сулчӗ те каллех алӑк хӑлӑпне тытрӗ, хӗре куҫранах пӑхса: — Эх, Валинкка тусӑм, Ҫӗр Ҫӑлкуҫра манӑн унран темиҫе хут хытӑрах юратнӑ, унран темиҫе хут ҫывӑхрах, кирлӗрех ҫынсем те питӗ нумай. Ӑнлантӑн-и? — терӗ; унтан Валинкка — темшӗн кӑмӑлсӑрланса ӗнтӗ? — ача чухнехи йӑлипе, тутине тӑснине курсан, чӑтаймарӗ, сасӑпах кулса ячӗ:
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Владимир Садай. В. Л. Садай. Ҫӗр ҫалкуҫ: повеҫсемпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 184 с. — 3–101 с.
В.Путин ҫак ыйту ҫинче чарӑнса тӑнӑ май медицинӑпа ҫыхӑннӑ расхутсем ҫумне палӑртнинчен тата 550 миллирад тенкӗ укҫа уйӑрма планланине (автотранспорт, техника, оборудовани туянма, ҫӗнӗ учрежденисем хӑпартма), ҫавӑн пекех онкологипе кӗрешессине наци проекчӗ шайӗнче пысӑк тимлӗх уйӑрнине пӗлтерчӗ, чӗресемпе сосудсен чирӗсемпе кӗрешессипе ырӑ улшӑнусем пулнине палӑртрӗ.
Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн В.В.Путинӑн журналистсемпе ирттернӗ пресс-конференцийӗн хаклавӗ // Хӗрлӗ ялав. http://gazeta1931.ru/urmary/3670-ra-ej-f ... -n-khaklav
Патша тӳре-шарипе улпут-хуҫасене хирӗҫ ҫапӑҫӑва ҫӗкленнӗ чӑваш ӗҫ ҫыннисом майлӑ пулса, «Шупашкарти хӑма ҫуракан савӑтри рабочисем те ӗҫе пӑрахнӑ», Атӑлкасси ҫывӑхӗнчи салари вырӑс хресченӗсем те, Атӑл урлӑ чӑвашсемпе кӳршӗлле пурӑнакан мари хресченӗсем те чӑвашсем мӗн ыйтнине ырлаҫҫӗ, вӗсемпе пӗр кӑмӑллӑ пулса тӑраҫҫӗ, май ҫитнӗ таран вӗсене кӗрешӳре пулӑшса пыраҫҫӗ.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Кил-хуҫасӑр чӗрчунсем пирки – 17 процент, транспорт енӗпе 11 процент, спорт ыйтӑвӗсем – 11 процент, хула хутлӑхне хӑтлӑлатассипе – 8 процент, ҫул-йӗр ыйтӑвӗсем – 6 процент, ЖКХ – 6 процент, ҫурт-йӗр – 5 процент, социаллӑ сфера – 4 процент, ҫут ҫанталӑк ыйтӑвӗсем – 3 процент, сывлӑх сыхлавӗ – 2 процент, электроэнергетика – 2 процент, хӑрушсӑрлӑх – 1 процент, финанс енӗпе 1 процент.
130 минут пулнӑ тӳрӗ эфир вӑхӑтӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев халӑха кӑсӑклантаракан ыйтусем ҫине хуравланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/09/15/130- ... h-oleg-nik


