Corpus of the Chuvash language

Short

Халех акӑ, тӗслӗхрен, чӗлхеҫӗсене ҫак вырӑсла терминсене чӑвашла епле палӑртасси хумхантарать: аналитическая форма, аналитические языки, анафорический, атрибутивная связь, атрибутивная форма, валентность, внешняя речь, внутренняя речь, грамматикализация, двуязычие, билингв, монолингв, словоупотребление, словоформа т. ыт. те.

Help to translate

1. Умӗн калани // И. А. Андреев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 71–91 с.

Эсӗ, каҫхи сада янраттарса, пӗтӗм тавралӑх илтмелле: «Тӗнче парнелетӗпех, тесе шантарнӑччӗ-ҫке мана. Халӗ ма ӑссӑрланатӑн? Ма хӑв ҫине ху алӑ хурас тесе вӗтеленетӗн? Атте-и?.. Унӑн хӑйӗн пурнӑҫӗ, пирӗн хамӑрӑн. Тархасшӑн, аннеҫӗм-анне, кӑтарт мана кӑнтӑр ҫутине. Тӑна кӗр!» — тесе, йӗплӗ хулӑпа ӗшелентерме тапратрӗ-тӗк ҫине-ҫинех?..

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Комсомольски тата Елчӗк районӗсемпе ӗҫлекен ҫар комиссарӗн пулӑшуҫи Герольд Серебров, Росгварди подполковникӗ, «Витязь» подразделенин хатӗрлев ушкӑнӗн командирӗ Батр Корнилов, ятарлӑ хатӗрлев ушкӑнӗн командирӗн ҫумӗ Антон Величко та сӑмах каланӑ, паянхи кун чӑн-чӑн патриот пулмаллине, мирлӗ тӳпешӗн кӗрешмеллине палӑртнӑ.

Help to translate

Паттӑра асра тытса – турнир // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d0%bf%d0%b ... %b8%d1%80/

Чӑваш Енри лару-тӑру аплах ҫивӗч мар пулас та - пирӗн полици ертӳҫисене сӑмах памарӗҫ, анчах конференцин Шупашкарти студийӗнче пухӑннӑ журналистсене республикӑри ӗҫ-пуҫпа ЧР шалти ӗҫсен министрӗн заместителӗ - полици пуҫлӑхӗ Андрей Тимофеев тата унӑн йӗркелӗхе сыхлас енӗпе ӗҫлекен заместителӗ Валерий Жуковец паллаштарчӗҫ.

Help to translate

Ӗҫкӗ ырӑ тумасть // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Ҫак хавхаланупа вӑй илсе Наташӑпа Римма та, вӗсене виҫҫӗмӗш участок пуҫлӑхӗ сварщиксене пулӑшма ҫирӗплетрӗ, чупсах тӑрӑшаҫҫӗ, васкавлӑ кабельсен, лесасен пахалӑхне, трансформаторсене тӗрӗслеҫҫӗ, тимӗр шӑратса ҫыпӑҫтаракансене электродпа тивӗҫтереҫҫӗ, апат умӗн буфета кайса черет йышӑнаҫҫӗ е ӑна-кӑна туянса килсе параҫҫӗ…

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Юлашки ҫулсенче вара, Ҫтаппан мучие «ури тӑрантарма» пӑрахсан, ватӑсен укҫа кӗсйисем самаях ҫӳхелсе юлсан (иккӗшӗн те ватлӑх укҫисем чи пӗчӗк виҫеллисем), юрату шерпечӗпе тивӗҫтерекен ҫӑлкуҫӗсем самаях типшӗрсен, вӗсен хушшинче час-часах сулхӑн ҫил вичкӗнленме, кӑраланма, хура кушак урлӑ-пирлӗ, каллӗ-маллӗ чупкалама пуҫларӗ.

Help to translate

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Вӗсем, пӗр трубкӑна хунӑ-хуманах теприне илсе, е кӗскен те татӑклӑн хуравлаҫҫӗ, е сӑмаха тимӗр ҫивитти ҫине ҫумӑр тӑкӑннӑ пек сапа пуҫлаҫҫӗ; пӗрисене ӳкӗтлеҫҫӗ, теприсемпе ятлаҫсах каяҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсен сассине илтнӗ-илтменех йӑлтӑр ҫуталаҫҫӗ, — кампа мӗнле пуплесси ыйтӑва еплерех татса панинчен, ӗҫ тухнипе тухманнинчен килет.

Help to translate

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тӗнчери «Ку чухнехи шкулта биологи тата экологи» урокӗ методика фестивалӗнче Нӑрваш Шӑхалӗнчи Татьяна Павлова, Патӑрьелӗнчи пӗрремӗш вӑтам шкулти Елена Краснова, Шӑнкӑртамри Э.Феизов профессор ячӗллӗ вӑтам шкулти Гульнара Салихова, Энже Халитова, Ыхра Ҫырминчи вӑтам шкулти Гелсиня Черекова вӗрентекенсем призерсем пулчӗҫ.

Help to translate

Вӗрентӳ тытӑмӗ ҫӗнелсех пырать // Альбина АСТРАХАНЦЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51081-v-re ... sekh-pyrat

Конкурса хутшӑнакансене парнеленӗ чухне Раҫҫей Шалти ӗҫсен министерствин Ҫӗпрел районӗнчи ГИБДД уйрӑмӗн начальникӗ Артем Абрамов тата «Ҫул-йӗр юхӑмӗн хӑрушсӑрлӑхӗ» патшалӑхӑн бюджет учрежденийӗн Хусан хулинчи территорири управленийӗн профилактика пайӗн Пӑвари уйрӑмӗн ертсе пыракан специалисчӗ Лилия Вахитова та пурччӗ.

Help to translate

Ӑсталӑхӗсене сӑнаса пӑхрӗҫ // Римма Мавлютова. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... nasa-paxrc

Ҫӗрпе хӗвелӗн искусственнӑй спутникӗсем, тӗнче уҫлӑхне вӗҫтерсе ямалли хӑватлӑ карапсем, атом вӑйӗпе ӗҫлекен электростанцисем, совет ҫыннисем космос карапӗсем ҫинче Ҫӗр чӑмӑрӗ тавра ӑнӑҫлӑн вӗҫсе ҫаврӑнни — ҫаксем пурте коммунизмӑн иксӗлми вӑй-хӑватне кӑтартса параҫҫӗ, пӗтӗм этемлӗхӗн ҫута шанчӑкӗпе савӑнӑҫне палӑртаҫҫӗ.

Help to translate

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

«Пирӗн ҫынсене ӑнлантармалла: нихӑҫан та, пӗр ҫыравра та, СССР, патша, Ленин, Сталин, Брежнев, Хрущев, Горбачев тапхӑрӗсенче те - конкретлӑ ҫын е ҫемье пирки информаци никама та паман, - палӑртрӗ Росстат ертӳҫи. - Ял хуҫалӑх, халӑх ҫыравӗсемпе информаци саракан должноҫри ҫынна саккунпа явап тыттараҫҫӗ, уголовнӑй ӗҫ пуҫаричченех».

Help to translate

Тумла чула шӑтарать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

РФ Федераци Пухӑвӗн Федераци Канашӗн Социаллӑ политика комитечӗн членӗ, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ врачӗ Владимир Круглый пухӑннисене Федераци Канашӗн Председателӗ Валентина Матвиенко тата Федераци Канашӗн Социаллӑ политика комитечӗн председателӗ Валерий Рязанский ячӗпе саламланӑ тата тухӑҫлӑ ӗҫлемешкӗн ырӑ суннӑ.

Help to translate

Шупашкарта - ача-пӑча хирургӗсем // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Ҫавӑн пекех поэзи каҫне килнӗ Лидия Сарине, Нина Пӑрчӑкан, Галина Кӗмӗл, Зоя Сывлӑмпи, Ольга Австрийская, Ольга Васильева, Мальвина Петрова, Нина Царыгина, Раиса Воробьева ҫыравҫӑсем, чӑваш халӑх артистки Надежда Кириллова, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ музейӗн ертӳҫи Антонина Андреева хӑйсем ҫырнӑ е килӗшекен сӑвӑсене вуласа киленчӗҫ.

Help to translate

Литература пикникӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... knik-irtr/

Курмышов ӑна кашни утӑмрах такӑнтарни, рабочисем Курмышова унран маларах хуни пирки пӑшӑрханать вӑл, пирӗн кунта халь чӑн-чӑн «двоевласти», кунашкал ертсе пыма питӗ кансӗр тесе ҫырать, партком урлӑ мера йышӑнса е лайӑх май тупса Курмышовран хӑтарма ыйтать, ҫакӑ ҫамрӑк партсекретарь ятне-сумне, унне ӗнтӗ, ӳстерме те пулӑшӗ тет.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Халӑх нумаях пулмасть района янӑ приговор пирки райӗҫтӑвком председателӗн заместителӗ тата Шупашкартанах, НКВДран представитель килет текен хыпар ял ҫыннисене пурне те кӑсӑклантарнӑ курӑнать: кӑнтӑрла иртсен, арҫынсем кӑна мар, хӗрарӑмсем те, ачасем те, туя ҫине тӗренсе аран утакан ватӑсем те шкул патнелле туртӑна пуҫларӗҫ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Сантехмонтаж» управленийӗн аслӑ инженерӗ Вахтеров стройуправлени пуҫлӑхне Топрисова сантехниксем валли «ӗҫ фрончӗ» вӑрах хатӗрленӗшӗн вӑрҫма тытӑнчӗ, Федот Неронович та сӑмахшӑн кивҫене каймарӗ, анчах иккӗшӗ те ытлашши чӗрре кӗнине вӑхӑтра туйса илчӗҫ, обком секретарӗн «пулӑшӑвӗсӗрех» мирлешсе, тӗрӗс шухӑш патне тухрӗҫ.

Help to translate

1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Иккӗшӗ (пӗри пӑрӑнчӑк куҫлӑ, тӑмана ӗренкеллӗ, чанккама ураллӑ; тепри йӑпар пит-куҫлӑ) милиционерсем тӑхӑнакан тумпа, тепри, тӑсмакрах хӑрпашка питли, тӑрна мӑйли, тӳрткен сӑмсалли, хӗрлӗрех ҫӳҫне кӑшӑлласа кастарни, ҫара пуҫӑн, тӳмисене хура галстукпа хупланӑ нейлон кӗпепе, хура брюкипе, уринчи туфлийӗ хур лаппине аса илтерет.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Хӑйӗнчен хӑй тӗлӗнсе, хӑйне хӑй тарӑхса, чунӗ-чӗрипе туйса илчӗ халь Курмышов: пӑрахаймасть Ульянӑна вӑл, текех унран уйрӑлса пурӑнаймасть, хӑйне ҫав таранчченех юратакана пӑрса-тӗксе яма ун чун-чӗри хатӗр те мар, тепӗр тесен, Ульяна чухлӗ ӑна нимле хӗрарӑм та юратаймасть ӗнтӗ, Ульяна Митьӑпа Соня амӑшӗ пулнине шута илсен вара…

Help to translate

4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Уярӑн «Шурча таврашӗнче», Илпек Микулайӗн «Хура ҫӑкӑр» (1-мӗш кӗнеки), Степан Асланӑн «Ахрат», Мранька Микихверӗн «Ӗмӗр сакки сарлака» (1-мӗш кӗнеки), Мария Ухсайӑн «Кӑра ҫилсем» романӗсем тӑрӑх виҫетчӗҫ, Алексей Талвирӗн «Пӑва ҫулӗ ҫинче» повеҫне вара хӑш-пӗр критиксем тӗнчере халиччен пулман произведени вырӑнне хума хатӗрччӗ.

Help to translate

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Хастарлӑхпа палӑрнӑшӑн Хирти Мӑнтӑр культура ҫурчӗн культорганизаторӗ В. В. Данилов, округри искусствӑсен шкулӗн Аслӑ Чурачӑкри уйрӑмӗн преподавателӗ Т. В. Макарова, «Централизациленӗ клуб системи» АУ делопроизводителӗ В. В. Сивкина, художество ертӳҫи В. В. Тимофеева муниципаллӑ округ администрацийӗн Хисеп грамотине тивӗҫнӗ.

Help to translate

Саламланӑ, чысланӑ, наградӑсем панӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed