Corpus of the Chuvash language

Short

Шухӑшланӑҫемӗн пурнӑҫпа кунҫул умӗнчи тӗп тивӗҫӗ уҫӑмлансах пычӗ: мӗн вӑй ҫитнӗ таран, мӗн пултарнӑ таран, чӗри тапма чарӑничченех Наҫтаҫсене-Риммӑсене Акимовпа Красинов пеккисенчен хӳтӗлемелле, — Риммӑсене-Наҫтаҫсене пулӑшса, тӗрек парса пымалла; ҫак тивӗҫе вӑл ӗмӗрӗпех асра тытса, ҫак тивӗҫе тӗпе хурса пурӑнӗ вӑл, ӑна ку ӗҫре юрату вӑй-хӑват, тӗрек кӳрӗ.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Раҫҫейри Педагог тата наставник, Чӑваш Енри Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне чаплӑн уҫма Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Александр Осипов, округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ — вӗренӳ пайӗн начальникӗ Юрий Митюков, округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, ача прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Мария Илларионова хутшӑнчӗҫ.

Help to translate

Педагогсемпе ачасене телейлӗ ҫулталӑк кӗттӗр // Л.ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d0%bf%d0%b ... %b0%d0%bb/

Район пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвӗсене «Цильна» обществӑн директорӗ Барис Гафуров, «Ҫӗпрел Рассвет Агро» обществӑн ӗҫ тӑвакан директорӗ Алексей Копанев, «Низамов А.А.» хресчен-фермер хуҫалӑхӗн пуҫлӑхӗ Альберт Низамов, «Бикчуров Р. А.» хресчен-фермер хуҫалӑхӗн пуҫлӑхӗ Равиль Бикчуров, «Махмутов И.Ф.» хресчен-фермер хуҫалӑхӗн пуҫлӑхӗ Ильмир Махмутов тивӗҫлӗ пулчӗҫ.

Help to translate

Район, Республика кунӗнче // Римма Мавлютова. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... ika-kunnce

Унта тӗрлӗ номинацисенче «Радуга» ача сачӗн воспитателӗ Диля Зинятуллина, уйрӑм предприниматель Олег Кашкаров, Комсомольскинчи тӗп больницӑн акушер-гинекологӗ Ирина Тяканова, «Кӗтне» спорт шкулӗн директорӗн ҫумӗ Петр Порядков, «Асаново» ЯХПКн ферма заведующийӗ Эльза Таркина, «Мишар» халӑх ансамблӗн ертӳҫи Ильнар Хисамов тата Николай Чернов мала тухнӑ.

Help to translate

Хастар та активлӑ ҫамрӑксене чысланӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d1%85%d0%b ... %bd%d3%91/

Тырӑсене пӗлтӗр те чипер пухса кӗрсен, кӗр тыррине акса, ҫӗртме сухи туса пӗтерсен, хӗле кӗриччен, колхозри пӗтӗм техникӑна, ҫав путсӗр Лаптев калашле, массӑллӑн юсама пуҫличчен, Анатоли мастерскойне татах та сарма шутласа хунӑччӗ, унта ӗҫлеме ӑста рабочисем те тупма пулнӑччӗ председателе, — правлени кунпа килӗшетех, — анчах ӗмӗтленнине тума ӗлкӗреймерӗ…

Help to translate

Пӗрремӗш сыпӑк // Владимир Садай. В. Л. Садай. Ҫӗр ҫалкуҫ: повеҫсемпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 184 с. — 3–101 с.

Паллах, илемлӗ литературӑ произведенийӗнче кӑтартса панӑ саманан хӑйне евӗрлӗхне, унӑн сӑн-сӑпатне (вӑл ятарласа ҫырнӑ историлле повеҫ е роман мар пулсан) чи малтан ятсемпе датӑсенче мар, произведенире ӳкерсе панӑ ҫынсен сӑнарӗсенче — вӗсен тавра курӑмӗн, кӑмӑл туртӑмӗн, шухӑш-ӗмӗчӗн, йӑли-сӑлайӗн хӑйне евӗрлӗхӗпе саманана кӗвӗллӗ типлӑхӗнче — шырамалла.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

«Тӳлев — ҫирӗплетнӗ виҫеллӗ. Чӑваш Енре вӑл 24604,30 тенкӗпе танлашать. Енчен те ҫемье тӳ-рех темиҫе ачана воспитани пама илнӗ пулсан, тӳлеве кашни ачашӑн параҫҫӗ. 7 ҫултан аслӑрах, инвалидноҫлӑ е пӗртӑван ачасене хӑвӑр ача пек ҫыртарнӑшӑн кашни ачашӑн 187996,90 тенкӗ илме пулать», — палӑртнӑ Раҫҫей Социаллӑ фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмне ертсе пыракан Валерий Николаев.

Help to translate

Ача усрава илекенсене пулӑшу кӳреҫҫӗ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/10/18/%d0%b0%d1%8 ... %ab%d3%97/

Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Николай Прокопьев юрӑҫ, 33-мӗш мехколонна аслӑ механикӗнче тӑрӑшнӑ Петр Терентьев /халӗ — ял старости, ял пухӑвӗн депутачӗ/, почтальонра вӑй хунӑ Ольга Егорова, районти комсомол организацийӗнче, ялти библиотекӑра хастар ӗҫленӗ Ольга Терентьева шкул ачисене хӑйсен ӗҫ-хӗлӗ ҫинчен кӑсӑклӑ, асра юлмалла каласа кӑтартрӗҫ.

Help to translate

Техника - нумай, ача-пӑча вара... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Кун хыҫҫӑн ҫынсен ирӗксӗрех савӑксӑр шухӑш ҫуралчӗ: комиссар кайсан, пӗтӗм пурнӑҫ Аким-пашаран кӑна килет, кам та кам хӑйне хирӗҫле калаҫнӑ — ӑна тавӑратех, Курмышов майлӑ пулнисем те йывӑрлӑха кӗрсе ӳкӗҫ; пурте тенӗ пекех кунта строительство вӗҫленичченех ӗҫлесшӗн, мӗншӗн тесен пӗтӗм ӗҫе пӗтерсен тин килӗсене таврӑнакансене Шупашкарта хваттер шантарчӗҫ.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Ертӳҫӗсем — агрохолдинг гендиректорӗ — тӑхӑр теҫетке пуҫтарса пыракан ывӑнма пӗлми Иван Казанковран пуҫласа Мускавран килнӗ КПРФ Тӗп комитечӗн Пӗрремӗш секретарӗн пӗрремӗш ҫумӗ Юрий Афонинпа ыттисен хӗрӳ саламӗсем хыҫҫӑнах сцена ҫине тахҫанах халӑх хисепӗ пулса тӑнӑ Вячеслав Христофоровӑн «Янра, юрӑ» ушкӑнӗ тухсан, чылайӑшӗ чӑтса тӑраймарӗ, ташша ячӗ.

Help to translate

Телейпе ырлӑх утравӗ // Е.ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/2 ... b0%d0%b2e/

Ҫӗрте армак-чармак патак выртать-и — унтан-кунтан хуҫатӑн та, пистолет-наган хатӗр; ҫырмари вӗтӗ чулсем, пӳрне вӗҫӗ пекскерсем, рогатка-пӑшал пульлисем вырӑнне аван пыраҫҫӗ; турпассемпе хӑйпӑк таврашне речӗпе чиксе тухнӑ тӑк — ҫывӑхрах чикӗ, кунтах пограничникӗсем те пулма тивӗҫ; тулса ларма пуҫланӑ ҫӗр улми пуссисенче вара тӗрлӗ штабсем, окопсем, дзотсем…

Help to translate

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Муниципалитет округӗнчи тӗрлӗ активлӑ ӗҫе хутшӑнакан, ҫулӗпе сумлӑраххисенчен Мария Сергеевна Кузьмина, Римма Антоновна Гурина, Валентина Ивановна Васильева, Зоя Васильевна Герасимова, Нина Ивановна Никифорова, Зинаида Васильевна Иванова, Нина Николаевна Иванова, Фаина Аркадьевна Тимофеева, Мария Васильевна Ефремова тата ытти ӗҫ ветеранӗсене асӑнмалла.

Help to translate

Хастарлӑха ӳстерет, ӗмӗре вӑрӑмлатать // Наталия ФЕДОРОВА. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... aramlatat/

Паллах, ку иртнинчи юрату сукмакӗ ҫинчи «тумхах» хӗрпе каччӑ кӑмӑлне «ҫурхи вӑйӑри чуччу ярӑнтараймарӗ», анчах ӑна, кӑмӑла, шартах хуҫса та пӑрахаймарӗ, вӑш-вӑш вӑшлаттарса вӗрекен ҫилӗ те вӗсене сивӗтеймерӗ, анӑҫра анакан хӗрлӗ шан пек ӑшӑ хӗвел те халӗ ылтӑннӑн-кӗмӗллӗн йӑлтӑртатакан, вӗсен пӗрлехи пуласлӑх ҫулне яр ҫуттӑн ҫутатакан ырӑ паллӑ пек курӑнчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫакӑн пек педагогсен йышнех Анфиса Георгиевна Ильмурзинӑна, Геннадий Васильевич Михеева, Николай Александро вич Румянцева, Антон Егорович Сорокина, Кузьма Дмитриевич Сорокина, Зоя Александровна Федоровӑна, Ирина Николаев на Башкировӑна, Анастасия Андрияновна Ямковӑна, Николай Гаврилович Мулеева, Виктор Васильевич Илюкова тата ыттисене те кӗртме пулать.

Help to translate

Аслӑ ҫул // Валери Туктар. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 5 стр.

Литература критикӗсемпе тӗпчевҫисем хушшинче Н. Мартынов талантне чи малтан асӑрхаса тивӗҫлӗн хаклакан Ю. Артемьев пулнӑ: ҫыравҫӑн «Урпашра та вутчуль пур» ятпа тухнӑ иккӗмӗш кӗнекине (ку кӗнеке авторӑн — «Этем илемӗ» пӗрремӗш кӗнеки хыҫҫӑн ҫирӗм ҫултан тин кун ҫути курнӑ) тишкерсе вӑл чӑваш писателӗсен йышне тепӗр пултаруллӑ ҫыравҫӑ хушӑннине палӑртать.

Help to translate

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Ҫакнашал ҫыхӑну пурри аван, анчах, икӗ уйӑх каялла кӑна ректор должноҫне тулли правӑпа /аслӑ шкул ертӳҫине палӑртмалли суйлавра Андрей Евгеньевич ытти кандидатсенчен чылай нумайрах сасӑ /94 %/ пухса ҫӗнтерчӗ/ йышӑннӑ Андрей Макушев малашнехи хутшӑнусем информаципе ылмашӑнни ҫинче кӑна никӗсленмессе, пирӗн пӗрлехи социаллӑ проектсем «пиҫсе тухасса» шанать.

Help to translate

Кадрсен ҫитменлӗхӗ ура ан хутӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Сисмесӗрех куҫ умне кунран кун малалла капашакан, чечекленсе вӑй илекен пӗтпӗлтӗк путене сассиллӗ, ылтӑн тырри-пулли тинӗс пек хумханакан тӑван ҫӗрӗм-шывӑм, куҫ тулли илемлӗ ҫилҫунат — Шупашкарӑм, Сарри-паттӑр чӗриллӗ, ылтӑн алӑллӑ ӗҫчен, хастар ентешӗмсем, Нарспирен те ырӑрах та хитререх савни тӗсленсе тухрӗҫ, хӑлхара «Асран кайми аки-сухи» янӑраса кайрӗ…

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Тен, хушӑран автор операци технологийӗпе техникине ытлашширех пусӑмлатса ҫырса кӑтартать, анчах та ҫакна тимлени вӑл чӑн-чӑн профессионал, Турӑ чуптунӑ хирург пулнине туйса илме май парать; пурнӑҫ сухи тарӑн пынӑ ҫӗрте дилетантизм валли вырӑн ҫук, шӑпах ҫак тӳрре кӑларать пуль тетӗп эпӗ автора хӑш-пӗр кӑлтӑк-сӑлтӑк пирки тиркешсе калаҫма кӑмӑллисен умӗнче.

Help to translate

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Ир-кӳлӗм, кӗтӗве клевер ҫине хуса тухнӑ чух (шӑнтсан, колхоз ҫулсеренех ӗнесене кунта хуса тухать ҫитерме, мӗн юр ӳкичченех вӗсене ҫавӑн валли ятарласа тунӑ ҫурма ӑшӑ хуралтӑсенче пурӑнтарать) — уяртаслаччӗ, вичкӗн ҫил кастара-кастара вӗретчӗ, пӗлӗтсене, ӗнер анчах йӗс ывӑс пек курӑнакан хӗвеле паян та часрах курӑнтарма, хӑяматалла татти-сипписӗр хӑвалатчӗ.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Анчах тӑван чӗлхе общество сферисене анлӑрах та анлӑрах хутшӑнса хӑйӗн тивӗҫӗпе туллинрех те туллинрех усӑ курма тытӑннӑ май вырӑс чӗлхинчен кӗрекен терминсене мӗнле йышӑнасси (урӑхла каласан, фонетикӑпа морфологи тӗлӗшӗнчен мӗнле чӑвашлатса йӗркелесси) социализм строительствин вӑраха ямасӑр татса памалли пурне те хумхантаракан ҫивӗч ыйтӑвӗ пулса тӑнӑ.

Help to translate

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed