Short
«Акӑ ку сӑн ӳкерчӗкре Анатолий Емельянович Пугачев. Вӑл манӑн аннен аппӑшӗн мӑшӑрӗ пулать. 1966-1972 ҫулсенче Вӑрнар районӗнчи Мӑн Турханти ял библиотекинче ӗҫленӗ. Ачаранах кӗнеке вулама юратнӑ, пушӑ вӑхӑт тупӑнсанах алла кӗнеке тытнӑ», - каласа парать Надежда Владиславовна сарӑхарах кайнӑ сӑн ӳкерчӗке сӑнаса.
Юратнӑ ӗҫ темиҫе ӑрӑва пӗрлештерет // М.МИХАЙЛОВА. http://alikovopress.ru/yuratna-ec-temice ... teret.html
Хӳтӗлев чиккине тӑвакансем чӑтма ҫук йывӑр чӑрмавсене пӑхмасӑрах паттӑрлӑх кӑтартса ҫак ӗҫсене туса ирттернӗ: Канаш районӗн ҫыннисем Тӑвайӗнчен Кивӗ Пуянкасси ялӗ еннелле 13,3 километр танксене чармалли чӑрмавсем (вӑл шутра окопсем те), 104 хӳтӗлев сооруженийӗ, 67 ҫӗр пӳрт тунӑ, 168,6 пин кубла метр тӑпра кӑларнӑ.
Астӑвӑм ӑруран ӑрӑва пытӑр // Владимир Шакров. http://kanashen.ru/2022/02/07/%d0%b0%d1% ... 82a%d1%80/
Луцкинчи 1744 ҫулта тунӑ Турамӑш чиркӗвӗ унта тата ытти храмсене ҫӳрекенсемпе пӗрле 1917 ҫулхи революцин пӑлхавлӑ саманине тата улшӑнусене, выҫлӑха (1921—1922 ҫулсем), чиркӳсем Совет влаҫӗн витӗмӗ айне кӗрсе ӳкнине, чиркӳри шалти хирӗҫӳсене (1922—1928 ҫулсем), служба ирттерекен храмсене хупнӑ вӑхӑтсене чӑтса ирттернӗ.
Кӗнекере – тӑван тӑрӑхӑн историйӗ // Валентина БОРОВКОВА. http://kasalen.ru/2024/06/14/%d0%ba%d3%9 ... %b9%d3%97/
Халӑх ӑнланӑвӗнче, ҫавӑн пекех илемлӗ литературӑра та, атом бомби терминри, атом самах хӑйӗн малтанхи тӗп пӗлтерӗшӗнчен уйрӑлса, хими бомби, бактериологи бомби, осколка бомби, термит бомби, тӗтӗм бомби тата ытти ҫавӑн пек терминсенчи хими, бактериологи, осколка, термит, тӗтӗм т. ыт. ятсемпе пӗр системӑна кӗрет.
Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Ҫамрӑксен палатин председателӗ, «Ҫамрӑксен Гвардийӗ» Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫи, ятарлӑ ҫар операцийӗсене хутшӑннӑ, тӗрлӗ наградӑсене тивӗҫлӗ пулнӑ хастар Андрей Шакулов форума пухӑннӑ ҫамрӑк яш-кӗрӗм ячӗпе Чӑваш Республикин Пуҫлӑхне Олег Николаева тав сӑмахӗсем каланӑ.
Кӑҫал Ҫамрӑксен ҫурчӗн прописки пулӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/07/kaca ... opiski-pul
Чӑваш Республикин Тав хучӗсемпе «Красная Чувашия» ЯХПК механизаторне Владимир Алексеевич Афанасьева, Илларионов хресчен фермер хуҫалӑхӗнчи Владимир Ильич Алексеева, Тӗмерти вӑтам шкулӑн канцеляри ӗҫне тӑвакан Людмила Семеновна Григорьевана, «Дружба» ЯХПК председательне Иван Васильевич Зубова чысларӗҫ.
Тар кӑларса ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ай, савӑнтӑмӑр та акатуйра // А.НИКИТИНА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15
Ҫак кунсенче, акӑ, Патӑрьел муниципалитет округӗнчи ветеринари службин тӗп тухтӑрӗ Петр Ефимов тата округ администрацийӗн экономика, ял хуҫалӑх тата инвестици ӗҫӗ-хӗлӗн пайӗн ятарлӑ специалисчӗсем ҫыру йӗрӗпе Шӑнкӑртама кайнӑ, нумай лаша усраса кӳршисене тӗрлӗ енлӗ чӑрмав кӳрекенсен условийӗсене тӗпченӗ.
Йӗрке пуриншӗн те пӗрре: ӑна пӑхӑнмаллах! // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51311-j-rk ... h-nmallakh
Ӑна торжествӑлла майпа Вӑрмар муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Василий Шигильдеев уҫнӑ май, ҫакна палӑртса хӑварчӗ: Владимир Сергеев паттӑра асӑнса ирттерекен йӗлтӗр ӑмӑртӑвне малашне республика шайӗнче ирттермелле, республикӑри ытти муниципаллӑ округсенчен те спортӑн ҫак тӗсне юратакансем ытларах пулмалла.
Владимир Сергеев паттӑра асӑнса — йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ // Зинаида ПАВЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11717-vladim ... t-r-m-rt-v
Комсомольски округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Альберт Кузьмин, культура секторӗн заведующийӗн ӗҫне тӑвакан Дарья Грибова, тӗп библиотека директорӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Редалия Сабитова хӗрарӑмсене Анне кунӗпе ӑшшӑн саламларӗҫ, тӑнӑҫ пурнӑҫ,ҫемьесене килӗштерсе, тату пурӑнма, ачисенчен пархатар курма сунчӗҫ.
Ҫемьесем фестивале пухӑнчӗҫ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d2%ab%d0%b ... %97%d2%ab/
Иван Михайлович Раҫҫей регионӗнчи патшалӑхӑн мар вӗрентӳ организацийӗсен Ассоциацийӗн Чӑваш уйрӑмӗн председателӗ, Пӗтӗм Раҫҫейри биотехнологи пӗрлешӗвӗн регионти уйрӑмӗн председателӗ, федерацин Атӑлҫи округӗнчи АПК аталанӑвӗн эксперт канашӗн членӗ, вӗрентӳ тата наука сферинчи тишкерӳ службин эксперчӗ.
Ӗҫӗпе мухтавлӑ, чунӗпе пуян // Альбина ИВАНОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52536-c-pe ... pe-puyan-2
Июль уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Кармаскалӑ районӗнчи Тинӗскӳл ялӗнчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене халалланӑ Монумент умӗнче чуна пырса тивмелле пулӑм пулса иртнӗ – локаллӑ вӑрҫӑсен тӗрлӗ ҫар хирӗҫ тӑрӑвӗсен ветеранӗсене чыс туса асӑну комплексӗ, пограничниксене тата моряксене асра тытса палӑксем уҫнӑ.
Анатолий Михайлов пуҫарӑвӗ пурнӑҫа кӗнӗ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/asra-tytsa/2024- ... -n-3851750
Хӑяхван ҫав териех пӑлханнине, вутсӑр ҫунан чӗрин хӗмӗ ҫӑварӗнчен курӑнмалла ӑшталаннине арӑмне систересшӗн пулмарӗ, ҫитмӗл те ҫичӗ сӑрпа илем кӳнӗ, сар хӗр тӗрри эрешленӗ крыльцан икӗ юпине икӗ аллипе хыпашласа пӑхрӗ, лимон тӗслӗ сӑрпа сӑрланӑ пусма картлаҫӗ ҫине ларчӗ, кӑкӑр-ҫурӑмӗ хӗснипе сасӑпах ӳсӗрчӗ.
Юрать-ха, мунчине сутмарӗҫ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 144–156 с.
Юрать-ха килте арҫын нумай пулсан вӑрман хӑртнӑ ҫӗрте арҫынсем ӗҫлеҫҫӗ, темиҫе эрне хушшинче вӗсем пысӑк лаптӑках кӑклама ӗлкӗреҫҫӗ; арҫын сахал йышра вара ҫитӗннӗ-ҫитӗнмен хӗрсен те аллисене хӑрт, пуртӑ, кӳсек тытма лекет, вӗсем те арҫынсемпе танах юман кӗрешӗ йӑвантараҫҫӗ, тем пысӑкӑш тункатасене хиреҫҫӗ.
16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Акӑш-макӑш, асар-писер вут ҫулӑмӗсем чӑнах та хуран тавра тӗпсӗр ханкӑртан явӑнса-амаланса, пал-пал пӑрлатса хӑпараҫҫӗ те кашкӑр чӗлхиленсе тӗпсӗр тӳпенелле тӑсӑлаҫҫӗ; хурантан вара ҫухӑракан, йынӑшакан, кӑшкӑракан, макӑракан, тӗнчене те чӗрене ҫурасла, хӑлхана та ҫӑт хупласа хурасла сасӑсем янӑраса тӑраҫҫӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
- Пирӗн районта шкулсенче лайӑх йӗркеленӗ истори управҫисем пур, вӗсене пултаруллӑ вӗрентекенсем ертсе пыраҫҫӗ, хӑш-пӗр ялсенче те музейсем шутланса тӑраҫҫӗ, шел, хальхи вӑхӑтра вӗсенчи ӗҫ-пуҫа йӗркелесе пыма (тӳлевсӗрех!) патриотсем тупӑнмаҫҫӗ, ҫавӑнпа ӗнтӗ вӗсен алӑкӗсене ҫӑра хураллать тесен тӗрӗсех пулӗ.
Ҫӗнӗ музей йӗркеленет // Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21
Чӑваш Ен Правительстви те ҫак ӗҫре айккинче юлмасть, вӑл асӑннӑ сферӑри чи лайӑх ӗҫ тӗслӗхӗсене, патшалӑхӑн массӑллӑ информаци хатӗрӗсене конкурентлӑрах, технологи тӗлӗшӗнчен пуянрах тӑвас тесе хавхалантарма тата пулӑшма, уйрӑм ҫынсен регистрациленӗ пичет кӑларӑмӗсемшӗн шанчӑклӑ ӗҫтеш пулма яланах хатӗр.
Чӑваш Республикинчи массӑллӑ информаци хатӗрӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем! // Олег Николаев,. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... -syhlanar/
Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Раҫҫейӗн тӗнчери ят-сумне ҫирӗплетме пулӑшакан витӗмлӗ йышӑнӑвӗсене хамӑр ҫӗршывра кӑна мар, нумай вӑйӑмлӑ тӗнче туса хума ӑнтӑлакан тата тӗнчери право йӗркисене пӑхӑнассине тӗп вырӑна хуракан тӗрлӗ континентсенче те уҫҫӑн ырлани тата хапӑл туса йышӑнни питех те пӗлтерӗшлӗ.
Раҫҫей кунӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республикӑри 12 шкул ачине паспорт парса чысланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/13/racc ... kolaev-res
Иккӗмӗш фронт уҫассине саботажласа пырас политика Америкӑпа Англи империалисчӗсем Совет Союзне вӑрҫӑра вӑйсӑрлатса хӑварса, ӑна нумай вӑхӑтлӑха аслӑ та хӑватлӑ держава пулмалла мар тума, ҫапла вара унӑн пуласлӑхӗ Америка Пӗрлешӳллӗ Штачӗсемпе Великобритани ирӗкӗнчен ҫеҫ килмелле тума тӑрӑшнине пӗлтерет.
Совет халӑхӗн историллӗ ҫӗнтерӗвӗ // Прохор Трофимов. Ялав. — 1951. — № 6. — С. 1-3
— Мӗн тӑвас ӗнтӗ, хӑй хушнӑ япала, Ехреме кайса каласах пать, — текелесе тухса кайрӗ вара тепӗртакран урама, те шашулкки лайӑх ҫакланманран, хапха калинккине темиҫе те уҫа-уҫа хупса, хытах шалтлаттара-шалтлаттара илчӗ, унтан ҫавӑнтах пирус чӗртме тапратрӗ, тӳрех тивертеймесӗр, темиҫе шӑрпӑк ҫута-ҫута пӑрахрӗ.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Апла пулсан, ҫӗнӗ ҫветтуй саккун ячӗпе ҫакӑн пек йышӑну тӑватӑп: «Ҫур кӗленчене, хатар чун иллие, хӑй айӑпне чун-чӗреренех ӳкӗнсе йышӑннине шута илсе, ҫӳҫ-пуҫа вирелле тӑратакан хӑрушӑ, кунччен никам та илтмен -пӗлмен преступление тупса палӑртма активлӑ пулӑшнӑшӑн тӳрре кӑларса амнисти тӑвас та ирӗке ярас».
Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.


